Раççей Думин депутачĕ - Вăрнарта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.11.2025, 13:24 Просмотров: 12

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева хамăр регионта ĕçленĕ вăхăтра республикăра пурăнакансемпе тĕл пулассине пысăк тимлĕх уйăрать. Уçă калаçусем çынсен кăмăлне, пăшăрханăвĕ-сĕнĕвĕсене тÿреммĕн пĕлме пулăшнине палăртать вăл. Регион эрнисен кун йĕркине Алла Леонидовна муниципалитетсене тухса çÿрессине, яллă вырăнсенчи лару-тăрупа паллашассине те яланах кĕртет. Ку кĕçнерникун вăл визитпа Вăрнар округĕнче пулчĕ.

Депутатăн ĕçлĕ çулçÿревĕ хамăр тăрăхри кăна мар, республикăри чи ÿсĕмлĕ предприятисенчен пĕринче - Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче - пуçланчĕ. Парламентари ун ĕç-хĕлне пĕрмаях сăнаврах тытни, хальхинче те тимлĕ паллашни ăнсăртран мар. Владислав Попов директор палăртнă тăрăх, паянхи кунпа тан утни кăна конкурентлă аталанма, малтисен йышĕнче пыма май парать. Паллă ĕнтĕ, лавкка сентрисем çинче туянакансем пахалăхлă хатĕрленĕ, экологи тасалăхĕ енчен те тивĕçтерекен, тутипе те кăмăла каякан продукцие суйлаççĕ. Çав вăхăтрах хакĕ те халăха юрамалла пулмалла, апла-тăк пахалăха чакармасăр производство тăкакĕсене пĕчĕклетмелли меслетсене шырассине шута илмелле. Çавăнпа та предприятире çулсеренех цехсене юсаса модернизацилессипе, производствăна хальхи хăватлă технологисемпе пуянлатассипе хастар тимлеççĕ, çак тĕллевпех пысăк инвестицисем хываççĕ.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика