Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш ене килни - чăннипех те пысăк пулăм. Яллă вырăнта пулни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Владимир Владимировича Рындино ялĕнчи «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе çĕнелнĕ фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. ФАП-а модернизацилени пирвайхи медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерме пулăшнине çирĕплетнĕ.
«Пысăк мар, хăтлă çурт, анчах та вăл халăх пурнăçне мĕнлерех улăштарать - унта ĕçлекенсемшĕн те, ФАП тивĕçтерĕвĕсемпе усă куракансемшĕн те», - терĕ Владимир Путин каярах, канашлу вăхăтĕнче. Чăваш ене çывăх çулсенче ФАП-сем çĕклеме 4 миллиард тенкĕ уйăрнине пĕлтерчĕ.
Çавăн пекех Владимир Путин «Культура» наци проекчĕпе çĕкленнĕ Культура аталанăвĕн центрне те çитсе курнă. Вăл ташă залне, библиокафене, компьютер класне тата ÿнер класне пĕрлештерет.
Çĕрпÿ тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн çакă чăннипех асра юлĕ. Нумайăшĕ çĕршыв ертÿçине куççăн курма урама тухса вăрахчен кĕтнĕ. Ахаль мар - Владимир Путин урамри çынсемпе икĕ хутчен чарăнса калаçнă. Мĕн тери ырă пулăм вĕт!
Раççей Президенчĕ Çĕрпÿре республикăн социаллă-экономика ыйтăвĕсемпе ирттернĕ канашлăва вара кашниех тÿрĕ эфирта пăхма пултарчĕ. Видеоконференцçыхăнупа унта федераллă министрсем те хутшăнчĕç. Хăшпĕр самантсене аса илер-ха.
Владимир Путин Чăваш ен иртнĕ çул промышленность производствин ÿсĕмĕпе Раççейре иккĕмĕш вырăнта пулнине палăртрĕ. «Кунта оборонка шайĕ те, гражданла продукци производстви те шайлашуллă ÿссе пырать. Ÿсĕм темпĕ - 27,2 процент», - терĕ вăл.
Çавăн пекех тирпейлекен отрасльте те кăтартусем пысăкланнă. Ĕçпе тивĕçтересси ÿснĕ. Путин Чăваш енре çулсен юсавĕпе строительстви, коммуналлă сетьсен çĕнетĕвĕ, шкулсемпе ача сачĕсен, медицина объекчĕсен строительстви енĕпе ырă улшăнусем пуррине палăртрĕ. Чăваш ен наци проекчĕсене пурнăçлассипе лайăх ĕçленине каларĕ.
Владимир Путин 2019 çулта вунă региона уйрăм аталану программипе ĕçе кĕртме 5-шер миллиард тенкĕ уйăрнине аса илтерчĕ. Вăл шутра Чăваш ен те пур. «Çимĕçĕ паха - регион продукчĕн калăпăшĕ ÿснĕ, тупăш бази çирĕпленнĕ. Çапла майпа юлашки пилĕк çулта республика бюджечĕн тупăш пайĕ 1,8 хут ÿснĕ», - терĕ çĕршыв ертÿçи. Чăваш ен тĕслĕхĕпе ытти регионсенче проектсен пурнăçланăвне, ĕç вырăнĕсем ÿснине, уйрăм инвестицисене явăçтарнине тишкерме сĕнчĕ.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ку программăпа Правительство пулăшнипе республикăра 1800 ĕç вырăнĕ йĕркелеме, 18,4 миллиард тенкĕлĕх бюджет мар инвестицисене явăçтарма, вăтам тата пĕчĕк бизнесăн 570-е яхăн проектне пулăшма май килнине каларĕ. Ку енĕпе çыхăннă мероприятисене наци проекчĕсемпе, патшалăх программисемпе çыхăнтарнă. Çакăн валли пилĕк çуллăх «Чăваш Республикин социаллă-экономика аталанăвĕн комплекслă программине» хатĕрленĕ. Вăл инфраструктура çĕкленĕвĕн тата социаллă сферăн 1100 ытла, 320 ытла инвестици проекчĕсене, производство сферин 100 ытла, аграри комплексĕн 170 проектне пĕрлештерет.
Олег Николаев ятарлă инвестпроектсен, электротехника кластерĕн, технопарксен ĕçĕ-хĕлĕ, уйрăм инвестицисене явăçтарни пирки каласа кăтартрĕ, отрасльсенчи çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ.
Республикăшăн ку тĕлпулуран юлнă ырă самантсенчен пĕри хăмла ĕрчетессине патшалăх енчен пулăшма пулни. Паян пирĕн патра туса илекен «симĕс ылтăн» çĕршыв фончĕн 90 процентне тултарать.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Президентран республикăшăн çивĕч ытти ыйтусене те пурнăçа кĕртме пулăшма ыйтрĕ. Вăл шутра - хулари автомобиль юхăмĕн тиевне чакарассипе виççĕмĕш транспорт çурмаçаврине тăвасси, Шупашкар аэропортĕнче самолетсем тăмалли вырăнсене ÿстересси, республикăри клиника больницин çĕнĕ комплексне тăвасси, кил хуçалăхĕсене шыв çитересси, цифра трансформацине аталантарасси, Куславккапа Сĕнтĕрвăрринче причалсен стенкисене тăвасси, Шупашкарти «Çĕнĕ хула» тата «Акварель» микрорайонсенче çĕнĕ шкулсем тăвасси.
Канашлу хыççăн Владимир Путин Олег Николаевпа уйрăммăн тĕл пулнă. Чăваш ен Пуçлăхĕ Президента ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшни пирки каласа кăтартнă, ку енĕпе кăларнă кĕнеке-альбома парнеленĕ.
Олег Алексеевич Шуршăлта А.Г.Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ мемориал комплексĕнче регионсем хушшинчи музейпе вĕрентÿ центрне туса хурасшăн. Ку вырăн патриотизмла туйăмсене ÿстернине шута илсе проекта пурнăçлама патшалăх енчен пулăшу ыйтнă.
Владимир Путин канашлу вăхăтĕнче пĕтĕм ыйтăва федераллă министрсемпе сÿтсе яврĕ. Сĕнÿ-ыйтусене тимлĕхе илессине, пурнăçлама майсем тупассине пĕлтерчĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Ноябрь 2024 |