Паттăрсем эпир асра тытнă чух чĕрĕ. Вĕсем - чун-чĕре çирĕплĕхĕн, Тăван çĕршыва виçесĕр парăннин тĕслĕхĕ. 80 çул каялла Аслă Çĕнтерĕве туптанă салтаксен хăюлăхĕпе мăнаçлăхне сума сунă пекех эпир паян ятарлă çар операцийĕнче паттăрлăх кăтартакансем çинчен те астăвăма упрама тивĕçлĕ. Пурнăçĕсем çапăçу хирĕнче татăлнă çар çыннисем нихăшĕ те манăçмалла мар, вĕсен çемйисем вара уйрăм тимлĕхре тата хÿтлĕхре пулмалла.
Çакăн пек çирĕплетрĕ Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова Тăван çĕршывшăн çапăçса пуçĕсене хунă СВО участникĕсен çемйисене хавхалантарнă май. Ку тĕлпулу паттăрсене халалланă астăвăм мероприятийĕ майĕпе пулчĕ. Çар тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласа палăрнă салтаксен сумлă наградисене çывăх çыннисене управа парассипе ЗАГС пайĕнче торжествăлла церемони иртрĕ.
Пирĕн ентешсене Раççей Президенчĕн йышăнăвĕпе пысăк шайра наградăлани - вĕсен мухтавлă ĕçĕсене хисеплесе тав туни. Владимир Путинăн Указĕпе, акă, Вăрнарти Александр Владимирович Васильев тата Хирпуçĕнчи Геннадий Кириллович Николаева вилнĕ хыççăн Хăюлăх орденĕпе палăртнă. Çавăн пекех çарти хастарлăха кăтартакан 2 степень «Харсăрлăхшăн» медаль - Туçи Çармăсри Андрей Иванович Паньковăн, «Хăюлăхшăн» медаль - Ташкент хулинче çуралса ÿснĕ Максим Иванович Семеновăн, Жуков медалĕ Мачамăшри Владислав Васильевич Степановăн çемйисенче чи хаклă тупра пек ĕмĕрлĕх упранĕç. Унсăр пуçне, хыпарсăр çухалнисен йышĕнче шутланакан Юрий Александрович Тарасов та ?Хирпуç% çапăçу хирĕнче çума-çумăн кĕрешекенсене хăйне шеллемесĕр пулăшу кÿнĕшĕн «Вилекенсене çăлнăшăн» медале тивĕçнĕ.
Патшалăх наградисене паттăр салтаксен тăванĕсене республикăн Çар комиссариачĕн представителĕ Альберт Афанасьев пачĕ. «Мухтава тивĕçлĕ ентешсем, кăмăл çирĕплĕхĕн, хăюлăхпа хастарлăхăн, чăн патриотлăхăн палли пулнă май, кашнин чĕринче çутă пулĕç», - терĕ вăл.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Декабрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 |
| 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 |
| 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 |
| 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
