Тимлĕхе çухатма юрамасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.11.2025, 13:21 Просмотров: 155

Кĕркуннехи тĕксĕм, йĕпе-сапаллă çанталăкра çул çинче питĕ тимлĕ пулмалла. Чăваш патшалăх автоинспекцийĕ хамăр округра каллех инкек пулнине пĕлтерет. Вăл вырсарникун çурçĕр иртсен «Çĕрпÿ-Ульяновск-Ачча-Çĕрпел-Вăрнар-Упи-Красноармейски» автоçулăн 24-мĕш километрĕнче тухнă.

Автоинспекцин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «ДЭУ НЕКСИА» автомашинăн 27-ри водителĕ çанталăк тата çул-йĕр условийĕсене шута илмен. Çавна май сылтăм енчи çул айăккине тухнă, кювета анса кайнă.

Инкекре машинăра пулнă 17-ри пассажирка суранланнă, ăна пулăшу пама медицина учрежденине çитернĕ. Каламалла, аварие лекнисем пурте машинăра хăрушсăрлăх ременĕпе çыхăннă пулнă.

ГИБДД сотрудникĕсем асăрхаттараççĕ: çул çине тухакансен çанталăк условийĕсене те, çул сийĕ йĕпе е пăрлак пулнине те, хăвăртлăх режимне те çирĕп пăхăнмалла. Хăрушсăрлăх тимлĕхпе яваплăхран тата çул çинчи лару-тăрăва хаклама пĕлнинчен тÿреммĕн килет.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика