«Кăмăлсене çĕкленĕшĕн тавах!»...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.04.2024, 14:47 Просмотров: 353

Мускавра ĕçлекен Раççейри чи пысăк курав пирки илтмен-пĕлмен çын юлмарех ĕнтĕ. Кунта çĕршывăн мĕнпур регионĕ, пысăк компанисем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштараççĕ, Раççей илĕртÿлĕхĕ, курса çÿремелли вырăнсем пирки каласа параççĕ. Чăваш ен Цифра министерствин кунĕсен йĕркипе «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем те мухтавлă «Раççей» курава çитсе килчĕç.

Вăрнарта юнкун ăшă та хĕвеллĕ çанталăк хуçаланчĕ пулсан, Мускав пире шалкăм та сивĕ çумăрпа кĕтсе илчĕ. Анчах та ку пирĕн кăмăлсене пăсаймарĕ. Çĕршывăн тĕп хулин илĕртÿлĕхĕ вăйлăрах пулчĕ. Тепĕр кун, ĕçлĕ кун, иртнине вара сиссе те юлаймарăмăр.

75-мĕш павильон

Ку - куравăн чи паллă локацийĕ. Унта икĕ зал ĕçлет. Пĕрремĕшĕнче - Раççей регионĕсен стенчĕсем, иккĕмĕшĕнче - Аякри Хĕвелтухăç куравĕ.

Хамăрăн Чăваш ен стенчĕ умне çитиччен нумай субъектпа паллашма май пур. Вăхăт нумаях мар пулин те, вĕсемпе кăштах та пулин киленме пултартăмăр. Чылай регион хăйĕн туризм илĕртÿлĕхне тĕп вырăна хунă. Теприсем хăйсем патĕнче туса кăларакан паллă таварсемпе паллаштараççĕ. Оренбург облаçĕ, сăмахран, - мамăк тутăрсемпе, Ульяновск - самолет макечĕпе, Удмурти - хĕçпăшал макечĕсемпе. Чылай çĕрте наци тумĕсене тăхăнса пăхма май пур. Вăл шутра - хамăрăн наци тумне те. Чăваш ен тухйи чăннипех чылай çынна хăй тавра пуçтарать. Тĕрĕллĕ кĕпесем тăхăнса пăхнисĕр пуçне кунта тăтăш çĕнĕрен те çĕнĕ активноçсем, мастер-классем иртеççĕ.

Курав хăнасене тĕрлĕ интерактивсемпе илĕртет. Тăхтав вăхăтĕнче эпир те вĕсенчен хăшĕсене хутшăнма май тупрăмăр.

Курав ĕçлеме пуçланăранпа Мускаври ВДНХ-ра нумай министерство республикăн мăнаçлăхĕпе, аталанăвĕпе паллаштарма пултарчĕ. Иртнĕ эрнере - Чăваш ен Цифра, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви.

Мускав хăнисене «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатпа пĕрле «Хыпар», Шупашкар тата Çĕмĕрле округĕсен «Тăван ен» тата «Малалла» редакцийĕсем те тĕрлĕ мелпе хавхалантарчĕç.

«Çĕнтерÿ çулĕпе»

Сахалин таран

Вăрнар район хаçачĕ сĕннĕ интерактивсем чăннипех те куракансем хушшинче пысăк кăсăклăх çуратрĕç. Унта Чăваш енре пурăнакансем, çуралса ÿссе тĕп хулара тĕпленнисем кăна мар, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕн хăнисем хаваспах хутшăнчĕç.

«Статья пуçтар» вăйă, ак, паянхи куншăн çав тери пĕлтерĕшлĕ темăсене - Раççей, патриотизм, çемье - пĕрлештерчĕ. Тĕрлĕ фигурăсене пĕрлештерсен хăнасем пысăк форматра текст вуланипе пĕрлех «Раççей» куравпа, Чăваш енпе, Вăрнарăн хитре вырăнĕсене сăнлакан ÿкерчĕксемпе паллашрĕç.

Паянхи кун çын пысăк хăвăртлăхпа пурăнать тесен те йăнăш мар. Телефонра та, ак, ун вăрăм информацисене вуласа тăма вăхăт çук. «Çĕнтерÿ çулĕн» тепĕр интерактивĕ - сĕннĕ сăмахсенчен пĕр предложениллĕ хыпар хатĕрлесси. Ку вăйă ытларах вăтам ÿсĕмрисене килĕшрĕ. Чылайăшĕ - сăмахсенчен шÿтлĕ хыпар пуçтарчĕ.

«Сăнÿкерчĕк калаçать!» активность вара пуринчен ытла хăнана хăй тавра пуçтарчĕ. Архиври тĕрлĕ çулсенчи фотосенче пуринче те пурнăç вĕресе тăрать.

«Çĕнтерÿ çулĕн» сĕтелĕ патне хăнана килнисен пурин те фантазийĕ вĕçĕмсĕр иккен. Мĕн тĕрлĕ ят шыраса тупмарĕç пулĕ вĕсем! Пĕр сăнÿкерчĕкех пĕриншĕн пĕр тĕрлĕ, теприншĕн урăхла курăнчĕ.

Статья пекех сăнÿкерчĕке те тарăн шухăшлă ят кирлех çав. Мускаври хăйне евĕр вăйă-конкурс шăпах çакна çирĕплетрĕ. Хăнасем сĕннĕ ятсем кашни кадра «чĕрĕлтерчĕç», вĕсем çине çĕнĕлле пăхма май пачĕç. Куравран таврăннăранпа темиçе кун иртрĕ ĕнтĕ, сăнÿкерчĕксем айне çырнисене вулатăп та сăн-питре тÿрех йăл кулă çуралать. Чылайăшне шÿтлĕ ятсем панă-çке!

Хăшпĕр сăнÿкерчĕк Чăваш ен экспозицийĕ патĕнче чарăннисене килĕшрĕ, вĕсене хăнасем пĕрле те асăнмалăх илсе кайрĕç.

«Çĕнтерÿ çулĕ» пуçарнă активноçсем Омск, Мурманск, Челябинск, Кострома, Мускав, Пермь, Ростов, Курск, Томск, Сахалин тата ытти регион çыннисене пĕрлештерчĕç. Чи кĕçĕнни тăватă çулти Арина пулчĕ. Вăл амăшĕпе Сахалинтан вĕçсе килнĕ.

Хăнасем Вăрнар район хаçачĕпе те кăмăлласа паллашрĕç. «Типографи сăррин шăрши епел аван!»- терĕ, акă, Санкт-Петербург çынни Дмитрий Казаков «Çĕнтерÿ çулĕн» çĕнĕ номерне алла тытнă май. Вăл - Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, хальхи вăхăтра куравра гид пулса ĕçлет. Аякри ĕçтеш пичет изданийĕсен коллекцине пухать иккен. Пирĕн хаçата хаваспах илсе кайрĕ вăл.

Хурапыр Юнтапара çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Михаил Емельянов та район хаçатне алла тытма май пулнишĕн питех те савăнчĕ. Ентешсем патне салам вĕçтерчĕ.

Мускавра «Çĕнтерÿ çулĕпе» юнашар пулнă кашни çын редакцирен пĕчĕк парнесене тивĕçрĕ. Вĕсем çине çырни хăнасене кайран та пире аса илтерĕ. «Кăмăлсене çĕкленĕшĕн тавах!» - терĕç вĕсенчен кашниех.

Ĕçлĕ самантсене кура «Раççейпе» туллин паллашма май пулмарĕ. Анчах та унта тата та çитсе курас шанăç çухалман-ха. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, мăнаçлă курава июлĕн 8-мĕшĕччен тăснă. Хупăниччен унта Вăрнар округĕн экспозицийĕпе те паллашăпăр-ха. Муниципалитетра «Раççее» хутшăнма хĕрсех хатĕрленеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика