Павел Кириллович Кириллов 1902 çулта Çĕрпел ялĕнче çуралнă. Унăн çемйи ялта пуяннисен шутĕнче тăнă. Ытларах хурт-хăмăр ĕрчетессипе ĕçленĕ. Çак çемьери ачасем пурте пĕлÿ илнĕ. Шупашкарти рабфакра, педагогика тата медицина училищисенче, профтехучилищĕсенче вĕреннĕ. Павел Кириллович шут ĕçĕ енĕпе Хусан хулинчи курссене пĕтернĕ.
1927 çулта ял Советне йĕркелесен ăна инвентарлă учет енĕпе «Совстроительство» шкулне вĕренме янă. Хыççăн халăхран тĕрлĕ налук укçине пуçтарнă. Вăл вăхăтра ял çыннисем ăна «казначи» тенĕ.
Павел Кириллович çамрăклах çемьеленсе кил-çурт çавăрнă. 1918–1920 çулсенче хуçалăхри хуралтăсене веçех çĕнетнĕ, хурт-хăмăр çемйисем йышлă тытнă. Нÿхреп пулнă.
Вăл вăхăтра мунча тытакансем питĕ сахаллăн шутланнă. Вĕсене пĕве хĕррисене лартнă. Енчен те кил хуçи хирĕç мар пулсан, çав мунчара кÿршисем те çăвăнса пурăннă. Кашнине кăмака умĕнче ăшăнса тăракан вĕри шыва пĕр алтăр çеç панă, хыççăн пĕве шывĕпе çăвăнса тасалса пĕтнĕ.
Çĕрпел ялĕнче колхоз йĕркелесе ярсассăн Павел Кириллов çемйи те пуçаруллă утăм тунă, 1932 çулта колхоза кĕнĕ. Хуçалăх утарĕ валли Çармăс вăрманне килĕнчи пилĕк хурт-хăмăр çемйине панă. Пĕр хушă унта утарçăра ĕçленĕ. 1937 çулта унăн çемйинче çичĕ ача пулнă, патшалăх вĕсене нумай ачаллă çемье тесе пособи пама пуçланă.
Павел Кирилловича фронта 1942 çул пуçламăшĕнче илсе кайнă. Вĕсене чи малтан Канаш хулинчен Мари Республикинчи Суслонгер станцине çитернĕ. Кунта вăрçа кĕме хатĕрлекен лагерь пулнă. Ун тавралла йĕплĕ пăралук карса тухнă. Никам та çак территоринчен тухайман.
Çĕрпÿртре пурăннă. Апат сахал çитернĕ. Тĕрмере ларнă çынсене тата пуянраххисене лагере ытларах илсе килнĕ. Вĕсен влаçра тăракансене хирĕç йăнăш сăмахсем каламалла пулман, тÿрех персе пăрахнă. Лагерьти салтаксене çар çыннисем «кунта карантин» тесе ăнлантарнă. Çак вăрттăнлăх 1943 çулхи октябрь уйăхĕччен тăсăлнă. Мускавра çак йĕркесĕрлĕх пирки пĕлсен Суслонгер лагерьне К.Ворошилов хăй килнĕ. Айăплă начальниксене вăрçа кайма хатĕрленĕ салтаксем умĕнчех персе пăрахнă.
Павел Кириллович çак лагерьтен 1942 çулхи апрель уйăхĕнче вăрçа тухса кайнине çирĕплетекен çырусем упранса юлнă. Вĕсем Агния Павлова килĕнче пулнă. Кириллов хăй çемйи патне пурĕ виç кĕтеслĕ тăхăр çыру çырнă.
