Тĕп тĕллев - йĕркелĕхе тивĕçтересси

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.01.2024, 09:44 Просмотров: 350

Тимлĕхри Вăрнар та Элĕк округĕсенче йĕркелĕхпе хăрушсăрлăха тивĕçтересси мĕнле шайра, киревсĕр ĕçсене асăрхаттарассипе тата вĕсене уçса парассипе епле тимленĕ... - юнкун Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕнче пĕлтĕрхи ĕç-хĕле анлăн тишкернĕ. Çулталăка пĕтĕмлетекен канашлăва видеоçыхăну мелĕпе Чăваш енри Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ - следстви управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Инютин ертсе пынă.

Вырăнти йĕрке хуралçисен оперативлă служба ĕç-хĕлне хаклама Вăрнар тата Элĕк прокурорĕсем Сергей Парамонов тата Алексей Владимиров, округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçланă Сергей Петров та хутшăннă.

Иртнĕ çул полицин «Вурнарский» пайĕн коллективĕ йĕркелĕхпе саккунсене пăхăннине тивĕçтерессипе, киревсĕрлĕхсен сăлтавĕсене сирессипе тата ытти тĕп задачăсене пурнăçлас тĕллевпе йĕрке хуралĕн ытти органĕсемпе, вырăнти хăйтытăмлăхпа профилактикăн мĕнпур субъекчĕсемпе пĕр тытăмра ÿсĕмлĕ тимленине каламалла. Çавна май результатсем япăх мар. Пĕтĕмлетÿ оперативлă лару-тăрăва тĕрĕслевре тытнине, нумай енпе ĕçе лайăхлатма пултарнине кăтартать. Ахальтен мар, министерство хаклавĕпе, полицин «Вурнарский» пайĕ мĕнпур подразделенисем хушшинче республикăра виççĕмĕш вырăнта.

Хăй ертсе пыракан коллективăн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май, пай пуçлăхĕ Руслан Минуллин преступленисене уçса парассипе, çул-йĕр хăрушсăрлăхне ÿстерессипе, административлă право нормисене пăсакансене явап тыттарассипе тата ытти енĕпе хастартарах тăрăшнине палăртнă. Хальхи вăхăтри чи çивĕч ыйту - мушенниксене хирĕç тăрасси, çынсене вĕсен ултавне лекессинчен хÿтĕлесси. Руслан Минуллин пĕлтернĕ тăрăх, çакă та полици сотрудникĕсемшĕн пуринчен ытла пĕлтерĕшлĕ пулнă.

Каласа хăвармалла, пĕлтĕр полици пайĕнче преступленисене виçĕмçулхинчен 20 процент нумайрах регистрациленĕ - 271 тĕслĕхе ?2022-че - 225%. Преступноç шайĕ, Вăрнар округĕпе илсен, 10 пин çын пуçне 94,4-па танлашнă. Ку цифра вăтам кăтартуран пĕчĕкрех - республикипе пĕтĕмĕшле 109,9. Унчченхи çул мăшкăлани, обществăри йĕркелĕхе сĕмсĕррĕн пăсни, транспорт хатĕрĕсене çаратни, чĕртсе çунтарни, террор тата экстремизм сĕмĕллĕ преступленисем çырăнман.

Нумай чухне саккуна хирĕç кайма хистекен сăлтавсенчен пĕри алкогольлĕ шĕвексемпе хытах иртĕхни пулса тăрать. Иртнĕ çул та - çавăн пекех. Эрех-сăрапа ăс-тăна минретнĕ çынсем 118 киревсĕр ĕç тунă ?виçĕмçул - 64%. Преступленисен мĕнпур калăпăшĕнче те вĕсем çурри ытла йышăнаççĕ.

Ăнăçсăр тепĕр ушкăн та саккуна пăсма пултарассипе уйрăммăн тăрать. Вĕсем - унччен те киревсĕрлĕхсемпе хăтланнăскерсем - пĕлтĕр 116 преступлени тĕлĕшпе çакланнă. Кунашкал тĕслĕхсем, шел те, 50,9-тан 57 процента çити хушăннă.

Преступленисене асăрхаттарма пулăшакан тĕп мелсен шутĕнче, паллах, административлă яваплăх. Обществăлла йĕркелĕхпе хăрушсăрлăха япăх витĕм кÿрекен пулăмсене чакарассипе тĕллевлĕ тăрăшнă полици сотрудникĕсем. Обществăлла вырăнсенчи тата урамсенчи лару-тăрăва тĕрĕслеврен кăларман. Пĕтĕмĕшле вара январь - декабрь уйăхĕсенче административлă право йĕркине пăснă 740 тĕслĕхе тупса палăртнă. Вăл шутра вак-тĕвек хулиганла ĕçсем виçĕмçулхинчен самай нумайрах - 205. Çав вăхăтрах обществăлла вырăнсенчи преступленисен хисепне ?31% чакарма май килнĕ, урамра тунисем 2022 çултипе пĕрешкел - 18.

Йывăр тата уйрăмах йывăр тискер ĕçсен профилактики те çирĕп тимлĕх ыйтать. Ăнăçсăр çемьесем, ĕçкĕпе аташакансем, хăрушлăх кăларма пултаракансем кулленхи тĕрĕслевре. Çавна май хĕн кăтартса пурăннине пĕлтĕр 7 тĕслĕх, вĕлерессипе хăратнине - 25, хĕненине - 12, сывлăха çăмăл сиен кÿнине 23 палăртса шута илнĕ. Çапах та пăшăрхантаракан пулăма асăнмасăр май çук. Çынсен пурнăçне сĕмсĕррĕн татни 5 пулнă - сывлăха юриех йывăр сиен кÿни те - 5.

Экономика сферинчи преступленилле ĕçсем вара пĕлтĕр унчченхи çулсенчен сахалрах пулни курăнать. Вĕсенчен ?16% саккăрăшĕ - коррупци сĕмĕллисем, улттăшĕ - взяткăпа çыхăннисем. Ку ушкăнри киревсĕр ĕçсем чакнă пулин те, мĕнпур обществăна та, патшалăха та пысăк сиен кÿнине кура, вĕсене асăрхаттарасси тата вăхăтра тупса айăплисене явап тыттарасси тимлĕхрен тухмасть.

Информаци технологийĕсемпе тата Интернет сечĕпе усă курса çынсене улталанин çивĕчлĕхĕ те чакмасть. Çакă, чăннипех те, юлашки çулсенче темрен хăрушă проблема. Профилактика мерисене халăх хушшинче - организаци-предприятисенче, вĕренÿ учрежденийĕсенче, пуху-тĕлпулусенче - пуренлĕ ăнлантараççĕ пулин те лару-тăру кăткăс. Хамăр округра та мушенниксенчен шар курнисем 39-тан 70-е çити нумайланнă ?виçĕмçулхипе танлаштарсан ÿсĕм - 79 процент таран%. Ку тĕслĕхсене уçса парассине 29,1 процента çити ÿстерме пултарнине палăртмалла. Анчах та, паллă ĕнтĕ, çĕнĕ технологиллĕ ултавсене тăрă шыв çине кăларма çăмăл мар. Шулĕксене тупсан та вĕсене куçарса панă миллионсене тавăрма питĕ хĕн. Нумай чухне вĕсем çинче арестлемелли нимĕнле пурлăх та çук. Çавăнпа ĕнтĕ ултавçăсенчен сыхланнине, тимлĕ пулнине нимĕн те çитмест.

Пĕтĕмĕшле преступленисене уçса панине тишкерес-тĕк, ку енĕпе коллектив аван тимленине асăннă Руслан Минуллин. «Вурнарский» пай асăрхавĕнчи территорире ку кăтартăва пĕлтĕр 74,6 процента çитернĕ. Пай пуçлăхĕ оперативлă ĕç-хĕлти кашни задачăна малашне те мĕнпур вăя хывса пурнăçлама, уйрăмах саккунпа йĕркелĕхе пăсасран асăрхаттарассипе кăтартусене лайăхлатма тĕллев лартнине çирĕплетнĕ.

Канашлура çавăн пекех «Вурнарский» пай çумĕнчи Обществăлла Канаш председателĕ Юрий Никифоров йĕрке хуралçисемпе пĕрле çамрăксене патриотла мероприятисене явăçтарассипе, çула çитменнисене саккунлăхпа яваплăх çинчен ăнлантарассипе ĕçленипе паллаштарнă. Унсăр пуçне «Вурнарский» пай пуçлăхĕ Руслан Минуллин хастарлăхшăн полици ветеранне Ярослав Никифорова, çул çинчи инкекре пулăшу кÿнĕ Леонид Игнатьева Хисеп хучĕсемпе чысланă.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика