Халăха тÿрремĕн пырса тивекен ыйтусем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.12.2017, 15:56 Просмотров: 533

Республикăра юнкун иртнĕ черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ халăха тÿрремĕн пырса тивекен ыйтусене хускатрĕ: суйлав, демографи политики, пушар хăрушсăрлăхĕ. Пирĕн районта пилĕк информаци ушкăнĕ ĕçлерĕ. Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа пĕрле Мăн Явăш, Çавалкас тата Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç.

Суйлав

Çитес çулхи март уйăхĕнче çĕршывра пĕлтерĕшлĕ политика мероприятийĕ – Раççей Президенчĕн суйлавĕ пулать. Республика парламентарийĕ Сергей Павлов кандидатсене унта партисем, Раççей гражданинĕ хăй тăратма пултарнине каларĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, çĕршывăн хальхи Президенчĕ Владимир Путин 2018 çулхи суйлавра хăйĕн кандидатурине сĕнĕ.

– Ку суйлав хамăр çĕршывра пурăнакансене çеç мар, ют çĕршывсене те кăсăклантарать. Вăл çав тери çирĕп иртĕ, çавăнпа та комиссисен тĕрĕслĕхе, саккунлăха мала хумалла, – терĕ Сергей Владимирович.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев Вăрнар районĕнче 57 суйлав участокĕ пулассине, вĕсем февралĕн 18-мĕшĕнчен ĕçлеме тытăнассине пĕлтерчĕ. Çак кун вырăнта сасăлама май килменнисен заявленисене МФЦра е ТИКра çырмалла. Анчах та икĕ çĕрте сасăлама юрамасть, уншăн çирĕп явап тыттараççĕ, ăнлантарчĕ Леонид Григорьевич.

Йĕркелĕхе тата саккунлăха тивĕçтерме кашни суйлав участокĕнче полици ĕçченĕсем тăрĕç, çынсене вĕсем металлоискательсемпе тĕрĕслесе кĕртĕç. 1000 ытларах сасăлавçăсемлĕ участоксенче металлодетектор турникечĕсем, видеокамерăсем вырнаçтарĕç, кунти сасăлава онлайн режимпа пăхма май пулĕ.

Влаç представителĕсем пурне те гражданла тивĕçе пурнăçлама – суйлава хутшăнма чĕнсе каларĕç.

 

Ачасене хÿтлĕх кирлĕ

Демографи политикин темине хускатнă май, Сергей Павлов республикăра ачаллă çемьесене тĕрлĕ енлĕ пулăшу панине палăртрĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин нумаях пулмасть йышăннă пуçарăвĕпе 2018 çултан пурнăçа кĕрекен çĕнĕ мерăсем – пĕрремĕш ачасемшĕн паракан уйăхсеренхи тÿлев, 2018 çулта çемьере иккĕмĕш тата ун хыççăн çуралакан ачасемшĕн ипотека ставкисене субсидилени, амăшĕн капиталĕн программине тăсни – ку тытăма ырă улшăнусем кĕртĕç.

– Çемьене тимлĕх уйăрнине, ачасем юратупа килĕшÿре тĕрĕс-тĕкел ÿснине нимĕн те çитмест. Шел те, обществăра кĕçĕннисене кÿрентерни, вĕсем çине алă çĕклени тăтăшрах тĕл пулма тытăнчĕ. Хамăр районти кунашкал киревсĕр тĕслĕхсемшĕн Правительство комиссийĕ умĕнче явап тытма тиврĕ, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, темăна малалла тăснă май.

Леонид Григорьевич пăшăрхануллă статистика илсе кăтартрĕ. Вăрнар районĕ çын вĕлерессипе, тулашри сăлтавсене пула пурнăçран уйрăлассипе (пĕлтĕр 627-рен 111 тĕслĕх) республикăра 1-мĕш вырăн йышăнать. «Айăпли пĕтĕмпех алкоголь. ,çкĕ вăл – çемье трагедийĕ. Ачасем чи малтанах ашшĕ-амăшĕнчен, учительсенчен тĕслĕх илеççĕ, вĕсем çине пăхса ÿсеççĕ, çавăнпа та эрех-сăра ĕçессинчен юсанмалла», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Патшалăх ачаллă çемьесене тĕрлĕ енлĕ пулăшать. Аталанма пĕтĕм майсем пур. Ачасен ыррине çеç курса ÿсмелле пултăр, пĕтĕмлетрĕç пухусенче.

 

Уяв савăнăçпа тултăр

Çĕнĕ çул уявĕсем çитсе пынă май, хăрушсăрлăх теми те тĕп вырăна тухса тăрать. Уйрăмах – пушар лару-тăрăвĕ енĕпе. Районта кунашкал тĕслĕхсем пулнă. Çулталăкăн пĕрремĕш кунĕсемех инкексемпе – пушарта, шăнса çынсем вилнипе асра юлнă. «Çавăнпа та ватăсене, киревсĕр пурнăç йĕрки тытса пыракан çемьесене тĕрĕслесех тăмалла», – терĕç влаç представителĕсем.

Вĕсем Çĕнĕ çул уявĕнче, пиротехникăпа усă курнă чухне пăхăнмалли правилăсене аса илтерчĕç.

 

Ыйтусем

Мăн Явăш тăрăхĕнче пурăнакансене темиçе çул ĕнтĕ çул ыйтăвĕ канăç памасть. Канаш çулĕн пăрăнăçĕнчен ку яла çитекен çул лаптăкне тĕплĕ юсассипе проект хатĕрлеççĕ. Кăçал республика бюджетĕнчен уйăрнă 2 млн та 800 пин тенкĕпе усă курса кунта шăтăк-путăксене юсама май килнĕ.

Çăкаллă-явăшсем хăйсен ялĕнче тытăннă çул строительстви тăсăлса кайнипе кăмăлсăр. Подрядчиксем ку объектра хăйсен тивĕçне пурнăçлайман, çавăнпа вĕсемпе контракта татма тивнĕ.

Çавалкассем ял хуçалăх аталанăвĕшĕн пăшăрханса калаçрĕç. Хăйсем туса илекен продукцисен хакĕ çав тери пĕчĕк пулни, анчах та çунтармалли-сĕрмелли материалсем, свет, газ хакланса пыни хумхантарать вĕсене. Пĕлтĕр, сăмахран, ку вăхăтра сĕте темиçе тенкĕ хаклăрахпа туяннă, кăçал 20 тенкĕрен те сахал.

Туçи-çармăссем те ял тăрăх яка çулпа çÿресшĕн. Район администрацийĕн пуçлăхĕ вĕсене инициативлă бюджет программине хутшăнма сĕнчĕ.

Влаç представителĕсем халăх ыйтăвĕсене тимлĕ итлерĕç, тивĕçлĕ хуравсем пачĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика