Хăйĕн кун-çулĕпе кăмăлсăррисем те тупăнаççĕ пурнăçра. Çамрăкланма май килес-тăк ăна урăхла пурăнса ирттеретчĕç пулĕ. Пĕнер Айкăшри Николай Иванов апла шухăшламасть, çак таран утса çитнĕ çул-йĕре пачах та хурламасть. Вăл тахçанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Халĕ 82-ре. Çавăнпа унăн иртнине аса илсе каласа памалли сахал мар.
– Сакăр теçетке çул ытла иртрĕ пулин те пĕрре те нумай пурăннă пек туйăнмасть. Эпĕ Пĕнер Айкăшра çуралнă. Ялти шкулта тăватă класс вĕреннĕ. Унтан Малти Ишек шкулĕнче çичĕ класс таран пĕлÿ пухнă. Вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче пурнăç йывăрччĕ. Вăл вăхăтра тăхăнмалли те, çимелли те çукрахччĕ. Шкула çăпатапа утнă. Алăран пир сумкăна вĕçертмен. Ручка мĕнне те пĕлмен, тетрадьпе те тивĕçтермен. Çавах та вĕренес туртăм пысăкчĕ. Хырăм выççи аптратсан та пĕр урока та сиктермен. Шкулта ун чух вĕри апат çитермен, çавăнпа килтен çăкăр татки е ытларах чух кăмакара пĕçернĕ çĕрулми чиксе каяттăмăр. Уроксем вĕçленсен, кабинетран тухса каяс умĕн кашни парта айĕнче тенĕ пекех çĕрулми хуппи выртнине асăрхаттăмăр. Мĕнех калăн, «иккĕмĕш çăкăр» пурăнма вăй панă, – терĕ Николай Иванович.
Ун çумне пĕчĕклех «куршанак» çыпăçнă: иккĕмĕш класа кайсанах ĕçе кÿлĕннĕ. Каникул кунĕсене урамра чупса çÿресе мар, колхоз уй-хирĕнче ĕçлесе ирттернĕ.
– Атте хуçалăхра лашасене пăхнă. Мана, пĕчĕкскере, хăйĕнчен вĕçертмен, кашнинчех конюшньăна илсе кайнă. Улăх-çаранра янаварсене пăхнине паянхи кун та лайăх ас тăватăп. Атте мана лаша çине лартатчĕ те васкамасăр уттарса çÿретчĕ. 1941 çулта ăна, вăйпитти арçынна, вăрçа илсе кайрĕç. Ун чухне эпĕ 4 çултаччĕ. Шел пулин те, çулталăкран атте нимĕçсене хирĕç паттăррăн çапăçса пуç хуни пирки çыру килчĕ. Анне хытă хурланчĕ. Вăл колхозра бригадăра тăрăшатчĕ. Эпĕ те çу кунĕсенче унпа пĕрле ĕçлеме каяттăм. Лашапа çÿренĕрен уй-хиртен тырă та, кĕлте те турттарнă. Кунĕпе ĕçре пиçĕхнĕ. Таврана хура чатăр карсан çеç киле таврăннă, – каласа парать Н.Иванов.
Çиччĕ пĕтерсен уншăн Калининăри МТС-ра ĕç тупăннă. Прицепщика вырнаçнă. Тырă вырнă вăхăтра учетчик тивĕçне пурнăçланă. МТС-ра икĕ çул вăй хурсан Киров ячĕллĕ хуçалăха куçнă, бригада ĕçĕсене хутшăннă.
– 19 çулта салтака кайрăм. Службăра 3 çул та 3 уйăх пултăм. Çав вăхăтра водителе вĕренме тÿр килчĕ. Çар тивĕçне тĕрĕс-тĕкел пурнăçласа таврăнсан тăван ялтах тĕпленме шутларăм, çавăнпа колхозра ĕçлеме пуçларăм. Пĕр кунхине механик пычĕ те автомашина сĕнчĕ. Эпĕ хирĕçлемерĕм. ГАЗ-51 машинăпа çула тухма пуçларăм. Техника кивĕччĕ. Çавах та унпа тĕрлĕ ĕç пурнăçлаттăм. Уй-хиртен тырă турттарнă, вăрмантан йывăç кÿрсе килнĕ. Хĕллехи сивĕре кабина ăшăнса çитейместчĕ. Ĕç хыççăн радиатортан ялан шыв кăларса янă. Ирхине техникăна тапратнă чух самаях тертленме тиветчĕ. Кайрантарахпа, тăрăшса ĕçленине кура, ГАЗ-53 шанса пачĕç, – калаçăва тăсрĕ Николай Иванович.
Вăл «Ленинец» колхозра автобуспа 9 çул çÿренĕ.
– Эпĕ 25 çула çитсен пĕр ял хĕрне Ольга Константиновнăна качча илтĕм. Вăл манран пĕр çул çеç кĕçĕнччĕ. Иксĕмĕр хушăри туслăх салтака кайиччен пуçланса кайрĕ. Çар служби вăхăтĕнче пĕр-пĕрин патне час-часах çырусем çÿрететтĕмĕр. Тăван яла таврăнсан вара Ольгăран уйрăлман. Вăл колхозра ĕçлетчĕ. 1962 çулта иксĕмĕр çемье çавăртăмăр. Пĕр-пĕрне савса, килĕштерсе пурăнма пуçларăмăр. Пурнăç малалла шунă май, 3 хĕрпе 3 ывăла пăхса çитĕнтертĕмĕр. Пирĕншĕн кирек епле ĕç те хисепре пулнă: ку арçыннăн, ку хĕрарăмăн тесе пăрăнман, пĕри тепринчен пĕлтерĕшлĕрех шутланнă. Ачасем те ĕçре пиçĕхсе ÿсрĕç. Халĕ вĕсем кашниех тĕрлĕ çĕрте, – сăмахĕ тупăнсах пычĕ Николай Ивановăн.
Хальхи вăхăтра ватă çын мăшăрĕпе пĕрле çĕклесе лартнă çуртра пĕчченех пурăнать. Çывăх çынни çут тĕнчерен чире пула 16 çул каялла уйрăлса кайнă. Николай Иванович хыççăн урăх хĕрарăм шыраман – ачисем хăйĕнчен сивĕнесрен хăранă. Вăл виçĕ çул каялла çеç ĕне сутса янă, унччен вара ăна усранă. Кролик та, чăх-чĕп те тытнă. Анкартинчи ĕçсене те пурнăçланă. Паллах, ачисем кашни канмалли кун килсе пулăшнă. Халĕ те ашшĕне манмаççĕ.
Н.Иванов пĕчченлĕхре те кичемлĕхе путмасть. Телевизор пăхнипе кăна çырлахмасть, кĕнеке те алла тытать. Çулсем хыçа юлнине пăхмасăр кулленхи пурнăç илемĕпе çунатланать.
Юрий КОРНИЛОВ.
Ноябрь 2024 |