Хаçатра пĕлтерсех тăнăччĕ, мĕнпур территори пайĕнче пуçлăхсем халăх умне отчетлă докладсемпе тухрĕç, вырăнти ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Çавна май пĕлтĕр округĕпе пĕтĕмĕшле туса ирттернĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетме те вăхăт. 2023 çулхи социаллă-экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкерекен канашлу юнкун культура çуртĕнче анлăн иртрĕ. Унта округ администрацийĕн яваплă должноçри çыннисем, округ Пухăвĕн депутачĕсем, ятарлă службăсен ертÿçисем, тăван тăрăх аталанăвне тÿпе хывакан мĕнпур сфера ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
Республика ертÿлĕхĕ енчен вăрнарсен ĕç-хĕлне хак параканĕ Чăваш ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов пулчĕ. Унпа пĕрлех - республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Свешниковпа Роман Алексеев.
Тĕп докладпа пурин умне Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова тухрĕ. Вăл ку отчетлă пуху влаç органĕсем, бизнес-пĕрлĕх, ĕç коллективĕсем тата мĕнпур общественность хушшинчи хутшăнусен, тухăçлă калаçусен тăсăмĕ пулнине палăртрĕ. Мухтанмалăх пур - Вăрнар тăрăхĕнче иртнĕ çул чылай отрасльте кăтартусене ÿстерме, çитĕнÿсем тума пултарнă. Вĕсемпе Надежда Никандрова социаллă-экономика аталанăвĕн кашни сферине уйрăммăн тишкерсе паллаштарчĕ.
Бюджет
Пĕлтĕр бюджетăн тупăш пайĕ виçĕмçулхинчен 3 процент ?30,6 млн тенкĕ% ытларах тулнă, 1037,4 млн тенкĕпе танлашнă. Çапах та харпăр-хăй тупăш виçи иртнĕ çулхинчен кăшт сахалрах - 263,8 млн тенкĕ. Вĕсем пĕтĕм калăпăшра 25,4 процент йышăнаççĕ, унтан 88,4 проценчĕ - налук тупăшĕсем ?233,1 млн тенкĕ%. Тавăрса памалла мар поступленисем бюджета 773,5 млн тенкĕ ?10 процент ытларах% пырса кĕнĕ. Вĕсен тытăмĕнче - дотацисем ?107,9 млн тенкĕ%, субсидисем ?212,1 млн тенкĕ%, субвенцисем ?439 млн тенкĕ% тата бюджетсем хушшинчи ытти трансфертсем.
Бюджетăн тăкак пайĕ пĕлтĕр 1027,2 млн тенкĕ пулнă. Палăртмалла, округ «енчĕкĕнчи» укçа-тенкĕн ытларах пайне социаллă-культура сферине янă - 722,1 млн тенкĕ.
Ял хуçалăхĕ
Аграри отраслĕ - Вăрнар тăрăхĕн экономикин пĕлтерĕшлĕ шăнăрĕ. Округра 17 ял хуçалăх предприятийĕпе 39 фермер хуçалăхĕ. 2023 çулта агропромышленность комплексне 192 млн та 623 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ кÿнĕ. Ку кăтарту та виçĕмçулхинчен 10 процент пысăкрах.
Унчченхи çул ял хуçалăх ĕçченĕсем 63553 тонна тĕштырă, 8246 тонна çĕрулми пухса кĕртнĕ. Тухăçлăхĕ ку культурăсен республикăринчен ÿсĕмлĕрех: гектартан 34,5 ц тата 230 ц.
Отраслĕн ытти тĕп кăтартăвĕсем те япăх мар. Сĕт суса илессипе, акă, - 40720,8 тонна. Пĕр ĕнерен вăтамран 5603 кг суса илнĕ. Аш-какая вара мĕнпур ушкăнри хуçалăхсенче 5442,7 тонна туса илнĕ.
Аграрисем паян ял хуçалăхне аталантарма, тухăçлă ĕçлесе пыма хăватлă та «ăслă» техника кирлине ăнланса тимлеççĕ. Пĕлтĕр хуçалăхсем 242 млн та 568 пин тенкĕлĕх 57 единица техника туяннă.
Малашлăх планĕсене илес-тĕк, кăçал ял хуçалăхĕн тытăмĕнче 4 инвестпроекта пурнăçа кĕртесшĕн, хăмла ÿстерессине аталантарасшăн, усă курман 180 га çĕре çаврăнăша кĕртесшĕн тата ытти те.
Промышленность
комплексĕ
Округра та, пĕтĕмĕшле республикăри пекех, лайăх пулăма асăрхатпăр: производство калăпăшĕ ÿссе пырать. Сăмахран, промышленность производствин кăтартăвĕ - 124,7 :. Иртнĕ çул 23 млрд та 882 млн тенкĕлĕх продукци туса кăларнă.
Ÿсĕмпе ĕçленисем: «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ ?27,7 :%, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ ?11,8:%, Вăрнарти типĕ сĕт завочĕ ?8,2 :% тата Калинино райповĕ ?4,9:%.
Инвестицисен виçи те виçĕмçулхинчен ытларах. Çакă аталанăвăн тĕп инструменчĕсен пĕри пулнă май, ĕç-хĕле хăватлатассине тата çĕнетессине предприятисем 766,3 млн тенкĕ хывнă. Чи нумаййи Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн - 196 млн тенкĕ.
