Кăçал Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ уçăлнăранпа 100 çул çитесси пирки пичетре те час-часах асăнма пуçларĕç.
Вĕсенчи статьясем тăрăх, техникум 1920 çулта Шупашкарта ял хуçалăх шкулĕ пек уçăлни, ун чухне унта агрономсене кăна хатĕрлени, унăн пĕрремĕш директорĕ Я.А.Ятманов пулни, 1922 çулта шкула техникум ятне пани, çав çулхи пуш уйăхĕнче ăна Вăрнара куçарни паллă. Калас пулать, Шупашкарта чухне те, Вăрнара куçсан та техникумăн пĕр пайĕ хĕрарăмсен мăнастирĕ пулнă çĕрсем çинче вырнаçнă. Кун пирки «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат та кăçалхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнчи номерĕнче асăннăччĕ.
Çак статьяна хатĕрленĕ чух тепĕр кăсăклă самант та куç тĕлне пулчĕ: техникума Шупашкартан куçарнă тĕле мăнастир çурчĕсенче, манашкăсен 21 çул хушши пуçтарнă тупри çине куç хывнă тата виçĕ хуçалăх – 1919 çулта уçнă совхозпа ачасен колонийĕ тата 1921 çулта Етĕрнерен куçарса килнĕ учительсем хатĕрлекен курс – пулнă. 1922 çул тĕлне совхоз саланнă, колони хупăннă, педагогика курсне Канаша куçарнă. Çапла вара техникум унччен педагогика курсĕ вырнаçнă, манашкăсен келье пулнă çуртне йышăннă. Эп вĕреннĕ çулсенче çак икĕ хутлă çуртăн аялти хутĕнче столовăй, çÿлтинче хĕрсен общежитийĕччĕ, ăна студентсем иккĕмĕш хута хăпармалли картлашкасем шучĕпе «двадцать два» тесе ят панăччĕ.
Паянхи кунччен вăтам професси пĕлĕвĕллĕ ял хуçалăх специалисчĕсем хатĕрлекен çак вĕрентÿ заведенийĕн самана тапхăрне шута илсе хăйĕн ятне ултă хутчен улăштарма тивнĕ: 1929 çулта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен, 1933 çулта зооветеринари, 1968 çулта совхоз-техникум, 1922 çултанпа ял хуçалăх техникумĕ ятпа ĕçленĕ. 2013 çулта поселокри 29-мĕш номерлĕ ПУ-па пĕрлештернĕ хыççăн техникум хăй ятне упраса хăварса ял хуçалăх валли 19 тĕрлĕ специалист хатĕрлекен вĕрентÿ заведенийĕ пулса тăнă.
100 çул хушшинче техникума ертсе пырас ĕçре 15 директор улшăннă, вĕсенчен чи нумай вăхăт тимлесе хăйсем хыççăн тарăн йĕр хăварнисем Р.И.Осипов (1940–1941, 1946–1964 ç.ç.) тата В.М.Ведин (1964 – 1978 ç.ç.) пулнă. Роман Иосифович Осипов техникума аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç тунă, темиçе хутчен çĕршыв ертÿçисем И.Сталинпа Н.Хрущев патне тухнă, вăл тăрăшнипе 1948–1949 çулсенче йывăçран вĕренÿ çурчĕн икĕ хутлă корпусне çĕкленĕ, 1957 çулта кирпĕчрен тăватă хутлă паянхи кун та чукун çул хĕрринче мăнаçлăн ларакан корпусне тума пуçласа хăй пенсие кайиччен, 1963 çулта, хута янă. Василий Михайлович Ведин ертсе пынă çулсенче юнашар вырнаçнă темиçе колхоза техникумпа пĕрлештерсе республика шайĕнчи паллă совхоз-техникум пулса тăнă. Ку тапхăра пысăк хак парса Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕ 1970 çулта Хисеп грамотипе чысланă, 1975 çулта Социализмла ĕç ăмăртăвĕнче мала тухнăшăн техникум КПСС Тĕп Комитечĕн, Министрсен Совечĕн, ВЦСПС тата ВЛКСМ Тĕп комитечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавне çĕнсе илнĕ. Кун çинчен 1970, 1974–1975 çулсенче «Советская Чувашия» тата «Коммунизм ялавĕ» хаçатсем тăватă номерте анлăн çутатнă. Калас пулать, Василий Михайлович 1944–1947 çулсенче хăй те çак техникум студенчĕ пулнă.
Техникума ертсе пынисем хушшинче унăн студенчĕ те пур – 1964 çулта вĕренсе тухнă Николай Кириллович Алексеев: 2003–2006 çулсенче директор, унччен 13 çул преподаватель, 16 çул завуч. 1991–2003 çулсенче техникум пуçĕнче унччен пĕр вăхăт парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ Александр Николаевич Борисов тăнă. 2016 çултанпа техникум тилхепи Ольга Валериановна Львова аллинче, ун умĕнхи 15 директор – пурте арçынсем.
Çаксене тĕпе хурса, техникум çинчен тĕплĕнрех тата юлашки 100 çул хушшинче пичетре мĕн çырнине пĕлес шутпа Шупашкарти наци библиотекинче упранакан хаçат-журналсене тишкертĕм. 1923 çултан пуçласа пĕтĕмпе 46 статья тупăнчĕ, шел те, вĕсенчен тăххăрĕшĕнче техникумри йĕркесĕрлĕхсем çинчен çырнă. Çапах та В.М.Ведин (1964–1978), Г.П.Иванов (1988–1989), Н.К.Алексеев (2003–2006), И.А.Арбузов (2006–2013), В.И.Малов (2013–2016) ертсе пынă çулсенче критикăллă статьясем куç тĕлне пулмарĕç.
