Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă паттăрсен речĕ сайралса пыни Аслă Çĕнтерÿ уявĕсенче аван курăнать.
Кăçал, акă, Вăрнарта иртнĕ чаплă митингра ветерансем хушшинче хаяр çапăçусене хутшăннă фронтовик Григорий Сергеевич Сергеев пулчĕ. Вăл – Сталинград çапăçăвĕсен паттăрĕ. Фронта ăна 1942 çулта Сĕнтĕрвăрринчи çĕр устройствин техникумĕнче вĕреннĕ вăхăтра илнĕ. Виçĕ хутчен аманнă. Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне, «Германие çĕнтернĕшĕн», «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», ытти медальсене тивĕçнĕ.
Пĕтĕмĕшле вара, Вăрнар районĕнчен тăшмана хирĕç 11 пин те 526 çын тăнă. 5691-шĕ ăрусен пуласлăхĕшĕн пуçĕсене хунă.
Çĕршыв çийĕн тăшман пульли вĕçме пăрахнă, куççульлĕ, вилĕмлĕ тапхăр аяккарах та аяккарах юлса пырать пулин те, паттăрсен ячĕ манăçмасть. «Сăваплă датăна – Аслă Çĕнтерÿ кунне – 74-мĕш хут уявланă май, эпир пирĕн халăх нацизма çĕнтернин мăнаçлăхне каллех туллин туятпăр. Пирĕн асатте-асаннесем çак хура вăя çĕнтерме, таптама, пĕтерме пултарнипе мухтанатпăр. Аслă Çĕнтерÿ пирĕн çĕршывшăн яланлăхах паттăрлăх тĕслĕхĕ пулса юлчĕ», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев уявра.
Вăл çĕнтерÿçĕ ăрушăн, паттăрсен тăванĕсемшĕн тăвакан пысăк ĕçе те палăртрĕ. Шырав отрячĕсен тĕпчевлĕ, тăрăшуллă ĕçне пула, акă, пиншер салтак çулсем иртнĕ хыççăн та пулин килĕсене «таврăнать». Çĕнтерÿ кунĕ умĕн кăна Уравăшра 1921 çулта çуралнă Николай Лукич Лукина юлашки çула ăсатнă. Вăл 1942 çулта Ржев çывăхĕнче хыпарсăр çухалнă. Ун ятне салтак медальонне пула палăртма май килнĕ. Паттăр ентешĕн юлашкийĕсем 77 çул иртсен тăван çĕрĕ çинче канлĕх тупнă.
Мирлĕ пурнăçшăн нушине, выçлăхне, сивве, чи хăрушши – пысăк çухатусене тÿснĕ совет халăхĕн иксĕлми паттăрлăхне Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров, Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Панзин протоиерей, Афган вăрçин участникĕ, «Сыны Отечества» пĕрлешÿ членĕ Владимир Тихонов та палăртрĕç.
– Вăрçă пирĕн ачалăха таптарĕ, пирĕн ăрăва вăхăтсăр аслисен ретне тăратрĕ, – терĕ тыл ĕçченĕ Михаил Васильевич Курманин выçăллă-тутăллă çулсене аса илсе. Вăл Ершепуç ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланнă вăхăтра вуннăра çеç пулнă. Апла пулин те аслисемпе тан ĕçлесе вăл та Çĕнтерĕве çывхартассине пысăк тÿпе хывнă. Мирлĕ пурнăçра ĕçри пысăк тапхăрĕ унăн выльăх-чĕрлĕхе сыватассипе çыхăннă, вăл нумай çул район ветстанцийĕн аслă ветврачĕнче, районăн тĕп ветврачĕнче тăрăшнă.
Çутă уява паллă тума тĕп площаде пиншер çын тухрĕ. Яланхиллех предприяти-организаци колоннисем йышлă пулчĕç. Нумайăшĕн аллинче – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванĕсен портречĕсем. Вăрнарсем «Вилĕмсĕр полка» кăçал та çĕршерĕн хастар хутшăнса çĕнтерÿçĕ ăрăва тав тунине çирĕплетрĕç.
Паянхи ăру патриотизм туйăмĕпе çитĕнни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та митингра ачасем çулсерен нумай пулни савăнтарать. Чылайăшĕ çар тумĕсене символланă.
Калинино шкулĕн виçĕ кадет класĕ кăтартнă тĕлĕнмелле курăм – плац-концерт – Тăван çĕршыва юратма-сыхлама хистекен туйăма пушшех вăйлатрĕ пулĕ. Мĕн тери маттур ачасем! Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем республика чысне Мускавра çулсерен чыслăн хÿтĕлеççĕ.
Ача-пăча пултарулăх çурчĕн, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Мăн Явăшри, Кульцаври, Хапăсри, Çĕрпелти, Калининăри шкулсен, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн юнармеецĕсен командисен парад расчечĕсем колоннăсем умĕпе ура-уран пусса утрĕç. Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсем кăтартуллă номерсемпе тăван çĕре упрама чĕнсе каларĕç.
Асăну паркĕнчи Мухтав монуменчĕ, ял поселенийĕсен мемориал плитисем, Совет Союзĕн Геройĕн Анатолий Александрович Ивановăн вилтăприйĕ, 3065-мĕш №-лĕ эвакогоспитальте вилнисене асăнса лартнă тăванлăх масарĕнчи обелиск, чукун çул вокзалĕн территорийĕнчи Çĕнтерÿ палăкĕ умĕнчи Ĕмĕрхи çулăм чĕрĕ чечексем, чечек кăшăлĕсем айне путрĕç.
Вăрçă тек ан пултăрччĕ! Кашни çĕнĕ çуркуннепе Çĕнтерÿ кунне ĕмĕрсем хушши паллă тăвасчĕ!
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |