105 çул - пархатарлă çул

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.11.2025, 13:23 Просмотров: 9

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ ?халĕ Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕн тытăмне кĕрет% – республикăри чи аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕри. Чăваш енри чылай тăрăхри, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç кунта пĕлÿ пухнă, професси ăсталăхне туптанă. Иртнĕ ĕмĕрте «агрономи», «зоотехника», «ветеринари» специальноçĕсене алла илес тесе чылай çамрăк вĕреннĕ. Учреждени 105 çул тултарни питĕ сумлă.

Çак тапхăрта 20 пин ытла специалист диплом илнĕ. Вĕсем Тăван çĕршывăн экономикине тĕреклетме нумай вăй-хăват хывнă. Хăнасем малтанах вĕренÿ заведенине çитсе курчĕç. Техникум музейĕн ертÿçи Олег Григорьев учреждени историйĕпе паллаштарчĕ. Палăртмалла, 2013 çулта техникума Вăрнарти 29-мĕш професси училищипе пĕрлештернĕ.

Ял хуçалăх техникумĕ хăйĕн выпускникĕсемпе мăнаçланать. Вĕсем гражданла яваплăха туякан çынсем, Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем, пултаруллă специалистсем, 30 ытла выпускникăн ученăй степеньсем пур. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем те чылаййăн.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика