Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашизм юхăмне аркатнă, тылра хастарлăхпа палăрнă ăру умĕнче эпир ĕмĕр парăмра. Вăрçă хыççăн та çĕршыва уралантарассишĕн кунне-çĕрне уямасăр хура тар тăкнă вĕсем. Вăрнар тăрăхне аталантарассишĕн нумай çул вăй хурса ĕçленĕ ветерансене сумлă юбилейĕсемпе чысласа саламласси ырă йăлара.
Кайри Тукай ялĕнче пурăнакан Нина Николаевна Кузьмина та çакăн пек хисепе тивĕçнĕ. 95 çулти ветерана, тыл ĕçченне округ пуçлăхĕн заместителĕ–экономика пайĕн пуçлăхĕ Светлана Шашкарова, Раççей ветеранĕсен союзĕн округри уйрăмĕн председателĕ Николай Васильев, территори пайĕн пуçлăхĕ Инна Трофимова, культура учрежденийĕн ĕçченĕсем чун-чĕререн ăшшăн саламланă.
- Сирĕнпе тивĕçлипе мухтанатпăр. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, çывăх çынсен юратăвне тата хисепне туйма, чун канăçлăхĕпе ăнăçу сунатпăр, - тенĕ хăнасем. Светлана Шашкарова Нина Николаевна патне Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн, округ администрацийĕн пуçлăхĕн Надежда Никандрован саламлă çырăвĕсене те çитернĕ.
Нина Кузьмина Канаш районĕнчи Ачча ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсене килнĕ. Вăйпитти çынсем фронта кайсан çула çитменнисен черченкĕ хулпуççийĕсем çине мĕнпур йывăр ĕç тиеннĕ. 11-12 çулсенчи хĕрача çитĕннисемпе тан фермăра та, уй-хирте те пилĕк авнă. Тул çутăлнă-çутăлман ĕçе тытăннă. Йывăрлăхсене шăл çыртса тÿссе ирттернĕ. Çитĕнсен чукун çул çинче те ĕçленĕ.
1956 çулта Кайри Тукай яш каччипе пĕрлешсе çирĕп çемье чăмăртанă. Пилĕк ывăлпа пĕр хĕре çут тĕнче парнелесе пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма пулăшнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ «Янгорчино» хуçалăха аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Ĕçри хастарлăхшăн чылай награда илме тивĕçнĕ. Кузьминсем çăматă йăвалама та ăста пулнă. Ачисене те ал ĕçне вĕрентнĕ. Кил хуçалăхĕ çирĕп пулнă, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă. «Ĕмĕр иртнине сисмерĕм те...» - тет ватă çын.
Халĕ кинемин 15 мăнукпа 21 кĕçĕн мăнук. Вĕсем Нина Николаевнăна савăнăç кÿреççĕ, пурнăçра хавхаланса пурăнма вăй-хăват параççĕ. Юбиляр ачисен тимлĕхне те туйса тăрать. Вĕсем те хаклă амăшне тăван кил ăшшине упраса чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр нумай çул пурăнма сунаççĕ. «Эпир, анне, санпа мăнаçланатпăр, эсĕ пирĕншĕн ылтăнран хаклă», - теççĕ.
Нина Кузьмина «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн аслă тусĕ. Нумай çул ăна çырăнса илет. Качча килсен туслашнă та паянхи кун та «Çĕнтерÿ çулĕнчи» хыпарсемпе кăсăкланса тăрать. Куç çивĕчлĕхĕ чакнăран хунямăшне хăшпĕр статьясене кинĕ Елена Анатольевна вуласа парать.
Нина Николаевна çĕршывра, тĕнчере пулса иртекен пулăмсене пĕлсех тăрать, пур çĕрте те тăнăç пурнăç хуçалантăр тесе ĕмĕтленет, салтаксене Çĕнтерÿпе таврăнма пиллет.
Редакци коллективĕ хастар ветерана, хаçатăн çывăх тусне 95 çулхи юбилей ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, чăваш сурпанĕ пек вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунать.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Февраль 2025 |