Критикăллă статьясене тишкернĕ май, çакăн пек çитменлĕхсем курăнчĕç. 1963 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнчи «Молодой коммунист» хаçат техникумри преподавательсене вутăпа тивĕçтерме уйăрнă укçана кассир вăрлани тата директор мерăсем йышăнманни, çав хаçатах 1979 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчи «Дом без хозяев» статйинче общежитири йĕркесĕрлĕхсене пула айăпсăр студентсене пурăнмалли вырăнсăр хăварни тата дисциплина уксахлама пуçлани, 1986 çулхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнчи «Гладко было на бумаге» статьяра социализмла ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă чухнехи тĕрĕсмарлăха пула студентсене кÿрентерни, çав çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнчи «Урок равнодушия» статьяра айăпсăр студент ĕçне пăхса тухнă чухнехи чунсăрлăха пула çамрăк çын шăпине хуçни, 1990 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнчи «Есть ли шансы у шанса?» статьяра Авруйĕнчи И.Юлмасов арендатор ĕçĕнчи йывăрлăхсем, «Советская Чувашия» хаçат 1983 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнчи «Заглохшее начинание» статьяра çĕршыври экономикăн çĕнĕлĕх опытне 1977 çул хыççăн усă курма пăрахăçлани, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн 1988 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнчи «Алексеева мĕншĕн путарнă?» статйинче совхоз-техникумăн Хураçырмари 4-мĕш бригадинчи çитменлĕхсем çинчен хаçата çырнăшăн мерăсем йышăнас вырăнне автора айăплама пăхни çинчен каланă. Юлашки критикăллă статья 1995 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнчи «Хыпар» хаçатра «Кивçен ÿсет. Коллектива нишлĕ пурнăç кĕтет. Директор пуйсах пырать» ятпа тухнă. 1999 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнчи «Хресчен сасси» хаçат «Курак тăманĕ» статьяра ял хуçалăх ĕçĕсем кал-кал пыманшăн директор пăшăрханăвĕпе паллаштарать.
Çаксене тишкернĕ май, хам техникумра вĕреннĕ çулсенче пулса иртнĕ икĕ синкерлĕ самант аса килчĕç. 1963 çулхи кĕркунне поселокра пурăнакан çамрăксен пĕр ушкăнĕ çĕрле общежити пÿлĕмĕсене çĕмĕрсе кĕрсе çывăракан студентсене тискеррĕн хĕнени, чылайăшне çĕçĕсемпе чиксе йывăр амантни район çыннисене нумайччен калаçтарнăччĕ. Хыççăн суд та пулнăччĕ, айăплисене тивĕçлипе явап тыттарнăччĕ. Ун чухнехи студентсем çак сĕмсĕр ĕçе паян кун та астăваççĕ. Ахăртнех, çакна шута илсе-тĕр, дирекци каçхи хурал йĕркелеме хушу кăларнă. Анчах та çак çĕнĕлĕх тепĕр инкек патне илсе тухнă. Хуралта тăракансем хăйсен полномочийĕсене ÿстернĕ, техникума ыр кăмăлпа савнийĕсемпе тĕл пулма пынă каччăсене хурах вырăнне хурса вĕсен хĕрĕсене айăплама пăхнă, профком тата комсомол комитетне чĕнсе тивĕçсĕр кÿрентернĕ, çурхи кĕрт йыттисемпе танлаштарма та именмен. Çапла вара мăшкăла чăтаймасăр пĕр студентка поезд айне выртса пурнăçран уйрăлнă.
Çак инкек çинчен вырăнти Н.Орловпа В.Москвин журналистсем «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра çырасшăн пулнă, анчах та район пуçлăхĕсем ирĕк паман. Вĕсем вара Н.Хрущев кĕрÿшĕ А.Аджубей ертсе пыракан «Известия» хаçатăн корреспондентне чĕнсе илнĕ, 1964 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче тухнă «Моральная сторона» статья пĕтĕм республикăшăн уяр çанталăкра аслати авăтнă евĕр пулнă. Çавна май студентсем хушшинче район пуçлăхĕсем çак истори çĕршыв ертÿçин хăлхине те пырса кĕресрен сехĕрленни çинчен калаçу çÿренине астăватăп. Çак статья хыççăн 62 çулхи техникум директорĕн, патшалăх умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçĕсем чылай пулин те, пуçлăх пуканĕпе сывпуллашма тивнĕ. Шел, çак ĕçшĕн явап тытма тивĕçлĕ профсоюзпа комсомол комитечĕн активисчĕсем вырăнтах юлнă, вĕсен çынна ним вырăнне хумасăр тунă сĕмсĕрлĕхĕшĕн директор шар курнă. Çав çулхинех парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕпе райĕçтăвком председателĕсем те улшăнчĕç.
Асăннă хаçатсемсĕр пуçне техникумăн ĕç-хĕлне пĕр хутчен «Ялав» журнал тата 2000 çултан пуçласа 10 хутчен район хаçачĕ çутатнă статьясем ман алра упранаççĕ. Наци библиотекин картотекинче шыраса тупнă 46 статьяран 1923–1930 çулсенчи «Чувашский край», «Трудовая газета» тата «Красная Чувашия» хаçатсенчи статьясене коронавируса пула тишкерсе кописем тума ĕлкĕреймерĕм. ,мĕтре – пуçланă ĕçе карантин пĕтнĕ хыççăн вĕçлесе, пĕтĕм материала пĕр çĕре пуçтарса техникум музейне парнелесси.
Техникумра 1961–1965 çулсенче вĕреннĕ
Геннадий ИВАНОВ.
Ноябрь 2024 |