1942 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕ: «Юратнă ачасем, сире пурсăра та салам, аннÿне те, кинсене те, тата Марьянсене салам. Пирĕн вĕренÿ питĕ васкавлă халĕ, пăшал пертереççĕ, питĕ тĕле тивнĕ тата ручной пулеметпа та пертерчĕç, унпа та «хорошо» терĕç. Кунтан илсе каяççĕ улттăмĕш числаран. Вăрнарах каймалла пулсан, Зеленый Дольскран телеграмма паратпăр. Виççĕн пĕрлех – Нянюк та, Коля Архипов та пур. Хисепе хуран пулсан, карчăк, пырса кур, мĕн хатĕрлессине хăвах пĕлетĕн. Минукпа Михвер килте мар пулĕ, салтака илсе кайман-и? Килте пулсан салам яратăп. Çыру ярса илме никам адресне те пĕлместĕп. Исаакпа Васили кĕрĕве, Василине ярса пĕлтерĕр, нумай ан çырăр. Самай кирлĕ сăмахсене анчах палăртăр. Вăрнарта кĕтес пулсан Миша патĕнче пухăнма юрать. Эпĕ унта Вăрнара çитсен телефонпа та шăнкăравлама пултаратăп».
1942 çулхи май уйăхĕн 28-мĕшĕ: «Çыру сирĕн аçуран. Ну, юратнă ачасем, паянхи куна эпĕ сывă. Ленинградран çыратăп. Пĕр кун, пĕр каç Ладожское кÿллипе илсе килчĕç, шăнса кÿтрĕмĕр пăрлă шыв çинче, хамăр ялтан Нянюк пур. Хирпуçсенчен госпитальте пурăннă Захаров пур. Тата Григорий Егоров пирĕнпе. Кунта паян мунча кĕртеççĕ, вара фронта каятпăр. Пĕр 10-мĕш числара вăрçа кĕретпĕр пулĕ. Лайăх пурăнăр. Ачасем, сире аса илсенех куç шывланчĕ, çыру çырма та чарăнтăм. Ну, карчăк Ульяна, ачасене лайăх пăхса ÿстер, вăй çитнĕ таран. Хуртсене пăхма та ан ÿркен, пăхни хăвăра усăллă. Урăх ним те çырмастăп. Сире пурне те юратса питĕ пысăк салам яратăп, кÿршĕсене, ял-йышсене, кинсене пурне те салам яратăп. Ку хутпа адрес çук, сиртен пĕр çыру илмен, çыраканĕ сирĕн аçу Кириллов П.»
1942 çулхи май уйăхĕн 31-мĕшĕ: «Çыру сирĕн аçуран! Юратнă ачасем, çыратăп çак çырăва фронтран. Кĕçĕр, майăн 31-мĕшĕнче, вырăна çитетпĕр. Тен, юлашки çыру пулĕ, çавăнпа сире, ачасем тата карчăк Ульян, сывă пурăнма сĕнетĕп. Килти çинчен пĕлес килет. Шăллăмсене салам ярăр. Карчăк, сире пурне те юратса салам, кинсен ачисене пурне те салам. Пĕчĕк ывăлăмсем Коля, Толя, сире пысăк пулма сĕнетĕп. Аннÿ сăмахне итлесе пурăнăр. Ленинград хулинчен пĕр 20 çухрăмран çыратăп. Кунта выçă вилес çук, кунне виççĕ апат çитереççĕ. Тĕл пуличчен! Салампа Кириллов П.»
1942 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ: «Мĕнле пурăнатăр, ачасем, карчăк Ульяна, санăн сывлăху мĕнле, çăмăллантăн-и, сирĕн пата çыру çитет-и, мĕншĕн пĕрре те çырса пĕлтерместĕр? Çырма пĕлекен çук пек, ялан сан та вăхăт çук-и? Эпĕ çыру кĕтетĕп. Манăн çырмалли нумай мар. Паянхи куна эпĕ сывă пурăнатăп. Вăрçă тухни паян çулталăк пулĕ. Пĕлтĕр ку кун Погонессем патне янăччĕ. Çак кунра пĕрле вĕсем патне çыру çыртăм. Ку хут сирĕн пата Питравра вуламалла çитет пулĕ. Сăра туса ĕçĕр. Карчăк, сире пурăнма эпĕ вĕрентеес çук, хăвăр пĕлсе пурăнăр, хурчĕсем миçе тухрĕç, миçе пурăнаççĕ, сăвăссене пĕтерĕр. Çыру кĕтетĕп. Юрататăп. Çыраканĕ Кириллов П.К.».
1942 çулхи июнĕн 28-мĕшĕ: «Çыру. Ывăлăм Миша! Паянхи куна эпĕ сывă пурăнатăп, сире те сывă пурăнма сĕнетĕп. Ну, пĕрре те çыру çырмастăр е хамăн, çитмест сирĕн пата. Уйăхра пĕр виçĕ çыру çитесех пулать. Апла мар-тăк, мана чĕрĕ тесе ан кĕтĕр. Юнашарах пĕри çурăмран суранланчĕ. Мана тивмерĕ-ха. Кунти пурнăç çинчен нумай çырма юрамасть. Çĕр хута кĕнеке вулама, хут çырма юрать. Çап-çутă тăрать. Алла хут тытсанах чун хурланса килет. Килти пурăнăç çинчен питĕ пĕлес килет. Хуртсем мĕнле, пăхатăр-и, мĕнле пурăнаççĕ? Курти Кули ăçта пурăннине пĕлетĕр-и тата Исаак кукку ăçта-ши? Хут ярать-и? Урăх нимĕн те çырмастăп. Сире пурне те салам яратăп. Çак хута илсе пăхакана та салам. Кольăпа Люсьăна вилмесен карточка ярса паратăп. Ку хучĕ Питравччен часах çитмест пулмалла. Салампа аçу».
1942 çулхи июлĕн 12-мĕшĕ: «Сывă пурăнатăр-и, юратнă çемье! Паян, Питрав кун, çырас терĕм пĕр виçĕ сăмах. Эпĕ хальлĕхе лайăхах, сывă-старав пурăнатăп. Маншăн кулянса ан пурăнăр, вăрçă чарăнсан хăçан та пулсан киле таврăнăп, сывă юлсан. Ну, Ульян, сан сăмахху пĕрре те асран каймасть. Пĕртен-пĕр çыру илсен те, эсĕ унта «мана килĕштермесĕр Вăрнарта калаçмарăн» тетĕн. Çук, карчăк, пĕрре те апла мар, йăнăш шухăшлатăн. Хăвах пĕлетĕн, унта-кунта чупнипех иртсе кайрĕ вăхăт. Çавăнпа та çак çыруран ун пек шутламалла марах. Çырмалли нумай тенĕ, ну, çавах çыру çырмастăр, те хут çук сирĕн, те çырма пĕлекен сахал. Паян Генăран çыру илтĕм, анчах та сахал çырнă, çавах та тав ăна мана манманшăн, мучи тесе хисепленĕшĕн. Манăн хальлĕхе пĕлтермелли нимех те çук, хăвăр килти, ялти çинчен пĕлтерĕр. Сире пурне те салам, Кольăна та салам, тата пĕчĕккисем пирки пĕлместĕп темле. Кÿрше, ял-йышсене пурне те салам, çавăнпа паянхи çырăва пĕтеретĕп. Çыраканĕ Кириллов П.» Çар цензури 1942 июлĕн 12-мĕшĕнче пăхнă.
1942 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕ: «Ывăлăм Миша! Паян çыратăп çак çырăва фронтран, эпĕ госпитальтен сентябрĕн 11-мĕшĕнче тухрăм. 20-мĕшĕччен Ленинградра запасной полкра пултăм. Халĕ манăн адрес улшăнас çук. Çак çырăва илсенех хут яр. Тата шăллăмсене те пĕлтер. Адрес: Çапăçакан çар. П.П.С. 753 119 ст. полк. Снайпер взвочĕ. Кириллов П.К. Малтан минометчикчĕ, халĕ саперсен командине лекрĕм. Кунта питĕ хăрушă. Танксем килнĕ çĕре минăсем хурас пулать.
Паян мĕнле хумаллине вĕренме пуçларăмăр. 5–6 кунтан вĕренсе пĕтеретпĕр теççĕ. Хăш числара малалла каяссине пĕлместĕп. Малти ретрен виçĕ çухрăмра тăратпăр. Уйра – окопра, каçхине çĕрпÿрте кĕретпĕр. Апат енчен питĕ япăх, кунне икĕ хут анчах çитереççĕ. Урăх пĕлтермелли нимех те çук. Лайăх пурăнăр, лайăх тăрăшса вĕрен. Килтисене пурне те салам кала. Çыраканĕ аçу. Кириллов П.К.»
1942 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче – акă тата çак адреспа – Чăваш АССРĕ, Вăрнар станцийĕ, Уравăш почта уйрăмĕ, Çĕрпел ялĕ – пурăнакан Ульяна Ивановна Кириллова патне мăшăрĕнчен каллех çыру килнĕ: «Юратнă кил-йыш! Ачасем тата карчăк! Малтанхи сăмахпа паянхи куна сывă пурăнатăп. Манăн кунти çинчен пĕлтермелли нимех те çук. Эпĕ халĕ каллех вăрçăра. Ну, кунти пурăнăç питĕ хăрушă вырăнта. Каçхине, çĕрле нимĕç посчĕн пăралукне касма каяс пулать. Кунта фронта килсенех Миша ячĕпе пĕр çыру янăччĕ, те çитнĕ, темле. Ну, Ульян, эпĕ ку çырупа килти çинчен нимех те ыйтмастăп, мĕншĕн тесен манăн кăмăл тулли, паян пур та, ыран çук. Евгень патне те çыру янăччĕ, те çитнĕ, темле çав, манăн адрес каллех ăрасна, çавăнпа та сиртен çыру кĕтетĕп. Агни ÿркенекен марччĕ, çырса яр халех, çакна вуласанах. Кинсене, кÿршĕсене, Мария хĕрĕме салам. Çакăнпа пĕтеретĕп çак çырăва. Çыраканĕ сирĕн аçу». Унăн адресĕ çапла пулнă: Çапăçакан çар. П.П.С. 753, 202Ÿ224, Кириллов П.К. Çырăва çар цензури пăхнă. Шупашкар, 93.
Павел Кириллович тăракан дивизие ноябрь – декабрь уйăхĕсенче Ленинград хулине илсе тухнă. Çар командованийĕн приказĕпе вĕсене «Звезда» операцине хатĕрленĕ. Ку операци вăрттăнлăхра шутланнă. Çав вăхăтра вĕсем тăванĕсем патне пĕр çыру та çитереймен.
1942 çул вĕçĕнче Ленинград каллех йывăрлăха лекнĕ. Çул тавраллах хупă. Кÿлĕ шăнма ĕлкĕриччен шыв тăрăх совет салтакĕсене çав тери нумай кĕртме ĕлкĕреççĕ. Çав вăхăтрах çар техникисемпе вăйланнă.
1943 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Совет Çарĕ çак вырăнта çав тери хаяр çапăçу пуçарнă. Каçхине пирĕн самолетсем тăшманăн аэродромĕсем, чукун çул çине бомбăсем тăкма пуçланă. Ирхине 4500 артиллери пушкипе минометсенчен тонни-тоннипе снарядсем пенĕ. Тăватă минут хыççăн тăшман çине тапăнса кĕнĕ. Январĕн 18-мĕшĕнче икĕ фронт хире-хирĕç тĕл пулнă, çапăçусенче Ладога кÿлли хĕррипе хулана кĕме коридор уçма пултарнă.
1943 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Синявино поселокне пăхăнса тăракан торф предприятийĕ патĕнчи çапăçусенче Павел Кириллович Кириллов паттăррăн пуçне хунă.
Павел Кириллович Çĕрпел ялĕнчи Симукка Толин ашшĕ пулнă. Нимĕç фашисчĕсемпе фронтра пĕр килтен виççĕн çапăçнă: Павел, Никифор, Михаил.
Федор КУЗЬМИН.
Проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Ноябрь 2024 |