Паллă çынсем
Хăйсен пурнăçне строительство ĕçĕпе çыхăнтарнă мухтавлă ентешсем пирки те ырă сăмахсем каламалла. Михаил Васильевич Спиридонов – Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ строителĕ, Николай Николаевич Николаев – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ, Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç министрĕн заместителĕнче тăрăшнă.
Пĕртăван Пырковсем – Василий Петрович, Иван Петрович тата Павел Петрович – ялтан чи малтан врач профессине алла илнĕ. Виççĕшĕ те Хусанти медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă. Павел Петрович çĕршыври паллă психиатр пулса тăнă, медицина наукисен кандидачĕ. Вăл психиатри енĕпе ирттернĕ наука конгресĕсене вунă ытла çĕршывра хутшăннă, тухса каланă. Иван Петрович район тĕп больницинче хĕрĕх çула яхăн ĕçлесе пысăк хисеп çĕнсе илнĕ, ăна медальпе чысланă. Василий Петрович Вăрнарти ача-пăча санаторийĕпе санэпидстанци коллективĕсене ăнăçлă ертсе пынă.
Ял çамрăкĕ Порфирий Николаевич Петров Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕреннĕ чухне республикăн патшалăхăн çамрăксен премине илме пултарнă.
Республикăри ят-сум илнĕ ученăйсем хушшинче Леонид Порфирьевич Петров палăрса тăрать. Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, декан заместителĕ пулнă. Халĕ Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче тимлет, пай пуçлăхĕ, ученăй-секретарь. Л.Петров – Чăваш халăх академийĕн академикĕ.
Ют çĕршывсенче пысăк та яваплă ĕçре тăрăшакансем те пур. Акă, Вячеслав Иванович Кузнецов – Украинăри Николаев хулинчи атом станцийĕн тĕп инженерĕ, çулталăка яхăн генеральнăй директор тивĕçĕсене пурнăçланă.
Журналистикăра ăнăçлă ĕçлекен ентешсенчен Вячеслав Васильевич Николаева тата Ольга Михайловна Иванована (Австрийская) палăртмалла. Ольга Иванова «Тантăш» хаçатра корреспондентра, çамрăксен политикин пай редакторĕнче ĕçленĕ. Халĕ Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕнче тăрăшать. Сăввисемпе калавĕсем «Çĕнĕ ятсем уçатпăр», «Междуречье» коллективлă сборниксенче пичетленнĕ. Пĕрремĕш кĕнеки – «Чăлах пуканесем» – 2017 çулта кун çути курнă. О.Иванова – Раççей Журналистсен тата ЧР Профессионал писательсен союзĕсен членĕ.
Вячеслав Николаев пĕр улшăнмасăр 49-мĕш çул районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕнче тимлет, хаçатăн тĕп редакторĕнче – вунтăваттăмĕш çул. СССР тата Раççей Журналистсен союзĕсен членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче Пăртас колхозне йĕркеленĕ Гордей Пылинăн мăнукĕ Александр Альбертович Пылин аслашшĕн ятне тата çÿле çĕклерĕ. Вăл – Çурçĕрте, поляр унки леш енчи пăрлă тинĕссенче наука тĕпчевĕсем ирттерекен «Николай Трубятчинский» карап капитанĕ. Николай Васильевич Синицын слесарьтен Вăрнарти аш-какай комбиначĕн директорне çитнĕ, коллектива вунтăватă çул ăнăçлă ертсе пынă.
Пăртасăн тепĕр мухтавлă ывăлĕ Юрий Романович Кузьмин. Сăмах май каласан, вăл маларах асăннă СССР спорт мастерĕн Николай Романовăн тăван пиччĕшĕ. Юрий Романович Выборгри гражданла авиацин аслă училищине пĕтернĕ хыççăн Томск облаçĕнчи авиаполкра службăра тăнă. 1978 çулта ăна Новосибирскри Толмачево аэропортне бортинженера куçарнă. Пирĕн ентеш ИЛ-14, ТУ-104, ТУ-134, ТУ-154 самолетсемпе Ирана, Индие, Германие, Пакистана, Пĕрлешнĕ Араб Эмирачĕсене, Таиланда, Кăнтăр Корейăна час-часах вĕçнĕ. Самолет юсавлăхĕпе пассажирсен хăрушсăрлăхĕ бортинженертан килнĕ. Сывлăшра 19 пин сехет ирттернĕ. Халĕ Мускав облаçĕнчи Подольск хулинче пурăнать.
Паллах, мухтава тивĕçлĕ ентешсене статьяра пурне те палăртаймăн. Вĕсем – вуншарăн, çĕршерĕн. Чап-сум çĕнсе илнисем колхоз аталаннă тапхăрта çуралнăран аслă классенче вĕреннĕ чухне пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçне активлă хутшăнса ÿснĕ. Çакă ĕнтĕ вĕсене тĕрĕс воспитани илсе çĕршыва юрăхлă çынсем пулма пулăшнă.
Геннадий ИВАНОВ.
Ноябрь 2024 |