Герой шкулĕнче - Астăвăм хăми

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.09.2024, 15:20 Просмотров: 105

Мăн Явăш шкулĕнче иртнĕ линейка чăннипех те кăмăлсене патриотизм туйăмĕпе тултарчĕ. Ун çурчĕн стени çинче ентешне, Совет Союзĕн Геройне Федор Иванович Ашмарова халалласа Астăвăм хăми уçрĕç.

Федор Ашмаровăн паттăрлăхне шкулти кашни ача пĕлет. Прибалтика фрончĕн йышĕпе çапăçнăскер, 1944 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче Рунданы поселокĕ çывăхĕнчи ту çинче вырнаçнă фашистсене пăшалтан хÿтернĕ май, вăл та взводри салтаксем пекех нимĕçсен окруженине лекнĕ. Хĕрлĕ Çарăн вунпĕр салтакĕ темиçе сехет тăшманпа вирлĕн çапăçнă. Вĕсем 200 ытла нимĕç салтакĕпе офицерне тĕп тунă.

Федор Ашмарова Совет Союзĕн Геройĕ ятне вилнĕ хыççăн 1945 çулта панă. Вăл Мăн Явăш ялĕнче çуралнă. 1930 çулта вĕсен çемйи Красноярск крайне куçса кайнă.

Алла Салаева Астăвăм хăми федераллă проекта пула хăй вырăнне тупнине палăртрĕ. Раççей çар-истори обществин пуçарăвĕпе тата депутат хута кĕнипе пурнăçланать вăл пирĕн республикăра. Мăн Явăшри - иккĕмĕш. Пĕтĕмпе вара кунашкал Астăвăм хăмисене Чăваш енре вунпиллĕк хатĕрленĕ.

«Эсир сирĕн шкул Герой ячĕпе хисепленнипе мухтанма тивĕç. Ашмаровăн ячĕ ĕмĕрлĕх ăрусен асĕнче юлтăр»,- терĕ Алла Леонидовна.

Пысăк хăнасене кĕтсе илме ачасем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем патриотла юрăсем парнелерĕç, Раççей, республика тата шкул гимнĕсене шăрантарчĕç. Асăну хăмине вĕренÿ хастарĕсене уçма шанчĕç.

Алла Салаева шкул ачисен куçĕсем çиçни ырă пĕлтерĕшлине палăртрĕ, пур ĕçре те ăнăçу сунса уйрăлчĕ.

Чи кирли - тăрăшулăх

Вăрнарти 2-мĕш шкулти кăçалхи строительство ĕçĕсене тахçанах кĕтнĕ. Вĕренÿ учрежденийĕн хăйĕн урамри спорт площадки пулманнипе физкультура урокĕсем «Химик» стадионта иртетчĕç. Халĕ вара кунта паянхи пурнăç условийĕсене тивĕçтерекен мини-футбол, волейбол, баскетбол вырăнĕсем, тренажерсен комплексĕ пулĕç.

Округри чи пысăк шкулшăн питех те пĕлтерĕшлĕ ĕç. Ку ыйту чылай вăхăт педколлектива та, ашшĕ-амăшне те канăçсăрлантарнă. Ун çивĕчлĕхĕ пирки Раççей Думин депутачĕ Алла Салаева патне шкул директорĕ Сергей Ильин ашшĕ-амăшĕн комитечĕн ертÿçипе пĕрле çитнĕ. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕ те çитернĕччĕ депутат патне ку ыйтăва.

Çырнăччĕ ĕнтĕ, территорие хăтлăх кĕртме пĕтĕмпе 24,822 млн тенкĕ уйăрнă. Софинансировани мелĕпе «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ 2,6 млн тенкĕ хушса тÿленĕ.

Ĕçсене «Профстрой» организаци октябрь тĕлне вĕçлеме палăртать. Пĕтĕмĕшле калăпăшăн çуррине яхăнне пурнăçланă ĕнтĕ. Шкул тавралли хÿмене, асфальт сийне çĕнетнĕ, шыв çулĕсем тунă.

Депутатсен строительство ĕçĕсене хакланипе кăна ĕç вĕçленмерĕ. Вĕсене шкулта вĕренÿ отличникĕсем, спорт хастарĕсем кĕтрĕç. Тĕлĕнмелле кăмăллă та уçă калаçăва çаврăнчĕ тĕлпулу. «Раççей Патшалăх Думине çитсе курма пулать-и/» - кăсăкланчĕ, акă, шкул самоуправленийĕн ертÿçи Дарья Семенова. Алла Леонидовна ачасене кунашкал экскурсие йĕркелеме пулăшасса шантарчĕ.

Паянхи кунхи профессисемпе çыхăннă ыйту вара çав тери лайăх шухăша çуратрĕ. Ачан таланчĕ, ăс-тăнĕ пулсан вĕренÿре нимĕнле чăрмав та çук. Енчен те çак енсем çук пулсан вĕренекене тăрăшулăх çăлать. «Тăрăшулăх пĕтĕм йывăрлăха сирме пулăшать. Чи кирли - малалла ăнтăлмалла», - терĕ Алла Салаева.

Ача-пăча туризмне республика тулашĕ таран анлăлатма май çук-и, кăсăкланчĕ тепĕр вĕренекен. Алла Леонидовна хамăр тăрăхрах илемлĕ, мăнаçланмалли вырăнсем пуррине палăртрĕ. Ку енĕпе «Телейлĕ ачан çулçÿрев дневникĕ» проект та республикăра ăнăçлă ĕçлет.

Алла Салаева вĕренекенсене ниме пăхмасăр малалла талпăнма ăнăçу сунчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика