Инфекци чирĕсем авалтанах çынсене пы сăк сиен кÿнĕ. Историре миллион çыннăн пурнăçне вăхăтсăр татнă шатра чирĕ ?оспа%, чума, холера, тиф, дизентери, хĕрлĕхен ?корь%, грипп эпидемийĕсем чылай çырăннă. Хăрушă чирсенчен хÿтĕленмелли майсене яланах шыранă. Авалах врачсем чума эпидемийĕ хыççăн чĕрĕ юлнă хăшпĕр çынсем тепĕр хут çак амакпа чирлеменнине асăрханă.
18-мĕш ĕмĕрте англи врачĕ Дженнер ĕнесене пăхакан хресченсене эпидеми вăхăтĕнче çыннăн шатра чирĕ ерменнине палăртнă. Вăл сăнава çирĕплетме сакăр çулти ачана ятарласа ĕнен шатра чирне ертнĕ. Çакăн хыççăн арçын ача çыннăн шатра чирĕпе тĕл пулсан та чирлеменнине курнă тухтăр.
Çав вăхăтран вакцина ĕмĕрĕ пуçланнă. Çавăнпа пĕрлех инфекци чирĕсемпе кĕрешмелли çĕнĕ тапхăр та. Вакцина шутласа кăлариччен инфекци чирĕсене пула нумай çын вилнĕ е инвалид пулса юлнă. Вĕсен шутĕнче пĕчĕк ачасем те. Вакцинăна пула кашни çулах миллион çыннăн пурнăçне татнă шатра чирĕ пĕтĕмпех пĕтнĕ, полиомиелит чирĕ те çухалнăпа пĕрех. Дифтери, хĕрлĕ шатра, коклюш, вируслă В гепатит тата ытти хăрушă инфекци чирĕсем ересси те çĕр е пин хут таранах чакнă.
Вакцина çын организмне хăрушă инфекцисемпе паллаштармалли тата хăйне евĕр иммунитет йĕркелемелли хăрушсăр меслет шутланать. Вакцинăра вăйсăр е вилнĕ микроорганизмсем е вĕсен уйрăм компоненчĕсем пур. Вакцина тунă хыççăн организмра чир-чĕре пуçарса яракан вируссемпе бактерисене хирĕç кĕрешекен антителасем пулаççĕ. Вĕсем амака сарăлма памаççĕ. Вакцинациленнĕ çын аптрасан та чире çăмăлрах ирттерсе ярать.
Пирĕн çĕршывра прививкăсене Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерствин ятарлă календарĕпе килĕшÿллĕн тăваççĕ. Унта мĕнле прививкăсем пулмалли тата вĕсене хăçан тумаллине палăртнă. Асра тытма: кирек хăш чире асăрхаттарсан лайăхрах, кайран вăрах вăхăт сиплениччен тата чир кÿнĕ йывăр сиенпе кĕрешиччен.
Елена ЕГОРОВА,
медицина профилактикин врачĕ
Апрель 2025 |