Ирпе-ирех вунпĕр качака тухать çула, ял çыннисен пахчисене тĕрĕслеме... Çула май шкул картишне те кĕчĕç. «Вĕрентес ачасене купăста мĕнле ÿстермеллине!» - тет пулĕ шурă качака Катя хăйĕн путекĕсене ертсе пынă май.
Шкулпа юнашар спорт вырăнĕ. Вĕренекенсем кунта хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ. Вĕрентекенĕпе пĕрле виççĕн вĕсем, шкулĕнче те 28 ача кăна тет-и/ Вăт пурнăç кайрĕ, 50 çул каялла 300 ытла пулнă-тăк, халĕ виçĕ ялпа - Катăшпа, Вăрманкаспа, Мăньял Хапăспа - 28 вĕренекен. Ачисем перчетке тăхăннă та хире-хирĕç сиккелеççĕ. Тимлĕ санарĕç вĕсене качакасем. Унтан асли çамрăк путеккисене йыхравларĕ: «Мекекек! Утар малалла, кунтан инçех мар улмуççисем пулмалла. Кăçал панулмисем пурин валли те çитмелле», - терĕ пулас. Чĕрчунсем хупăрласа илчĕç улмуççисене, тĕкрĕç мăйракисемпе, улмасем тăкăнчĕç.
Анчах та тухрĕ пĕр хаяр карчăк анкартине. Катя чĕтресе хăвăрт «чĕпписемпе» курăк ăшне пытанчĕ. Акă пĕр кил хуçисем кăçал çаран çулма вăй çитереймен, качакасемшĕн кунта лайăх хÿтлĕх. Карчăкĕ, сехрене хăпартаканни, кĕрсе кайрĕ. Качакасем хĕпĕртесех курăк ăшĕнчен тухрĕç, каллех апатланма тытăнчĕç. Юнашар Сашукăн кăкарнă качака таки çиет ешĕл курăка. Катьăн эшкерĕ хупăрларĕ ăна. Ахăртнех, «тăн» парасшăн пулчĕç. Сашăн качака таки илсе утрĕ виççĕшне, анчах мĕнле çĕнĕ вунпĕре/ Чĕнет вăл хуçана - хăйне пулăшма. Унăн сассине илтсе Саша тухрĕ туйипе. Хăмсарать вăл хураха. Анчах качакасем хăрамаççĕ, вăй илчĕç «тутлине» çисе. «Мĕн эс пире хăвалатăн, тыт эс картуна. Тата пирĕн хуçа камне пĕлетĕн-и/ - хăюлланса пăхрĕç куçран вĕсем. - Пирĕн хуçа çÿллĕ вырăнта, Вăрнарта, ĕçлет. Катя путекĕсене йыхравласа мĕкеклетрĕ. Айтăр Снара, ĕçер тăрă шывне ăш каниччен. Хĕвел çÿлте, хуçа ĕçре. Çитер Ленккене, сывлăх сунар ял старостине. Аякра тăччăр ытти ял качакисем. Эпир Вăрманкас качакисем! - тенĕ пек янăрарĕ сас-чÿ таврара.
Пĕр ялти качакасене сăнаса
шÿтлĕ хайлав çыракан
Декабрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 |
| 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 |
| 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 |
| 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
