«Ыр сăмах пире тем пекех кирлĕ»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.12.2017, 10:00 Просмотров: 535

Çакăн пек ятпа ĕнер районти культура çуртĕнче тĕлĕнмелле каç иртрĕ.

Ун сăнарĕсем – чăн-чăн паттăрсем. «Вĕсем – вăйлă çынсем. Пурнăçра темĕн чухлĕ кĕрешме тивет пулин те чун хавалне сÿнтермеççĕ вĕсем», – терĕ халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен  районти пай пуçлăхĕ Ирина Смолина, Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне уçнă май.

Пĕрешкел шăпа тивнисене, тĕрлĕ сăлтава пула хевтесĕр пулса юлнисене пĕтĕçтерме чылай мероприяти йĕркеленĕ. Сусăрсем шашкăлла выляса, дартс, джоколло вăййисенче тупăшрĕç. Официаллă пайра вĕсене грамотăсем парса чысларĕç.

Кĕçĕн зал фойинче кăçал пурнăçран уйрăлса кайнă инвалидсен обществин чи хастар членне Анна Пескована халалласа ятарлă курав йĕркеленĕ. Унта унăн ал ĕçĕсем вырăн тупнă. Сăнÿкерчĕкрен вăл халĕ те юнашар пулнăн чĕррĕн йăл кулса пăхни кашнин чĕрине хускатрĕ. Кунтах Калининăри шкул-интернатри ачасен ĕçĕсем те килекенсене тыткăнларĕç.

Официаллă пай пуçланиччен сусăрсем хăйсене хумхантаракан ыйтусен хуравне тупма пултарчĕç. Вĕсем çине Раççей Пенси фончĕн Вăрнарти управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Иванов, социаллă пулăшупа тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхĕ Ирина Смолина, социаллă страховани фончĕн районти пайĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова, загс пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Филиппова хуравларĕç.

Пухăннисем умĕнче тухса каланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ку категорири çынсене уйрăмах тимлĕх, хÿтлĕх кирлине ăшшăн палăртрĕ, патшалăх паракан пулăшу мерисем çинчен асăнчĕ. Инвалидсен районти обществин председателĕпе Владимир Викторовпа пĕрле вĕсем общество хастарĕсене – Геннадий Ермолаева тата Владимир Степанова – Хисеп грамотипе чысларĕç.

Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Панзин протоиерей чунсене йывăр самантра ĕненÿ çăлнине, кирек мĕнле самантра та пурнăçа юратма чĕнсе каларĕ.

Сцена çинче вара чăн-чăн пурнăçа сăнлакан калаçу пычĕ. Кашни геройăн хăйĕн шăпа.

 

Ржановсем

Кÿлхĕрринче пурăнакансем ку çемьен, Ржановсен çемйин, ĕçченлĕхĕнчен, тараватлăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ.

Кил хуçи хĕрарăмĕн шăпи уйрăмах кăсăклă. Замирахон Имманжиловна Узбекистанра çуралнă. Унăн амăшĕ, Назакат, Хĕвелтухăç çĕршывĕсен йăлисене пăсса, ашшĕ-амăшĕн пилне ыйтмасăр качча тухнă, Андижан хулине тухса тарнă. Анчах та ăна хуйхă хыççăн хуйхă кĕтнĕ. Çие юлсан ун варĕнче виçĕ ача тĕвĕленни палăрнă. Анчах та çут тĕнчене килсен вĕсенчен пĕри – Замирахон – кăна чĕрĕ юлать. Çулталăкран амăшĕ каллех ача çуратать, анчах хăй хĕрне алла тытса кураймасăрах ĕмĕрлĕх куçне хупать.

Çулталăкри Замирăна кукашшĕпе кукамăшĕ хăйсем патне илеççĕ. Шел, çемьене каллех инкек килсе çапать. Хĕрачана полиомиелит чирĕ ерет. Врачсем вăл утаймасть тесе диагноз лартаççĕ. Анчах та вăрçă вучĕ витĕр тухнă кукашшĕ, амăшĕн пĕртăван аппăшĕ, педиатр пулнă май, хĕрачана тĕрлĕ клиникăсенче сиплеççĕ. Вĕсен кĕрешĕвĕ харама кайман. 8 çулччен вырăн çинчен тăрайман ача операци хыççăн утма çеç мар, юрлама та, ташлама та вĕреннĕ.

1988 çулта вăл социаллă хÿтлĕх пайĕ пулăшнипе Рязань облаçĕнчи бухгалтерсен техникум-интернатне вĕренме кĕнĕ. Кунта вăл чăваш каччине Владимир Ржанова тĕл пулнă. 

Инвалида тухиччен Владимир Ржанов Сергачри чукун çул дистанцийĕнче бригадирта тимленĕ. 1987 çулта пысăк инкек тÿснĕ – хытă шăнтнипе унăн икĕ урине те татнă.

Çамрăксене юрату туйăмĕ тÿрех çавăрса илнĕ. 1989 çулхи октябрьте техникум-интернатрах студент туйне вылянă. Çулталăкран, ывăл ачи кун çути курсан, Кÿлхĕррине таврăннă. Тĕп килтен уйрăлса тухса çурт лартнă.

Виçĕ ача çитĕнтернĕ вĕсем. Халĕ икĕ мăнук.

Тепĕр сывă çынсемех кил хуçалăхĕнче нимĕн те тумаççĕ. Ржановсене вара ахаль ларнине нихăçан та курмастăн. Вĕсем виçĕ лаша, икĕ ĕне, сыснасем, сурăхсем тытаççĕ. Йывăр тесе нăйкăшмаççĕ вĕсем. Пĕр-пĕрне ăнланса, тав туса, пулăшса пурăнаççĕ.

 

Федоровсем

Çĕн Мĕлĕшри çак çемьене пурнăç тăршшĕпех ăнлану çăлса пынă.

Нина Петровна, Çĕн Сăрьел хĕрĕ, йышлă çемьере çитĕннĕскер, 19 çулта Вăрнарти куç курманнисен обществине техничкăна вырнаçнă. Пĕрлешÿ вăл вăхăтра поселокăн хĕвелтухăç районĕнче вырнаçнă пулнă. Шăпа çырнине çамрăк хĕр шăпах кунта ĕçленĕ вăхăтра тупнă.

Пĕррехинче пĕр çамрăк каччă обществăна апат-çимĕç тиесе килнĕ. Вăл – Леонид Никитич, Çĕн Мĕлĕшрен. Хăйĕн ялта та хĕрсем пулнă пулин те ĕçчен хĕре тÿрех килĕштернĕ.

Пĕр-пĕрне ĕмĕр тăршшĕпе юратса, шанса пурăнма сăмах панăранпа 54 çул иртнĕ ĕнтĕ. Нина Петровнапа Леонид Никитич пилĕк ачана ура çине тăратнă, вĕсем халĕ тĕрлĕ сферăра тăрăшаççĕ. Куç тулли тăхăр мăнукĕшĕн тем тума та хатĕр.

Федоровсем иккĕшĕ те «40 лет Октября» колхозра тăрăшнă. Леонид Никитич скотникра, Нина Петровна дояркăра. Нина Петровна яланах малтисен ретĕнче пынă, ун ĕçне тĕрлĕ шайри хисеп хучĕсемпе хакланă, мал ăсталăх слечĕсене нумай хутшăннă.

,çчен хĕрарăма хунямăшĕ те килĕштернĕ. Нина Петровнана пур енлĕн пулăшса, хÿтĕлесе пурăннă вăл. Кайран ватлăхра кинĕ ăна пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхнă.

Леонид Никитич эмел курăкĕсем пухассипе кăсăкланать. Укçашăн та мар – çутçанталăка хытă юратнипе. Çавăнпах ĕнтĕ ун илемĕ, ÿсентăрансем пирки ун ачисене те, мăнукĕсене те каласа памалли темĕн чухлех.

 

Максимовсем

Ку çемье историйĕ те пурнăçа ниме пăхмасăр малалла утма вĕрентет. Валерий Максимов, Кайри Тукай каччи, ĕçчен çемьере çитĕннĕ. Амăшĕ, Тамара Михайловна, малтан колхозра, кайран шкулта тăрăшнă. Ашшĕ, Михаил Михайлович, ăста механизатор, комбайнер. Çавăнпах вĕсен виçĕ ывăлĕ те пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ.

Шкул хыççăн Валерий çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Унтан таврăнсан тăван хуçалăхра бригадир ĕçне кÿлĕннĕ. Ялти пĕр туйра вăл çамрăк хĕре килĕштерсе пăрахнă – Раисăна апат хатĕрлеме чĕннĕ пулнă. Пĕрремĕш хутĕнче нимĕн те шарламан каччă. Тепре тĕл пулсан вара хĕре вĕçертмен. 19 çул каялла туй вылянă.

Анчах та çамрăк çемьене çур çултанах инкек килсе çапнă. 24-ри Валерий ĕç вăхăтĕнче çул-йĕр инкекне лекнĕ. Врачсем ун сывлăхĕшĕн пĕр талăк кĕрешнĕ. Шутлама та хăрушă вĕт – ун кĕлеткине икĕ пая пайланă тейĕн. Диагнозĕ чуна хуçать: Валерий нихăçан та ура çине тăраймĕ. Валерийĕн пурнăç хавалне мăшăрĕ тавăрнă. Раиса ултă уйăхри хĕрне хунямăшĕпе хăварса упăшкине пĕр самант уйрăлмасăр пăхнă: кашăкран апат çитернĕ, çунă, тăхăнтартнă.

Раисăн хăйĕн те çамрăклăхĕ телейлех килмен. 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне вĕсем йăмăкĕпе хăр тăлăха юлнă. Ачасене Кив Шуртанти асламăшĕ пăхнă. Раиса çурăм шăмми ыратнипе аптăранă. Çемье тусĕ, Мускавра пурăнакан Сергей Солонов, пулăшнипе вăл ура çине тăнă.

Максимовсен Надежда хĕрĕ халĕ Шупашкарти медицина колледжĕнче вĕренет. Мăшăр ниме пăхмасăр чаплă çурт хăпартса лартнă. Вăрнара е ытти çĕре тухса çÿреме вĕсене социаллă страховани фончĕ тивĕçтернĕ «Лада-Гранта» машина аван пулăшать.

Валерий атă-пушмак ĕçĕпе аппаланма юратать иккен. Анчах та ятарлă çĕвĕ машини çукки ун ĕмĕтне туллин уçма памасть...

 

Икĕ çын – ик шăпа

Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен районти пайĕн пуçлăхĕ Ирина Смолина паллаштарнă тепĕр икĕ çынна пирĕн вулакансем аван пĕлеççĕ.

Пĕри – Елена Григорьевна Матвеева. Çĕмĕрле районĕнчи Турханта çуралса ÿснĕ. Ашшĕ вăрçăра контузи илнĕ хыççăн ялта конюхра тата вăрманçăра тимленĕ.

11-ĕн çитĕннĕ вĕсем. Елена Григорьевна амăшĕ юрланине итлеме юратнă. Çак пултарулăх хĕрне те куçнă, вăл пурнăçне культурăпа çыхăнтарнă. Сакăр çул вăл районти ветерансен хорне ертсе пычĕ, хăй унта нумай çул юрлать, киленĕç тупать.

Çемье телейĕпе кăна ĕмĕрĕпе киленме пÿрмен ăна. Çамрăклах мăшăрне, икĕ ывăлне пытарма тивнĕ унăн.

Йывăрлăхра ăна юрă, юлташĕсем пулăшаççĕ. Пĕлтĕр кăна Крыма чăваш Акатуйне кайса килчĕ. Грамотăсем, наградăсем нумай. «Культурăри çитĕнÿсемшĕн» хисеп паллине вара ăна Раççей культура министрĕ Михаил Швыдкой хăй çакса янă.

Тепĕр сăнар – Хурăнсур Çармăсра çуралса ÿснĕ, халĕ Вăрнарта пурăнакан Иван Захарович Захаров. «Çĕнтерÿ çулне» вулакансем ăна тарăн шухăша яракан сăввисем урлă пĕлеççĕ.

Хăйĕн Тур çырнине Иван Захарович Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра тĕл пулнă – Антонинăна вăл тÿрех килĕштернĕ. Анчах та шăпа нумай çуллăха вĕсене уйăрнă. Иван Захарович çамрăклăхне Украинăра шахтăсенче ĕçлесе ирттернĕ. Чунĕпе вăл яланах Чăваш енре пулнă – мĕншĕн тесен кунта ун пĕчĕк хĕрĕ çитĕннĕ. Шел, ун чухне ниепле те пĕрле пулма май килмен. Çулсем иртсен кăна, Иван Захарович Вăрнара таврăнсан, çемье телейне туллин астивнĕ вĕсем.

Иван Захарович спортпа туслă пулнă. ,çленĕ вăхăтра рационализаторла ĕçсемшĕн нумай хутчен чыслава тивĕçнĕ. Обществăпа политика ĕçĕнче хастарлăхпа палăрнă, пичет ĕçĕпе туслашнă.

Шахтăра вăй хуни ун сывлăхĕнче тарăн йĕр хăварнă. Апла пулин те Иван Захарович пуçа усса лармасть – сăвăсем çырать, туссемпе шахматла тупăшать, сывă пурнăç йĕркине тытса пырать.

 

Чунлăх каçĕ тесе калассăм килет çак куна. Çемьесен чĕрене пырса тивекен историйĕ нумайăшне куççульлентерчĕ. Вĕсене çывăх пĕлнĕрен, вĕсемпе ĕçлеме тивнĕрен ертÿçĕ те пăлханса калаçни сисĕнчĕ.

Пухăннисем умĕнче Калининăри шкул-интернат вĕренекенĕсем, «Тивлет», «Зорюшко» ушкăнсем, ветерансен хорĕ, районти культура çурчĕн артисчĕсем илемлĕ номерсем парнелерĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика