Ял бизнесĕ çамрăксене те илĕртет
«Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн професси налукне тÿлекенсене ĕçе аталантарма патшалăх енчен курăмлă пулăшу, çăмăллăхсем параççĕ. Ялта пурăнакана вара хушма хуçалăха аталантарма хавхалантарать, ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшать.
Бизнеса çамрăксем те хаваспах кÿлĕнеççĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсен йышĕнче çурри ытла ?53:% - 35, 23: вара 25 çула çитменнисем.
Хушма хуçалăх тытакансем те хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе регистрациленесси ÿсет. Патшалăх пулăшăвĕ ÿсни ялта пурăнакансене ĕç-хĕлне çĕнĕлле йĕркелеме хистет. Вĕсем пахчаçимĕç, çĕрулми çитĕнтереççĕ, аш-какай, сĕт, пыл туса илеççĕ, ытлашши продукцие сутаççĕ. Ятарлă йĕркепе налук тÿлекенсене пахчаçимĕç ?пĕр тоннăшăн 2000 тенкĕ%, çĕрулми ?3000 тенкĕ% çитĕнтерсе сутнăшăн, ĕне тытнăшăн ?пĕр пуçшăн - 5500, 2-шĕн - 6500-шер, 3 е ытларахшăн 7500-шер тенкĕ%, ашлăх ĕне выльăхшăн ?пĕр пуçшăн - 5500 тенкĕ%, сурăхпа качакашăн ?пĕр пуçшăн - 500% субсиди уйăрни тăкаксене чакарма пулăшать. Ĕне илсен - 70 пин ?пĕриншĕн%, качакашăн 5 пин тенкĕ саплаштараççĕ. Ăратлă вăкăр вăрлăхне ?тăкакăн 90:%, ял хуçалăх техники ?40:%, минерал удобренийĕ ?30:%, пыл хуртне ĕрчетме материалсем ?40:% туяннăшăн, тăпрана агрохими тĕпчевĕ ирттернĕшĕн ?50:%, вăрлăха лабораторире тĕрĕслеттернĕшĕн ?50:% те тăкаксен пĕр пайне бюджетран тавăрма пулать. Курăмлă пулăшу хушма хуçалăхсене çĕнĕ шая çĕкленме çул уçать.
Вăрнар округĕнче те хушма хуçалăх тытакан тата хăй тĕллĕн ĕçлекенсен йышĕ хушăнсах пырать.
- Вĕсем электрон мелпе регистрациленнĕрен йышне тĕрĕс калама йывăр. Çĕнĕ йĕркепе ку йăлтах телефонра вырнаçтарнă «Манăн налук» приложени урлă пулса пырать. Программăпа кăсăкланакансем вара час-часах килеççĕ. Вĕсене ăнлантарса паратпăр. Иртнĕ çул Вăрнар округĕнчи хушма хуçалăх тытакан тата хăй тĕллĕн ĕçлекен 9 çын патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă, субсиди илнĕ. Ял хуçалăх техники туяннăшăн тăкака саплаштараççĕ. Программăна хутшăнакансем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, тырă, курăк çитĕнтереççĕ, - пĕлтерет Вăрнар округĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Мураткин.
Çăмăллăх кредичĕпе - трактор
Вăрнар тăрăхĕнчи Тăвальушкăнь Ялтăра ялĕнчи Алексеевсем те хушма хуçалăха аталантараççĕ. Вĕсем пилĕк ĕне, пăрусем, вăкăрсем, кайăк-кĕшĕк усраççĕ. Сĕт, аш-какай сутса тупăш илеççĕ. Иртнĕ çул çемье Раççей ял хуçалăх банкĕнчен çăмăллăх кредичĕ илнĕ. Сăмах май, ятарлă йĕркепе налук тÿлекен хушма хуçалăхсене финанс учрежденийĕ укçа-тенкĕ енчен пулăшать, пĕчĕк процентлă кредитпа тивĕçтерет. Чăваш ен сăнавлă регионсен йышĕнче пулнăран асăннă çăмăллăхпа республикăра усă курма пултараççĕ.
- Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнăран утă-улăмне самай хатĕрлемелле. Пирĕн çĕр - 6 гектар ытла. Унччен çĕр ĕçĕнче мотоблокпа усă курнă. Кунĕпе ура çинче, ывăнтарать. Çур кун тар тăкатăн та канатăн. Ятарлă йĕркепе налук тÿленĕ май иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕнче Раççей ял хуçалăх банкĕнчен çăмăллăх кредичĕ илтĕм. Укçапа «Нева МТ-ZS» трактор туянтăмăр.
Хальлĕхе патшалăх тĕревĕсĕр çакна тума йывăртарах, техникăсăр кансĕр, туянмах тивет. Çĕнĕ техника калăпăшлă ĕçсем тума май парать. Пĕлтĕр унпа утă тавăрса пуçтартăмăр ĕнтĕ, килĕшрĕ. Кăçал косилка çакса курăк та çуласшăн, - палăртрĕ Владимир Васильевич.
Иртнĕ çул хушма хуçалăх тытакан тата хăй тĕллĕн ĕçлекенсене пулăшма программа йышăннине пĕлсен вăл хаваспах çĕнĕлĕхпе паллашнă.
- Ачасем пулăшнипе телефона «Манăн налук» приложени вырнаçтартăм, хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе регистрацилентĕм. Каярахпа субсиди илме инвестици порталĕ урлă документсем те тăратрăм. Пурнăç улшăнать, пĕр вырăнта тăмасть. Хушма хуçалăха аталантарнипе кăна çырлахмалла мар, çĕнĕ шая çĕкленмелле, продукципе рынока тухмалла. Патшалăх çавăн валли условисем туса, курăмлă пулăшу парать. Тăвальушкăнь Ялтăрара 76 кил хуçалăхĕ кăна. Пĕчĕк ялта ĕç тупма кансĕр. Калинино салине çитме те 8 çухрăма яхăн. Программăна хутшăнни мана официаллă майпа ĕçе вырнаçма пулăшрĕ, - палăртрĕ Владимир Алексеев.
Ялта выльăх-чĕрлĕх тытакан сахалланса пыни пăшăрхантарать ăна. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене тĕревлени лару-тăрăва улăштарма пулăшĕ-и, тен/
Алексеевсен ĕмĕт-шухăшĕ пысăк. Ĕнесен йышне майĕпен ÿстересшĕн. Электрокĕтÿç, сĕт сумалли аппарат туянни вăхăта перекетлет. Хушма хуçалăхри ĕçе май пур таран çăмăллатма тăрăшнă. Продукцие посредниксĕр, хăйсем сутма тăрăшаççĕ. Малашне сĕт, аш-какай, çĕр çырли ытларах туса илесшĕн. Чĕртавара вырăнта тирпейлемешкĕн кил хуçи пĕчĕк цех уçма ĕмĕтленет. Палăртни пурнăçа кĕни тупăшлăха ÿстерĕ. Юлашки тапхăрта пахчара çĕр çырли те çитĕнтерме тытăннă. Натальяпа Владимир Алексеевсем вунă ачана çут тĕнче парнеленĕ. Чи асли - 26-ра, кĕçĕнни - 6 çулта. Йышлă çемьере килĕштерсе пурăнаççĕ.
Лариса НИКИТИНА
Ноябрь 2024 |