Çурт-йĕр
Пĕлтĕр мĕнпур финансировани çăлкуçĕсемпе усă курса округра пĕтĕмĕшле 10020 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Кăçал валли палăртнă тĕллевсем те - 11 000 тăваткал метртан кая мар.
Хăшпĕр ушкăнри граждансене тĕрлĕрен патшалăх программисемпе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшассипе тĕллевлĕ тимленĕ. 2023 çулта черетре тăнă 14 тăлăх ачана сертификатпа е хваттерпе тивĕçтернĕ. Нумай ачаллă виçĕ çемьен те хăтлă çурт-йĕрлĕ пулас ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ: вĕсем хăйсене уйăрнă сертификатсемпе усă курнă.
Çавăн пекех пĕлтĕр 32 çамрăк çемье тата яллă вырăнта пурăнакан пĕр гражданин çурт-йĕр туянма ?хăпартма% социаллă тÿлев свидетельствисене тивĕçнĕ.
Çул-йĕр
Çул-йĕр пахалăхĕ тата вĕсене йĕркеллĕ пăхса тăрасси - округра та çивĕч ыйтусен йышĕнче. Вăл тимлĕхрен тухмасть, укçа-тенкĕ уйăрнине кура юсав ĕçĕсене ирттерме тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр ку тĕллевпе 89,9 млн тенкĕ уйăрнă, 12,719 км автоçула çĕнетсе йĕркене кĕртме май килнĕ. Кăçал вара 14,6 км автоçулсене юсама пăхса хăварнă: территори пайĕсенчи 4,4 км автоçула, пурте усă куракан, вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсен 5 участокне ?5,3 км%, унсăр пуçне - пуçаруллă бюджет программипе 5 ялти 5 км автоçула.
Хăтлă хула хутлăхĕ
Пĕлтĕр «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕпе Пăртас ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен палăкне хăтлăлатассипе проекта пурнăçа кĕртнĕ. Ĕç хакĕ - 7,4 млн тенкĕ. Çавăн пекех поселокра Чернышевский, Ленин, Строительная урамсенчи картиш территорийĕсене хăтлăлатассине вĕçленĕ. Кăçал пысăк ĕç поселокри Астăвăм скверĕнче пуçланмалла.
Сывлăх сыхлавĕ
Вăрнар округĕн сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче 50 врач, 185 вăтам медицина работникĕ тата ытти персонал 142 çын тăрăшать. Хальхи вăхăтра кадрсен дефицичĕ - 16 вырăн. «Земство фельдшерĕ» программăпа ялсене ĕçлеме килме 4 фельдшер кăмăл тунă. Сăмах май, врачсен вăтам шалăвĕ пĕлтĕр 64 888,57 тенкĕпе танлашнă.
«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн пĕрремĕшле звенона модернизацилес программа яллă вырăнсенчи медицина тивĕçтерĕвĕсен пахалăхне ÿстерме пулăшать. Пĕлтĕр кăна ун майĕпе тăватă ялта - Услапа Нурăсра, Çăлкас Кăкшăмра, Кушар Юнтапара, Малтикас Ялтăрара - çĕнĕ ФАП-сем уçăлнă.
ххх
Округри вĕрентÿ, культура, спорт сферисенче те ÿсĕмсем сахал мар. Вĕренекенсемпе педагогсен çитĕнĕвĕсем, пултарулăх ушкăнĕсен ăсталăх фестиваль-конкурсĕсенчи, спортсменсен тĕрлĕ шайри ăмăртусенчи çĕнтерĕвĕсем... - иртнĕ çул мухтанмалăх сăлтавĕ чылай пулнă. Вĕсемпе те округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова тĕплĕн паллаштарчĕ. Çÿлерех асăннă кăтартусенче кашнин тÿпи пуррине, пĕрлехи вăйпа кăна аталану çул-йĕрĕпе пыма пултарнине палăртрĕ.
Патшалăх Канашĕн депутачĕн Владимир Свешниковăн сăмахĕсем те Вăрнар тăрăхĕн социаллă-экономика аталанăвĕн çитĕнĕвĕсене çирĕплетрĕç. Ял хуçалăхĕнчи кăтартусем япăх мар, промышленность та производство юхăмне вăйлатать, наци проекчĕсен пурнăçлавĕ республикăра тĕслĕхлисен шутĕнче ... - çак çÿллĕ шая малалла та тытса пыма чĕнсе каларĕ депутат.
Шкулсенчи выпускниксен ЕГЭ результачĕсем, акă, чылай предметпа республикăринчен аванрах. Апла пулсан Вăрнар çамрăкĕсен лайăх аслă шкулсене вĕренме кĕме, паянхи специальноçсене алла илме шанăç пысăк. Вĕсем тăван тăрăха таврăнса ун аталанăвне тата та çÿле çĕклессе шаннине пĕлтерчĕ Владимир Свешников.
Отчетлă канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов та Вăрнар округĕн ÿсĕм валли ăмсанмалла потенциал пуррине палăртрĕ. Унпа тĕрĕс те активлă усă курмалла, терĕ.
- Экономика хăватне вăйлатасси-и е ялсене хăтлăх кĕртесси - пурнăçлама йывăр пек туйăнсан та çирĕп тĕллевсене ума лартăр. Тăрăшсан, вĕсене пĕрле çĕнтерме пулатех, - çирĕплетрĕ вăл.
Ирина ЯКОВЛЕВА