Халĕ хуçалăх ертÿçисемшĕн обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăнă. Вĕсем яваплă тапхăра хатĕрленсе мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ-ха;
Районти ветеринари станцийĕн ертÿçи Владимир Матвеев, «Агроинноваци» предприятин Вăрнарти уйрăмĕн ертÿçи Евгений Алексеев тата район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалист-эксперчĕ Георгий Романов «Броневикпа» «Юнтапа» хуçалăхсенче шăпах тĕрĕслевпе пулчĕç.
Ушкăн малтанах «Броневик» хуçалăх фермин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма кăмăл турĕ. Ферма заведующийĕ В.Куликов вырăнтахчĕ. Вăл хуçалăх кăçалхи çул утă 426 тонна, силос 300 тонна хатĕрленине пĕлтерчĕ. Кашни условнăй выльăх пуçне 28,3 центнер апат единици тивет.
Апат енчен аптрамастпăр, мĕн кирли йăлтах пур. Рацион пуян: утă та, сенаж та, силос та паратпăр. Выльăхсене витаминлă тата минераллă хутăшсемпе те тивĕçтеретпĕр. Çакă паллах сăвăма ÿстерме те пулăшать. Кăçалхи вунă уйăхра пĕр ĕнерен вăтамран 4349 килограмм сĕт суса илтĕмĕр. Пĕлтĕр вара çав тапхăрта 4039 килограмм сунă пулнă. Кăтарту ÿсни савăнтарать. Çавăнпа çулталăка ăнăçлă вĕçлессе шанатпăр, терĕ Владимир Куликов.
Хуçалăхра 2017 çулхи вунă уйăхра сĕт 782,8 тонна туса илнĕ ÿсĕм пĕлтĕрхипе танлаштарсан 7,7 процент. Аш-какай 33,7 тонна туса илсе сутнă.
Выльăхсен йышне сыхласа хăварма пултаратăр-и; ыйту пачĕ Г.Романов специалист-эксперт.
Малашлăха çутă ĕмĕтсемпе пăхнăран йыша ÿстерме май килчĕ. Паянхи кун хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 439 пуç, вăл шутран ĕнесем 180 пуç. Кăçалхи вунă уйăхра выльăх йышĕ 43 пуç ÿсрĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 100 ĕнерен 91 пуç пăру илтĕмĕр. Галина Козлова осеменатор ĕçе чун-чĕре ыйтнă пек пурнăçлать. Мухтанать тесе ан шутлăр, ферма ĕçченĕсем пурте маттур. Хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх патĕнче 22 çын вăй хурать, пĕлтерчĕ ферма заведующийĕ.
«Броневикра» хĕле хатĕрленсе чылай ĕç туса ирттернĕ: ферма çурчĕсене шуратнă тата дезинфекциленĕ, урайсене юсанă. Çавăн пекех апат валеçмелли РКТ-10 тата утă пуçтарса пресламалли РВ-15 агрегатсем туяннă. Ферма таврашĕнчи тислĕке уя илсе тухнă. Çуллахи вăхăтра фермăра УДМ-200 сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă. Сĕте ытларах пысăк сортпа сутаççĕ.
«Юнтапа» хуçалăха та çитрĕ ушкăн. Ферма патне çывхарсан тюкланă утă нумай хатĕрлени палăрчĕ. Сенаж траншейи те тулли. Пĕлтĕр ферма çурчĕн тăрринче йывăçсем ÿсетчĕç пулсан, кăçал вĕсем çук касса тата тăпăлтарса пĕтернĕ.
Витере çамрăксем кĕтсе илчĕç. Вĕсем пурте вырăнта чуна парса ĕçлес тĕллевлĕ. ,несем умĕнче утă çителĕклехчĕ. Фермăра йыш пысăках мар, мăйракаллă шултра выльăхсем 100 пуç кăна, вăл шутран сăвакан ĕнесем 70 пуç. ,çлекенсем пур. Витере таса, тислĕк пуçтарăнса кайни куç тĕлне пулмарĕ.
Хуçалăхра утă 510 тонна янтăланă, сенаж та сахал мар. Анчах та сăвăм кăтартăвĕсемпе мухтанма май çук. «Юнтапара» кăçалхи вунă уйăхра сĕт производстви 98,1 тоннăпа танлашнă. Пĕлтĕр çав тапхăрта 144 тонна сунă. Январь октябрь уйăхĕсенче пĕр ĕнерен вăтамран 1438 килограмм сĕт суса илнĕ. Сăвăма ÿстерессипе ĕçлемелли нумай.
Районтан пынă специалистсем фермăра мĕнле çитменлĕхсем пуррине асăрхаттарчĕç, вĕсене вăраха ямасăр пĕтерме сĕнчĕç. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тупăш çăлкуçĕ пулнине аса илтерчĕç.
Юрий КОРНИЛОВ.
Ноябрь 2024 |