Республикăри территори аталанăвĕн институчĕн инженерĕ пулнăскере 70 миллион енне тенкĕ патшалăх укçине салатнă тесе йышăннă. Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, ăна РФ Уголовлă кодексĕн 160-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе ?служба вырăнĕпе усă курса, пĕрле ушкăнпа каварлашса уйрăмах пысăк виçепе укçа-тенкĕ салатса янăшăн% айăпланă.
Следстви тата суд палăртнă тăрăх, 2022 çулхи февраль- июль уйăхĕсенче вăйă тата спорт оборудованийĕпе тивĕçтерекен коммерци организацийĕн чăн ертÿçи, Территорисен аталанăвĕн институчĕн инженерĕн должноçне йышăннăскер, учрежденин директорĕн унчченхи заместителĕпе каварлашса бюджет укçи-тенкине çаратнă. «Чăваш Республикин территорийĕнчи хальхи хула хутлăхне йĕркелесси» патшалăх программипе контрактсене пурнăçланă май ача-пăча площадкисене вырнаçтарма вăл самай йÿнĕрех тата усă курма юрăхсăр вăйă оборудованийĕ туяннă.
Çапла майпа Чăваш ен Строительство министерствине 70 млн енне тенкĕ тăкак кÿнĕ те. Ăна шыраса илме следстви арçыннăн хăйĕн тата организацийĕн 48 млн тенкĕлĕх пурлăхĕ çине арест хунă. Суд приговорĕпе ăна 3 çул та 2 уйăхлăха ирĕкрен хăтарма, 250 пин тенкĕ штраф хума йышăннă.
Хамăр инф.
Декабрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 |
| 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 |
| 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 |
| 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
