Хуçалăх тĕрекĕ - тăрăшуллă ĕçченсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.10.2024, 15:28 Просмотров: 237

Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Раççейре Ял хуçа-лăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Регион аталанăвĕ аграри тытăмĕпе тачă çыхăннă. Вăрнарти ял хуçалăх организацийĕсем республикăн АПК аталанăвне курăмлă тÿпе хываççĕ.

Кăçалхи тĕрлĕ çанталăк условийĕсене пăхмасăр тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене тухăçлă пухса кĕртрĕç. Вăтам тухăç - 26,7 центнер - иртнĕ çулхинчен пĕчĕкрех пулин те хресчен хăйĕн умĕнчи задачăсене туллин пурнăçлас тесе ырми-канми пилĕк аврĕ.

«Агрохмель» агрофирма аталану çулĕпе пыракан предприяти. Хуçалăхра çĕрпе типтерлĕ усă кураççĕ, пушă выртакан лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртеççĕ. Кашни гектартан пысăк тупăш кÿрекен культурăсен лаптăкĕсене çулсерен анлăлатса пыраççĕ. Хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче хуçалăхра иртен пуçласа каçчен техника шавĕ тăрать. Юнкун Россельхозцентрăн округри уйрăмĕн тĕп агрономĕ Вячеслав Алексеев хуçалăха çитрĕ, уй-хирте ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕ. «Агрохмель» хастарĕсем шăпах та вăл вăхăтра юлашки лаптăксем çинче çĕрулми кăларассипе тăрăшатчĕç.

Агрофирмăн «симĕс ылтăн» плантацийĕ пĕтĕмпе 22 гектар йышăннă. Хăмла отрасльне аталантарассипе халĕ «Балтика» компани ĕçлет. Вăл «симĕс ылтăн» лаптăкне 60 гектара çити ÿстерме палăртать. Производство ÿснипе ĕç вырăнĕсем те пулĕç. Палăртмалла, организацирехăмлан вăйлă тухăç паракан «Подвязный», «Крылатский», «Смолистый» сорчĕсене ÿстереççĕ. Кăçал «Подвязный» текенни уйрăмах тухăç панă. Компанире çамрăк специалистсене те çул пама тăрăшаççĕ. Акă, Алексей Анисимов агроном та коллективра ырă ятра. Вăл Етĕрне тăрăхĕнчен. Çамрăк пулин те, хăйĕн ĕçĕнче пултаруллă.

«Агрохмель» ытти культурăсене çитĕнтерессипе малалла та тĕллевлĕ ĕçлĕ. Хуçалăха ÿсĕмлĕ аталантармалли майсем тăтăшах шыраççĕ, ялти производствăна çĕклес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Борис Семенов ертÿçĕ ÿсен-тăран отрасльне аталантарассипе 30 çул ытла ăнăçлă тимлет. Пысăк хастарлăхпа ĕçленĕшĕн тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçнĕ.

Хуçалăх ĕçченĕсен тăрăшулăхĕпе яваплăхне те палăртмалла. Маттуррисенчен пĕри - Виталий Николаев. Унăн алли ылтăн, пур ĕçе те пултарать, кирек мĕнле ял хуçалăх техникине юсама пĕлет. Кÿстÿмĕрте пурăнать, мĕн пĕчĕкрен колхоз уй-хирĕнче пиçĕхсе ÿснĕ. Тăван округ хаçатне - «Çĕнтерÿ çулне» - юратса вулать, кашни кăларăма чăтăмсăррăн кĕтет. Виталий Николаевич ĕç çыннисен пурнăçне сăнлакан тата ытти темăсене хускатнă статьясене кăсăкланса вулать.

- Редакци коллективне ялта вăй хуракансен ĕçне хисепленĕшĕн тав тăватпăр. Çитес номерте хамăр хуçалăх пирки çырнă статья кĕтетпĕр, - терĕ кăмăллăн Виталий Николаев.

Агрофирмăри Юрий Волков та хисепре. Вăл слесарь-механик. Яваплăха туйса ĕçлекен специалист. Техника юсавлăхĕшĕн тĕплĕ тăрăшать. Александр Фадеев та хресчен чунĕллĕ çынсенчен пĕри. Ăста механизатор. Ака-суха, уй-хир продукцине пухса кĕртес ĕçре хастарлăх кăтартать.

Склад заведующийĕн Татьяна Николаеван ĕç стажĕ пысăк. Пысăк ăсталăхлă вăл.

Тĕп бухгалтер Светлана Салдакеева, Светлана Семенова бухгалтер агрофирма экономики çирĕплентĕр, ĕçлекенсен тупăшĕ ÿстĕр тесе тăрăшаççĕ. Профессие чун туртнипе суйланă.

Ĕç çыннисене поварсем - Алевтина Егорова, Алевтина Орлянкова, Надежда Васильева - техĕмлĕ апат пĕçерсе çитереççĕ. Паллах, хуçалăхри ытти ĕçченсем пирки те ыр сăмахсем каламалла.

Агрофирма ертÿлĕхĕ тăрăшнипе предприятире вăй хуракансене тивĕçлĕ шалу тÿлеççĕ. Çавăнпа та хастарсем хавхаланса ĕçлеççĕ. Пĕр тĕллевпе вăй хураççĕ.

Агрофирмăра кадрсен ыйтăвне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хресчен чунĕллĕ ĕçченсене яланах хапăлласа кĕтеççĕ. Кирлĕ специальноçсем илнĕ çамрăксем хăйсем çуралнă тăрăха таврăнсан питĕ паха пулмалла.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика