– Ĕçлеме кăмăл пулсан, ÿркенмесен ялта та чиперех пурăнма пулать, – пуçларĕ калаçăва Кульцаври библиотека ĕçченĕ Людмила Пынзарь.
Ăна хула пурнăçĕ нихăçан та илĕртмен, çавăнпа та ялтах тымар янă.
– Манăн ачалăхăм Мускав облаçĕнчи Шаховская районĕнчи Степаньково ялĕпе çыхăннă. Эпĕ çут тĕнчене килнĕ вăхăтра аттепе анне тăван кĕтесрен аякри вырăнта пурăннă. Пĕри Упнертен, тепри Отиккăвăран пулнă. Иккĕшĕ çемье çавăрсан Мускав облаçне тухса кайнă. Колхоза ĕçе вырнаçнă май пурăнмалли кĕтеспе те тивĕçтернĕ. Атте ветеринарта, анне дояркăра ĕçленĕ. Çавах та тăван кĕтес хăй патнех туртнă. Эпĕ 5 çулта чух Кульцава таврăннă. Унчченхи пекех колхозра ĕçлеме пуçланă. Пире, ултă ачана, чи ыррине, чи хаклине туйма хăнăхтарнă, – терĕ Людмила Николаевна.
Çемьере кĕçĕнни пулин те ачашланса ларман, кил таврашĕнчи ĕçсене ялан вăхăтра пурнăçланă. Çавăнпа та ашшĕпе амăшĕнчен япăх сăмах илтмен. Людмила ытти тантăшĕсем пекех Кульцаври шкулта пĕлĕвне туптанă. ,ç урокне тата физкультурăна килĕштернĕ. Вунпĕр класс пĕтерсен Вăрнарти техникума вĕренме кĕме экзаменсем тытнă. Анчах та кирлĕ чухлĕ балл пухайман. Хĕр хуçăлса ÿкмен, училищĕне вĕренме вырнаçнă. Çулталăкран бухгалтер специальноçне алла илнĕ. Хыççăн сутуçăсен курсне пĕтернĕ.
Пурнăç кустăрми çаврăнать, кусать. Людмила Николаевна юратнă çыннипе пĕрлешнĕ. ,ç вырăнĕ уншăн уйрăм çын тытса тăракан лавкка пулса тăнă. Халăха куллен кирлĕ таварпа тивĕçтернĕ. Çулталăк каялла вара Кульцаври библиотекăра ĕçлекен хĕрарăм ĕç вырăнне пушатассине пĕлтернĕ. Л.Пынзарь темиçе кунран библиотекăна куçнă. Малтанах хытах хумханнă: пултарăп-ши? Ара çĕнĕ ĕç вĕт. Хăйне алла илнĕ те ял çыннисене библиотека енне туртăнтарассишĕн тăрăшма пуçланă. Вулакансемсĕр пĕр ĕç те пулманнине аван ăнланса илнĕ. Библиотека алăкĕ аслă çулсенчисемшĕн кăна мар, ачасемпе çамрăксемшĕн те уçă пулса тăнă.
Кĕнеке куравĕсем йĕркелесси, ял çыннипе пĕр-пĕр мероприяти ирттересси малти вырăнта уншăн. Библиотека çумĕнче «Светофорик» клуб ĕçлет. Унта çÿрекенсем – 4–7-мĕш классенче вĕренекенсем. Ачасем пĕрле пушă вăхăта усăллă ирттереççĕ, нумай çĕннине пĕлеççĕ. Шкула çÿрекенсемпе çĕнĕ кĕнекене тишкерсе тухасси те йăлана кĕнĕ. Вулакансем вара – тĕрлĕ çулсенчисем. Библиотекарь икĕ ял çыннисене кĕнекепе тивĕçтерет. Пĕлтĕр 570 вулакана регистрациленĕ.
– Ялта пурăнакансен кĕнеке енне туртăм пур. Акă библиотекăна интереслĕ илемлĕ литература килчĕ. Вăл алăран-алла куçма пуçлать. Хĕрарăмсем уйрăмах юратупа çыхăннă темăна килĕштерни палăрать. Хаçат-журнал та çителĕклĕ вулаççĕ, паллах, – кăмăллăн калаçрĕ библиотекарь.
Людмила Николаевна библиотекарь пулма ятарласа вĕренмен пулин те ĕçе чунтан парăннă. Маларах мĕн планласа хунă, çавна пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшать. Унăн вĕренмелли сахал мар. Çавăнпа тăтăшах вулать, ĕçтешĕсен опычĕпе туллин паллашать. Тăрăшулăх вара малаллахи утăмсене çирĕппĕн тума пулăшать.
Юрий КОРНИЛОВ.
Ноябрь 2024 |