Çĕршыв хÿтĕлевçисем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланăран эпир лăпкăн пурăнатпăр. Çулсем
иртсессĕн те Тăван çĕршыв вăрçин паттăрĕсем те, тыл ĕçченĕсем те асрах. Эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр. Пирĕн çемьери паттăрсем - Евгения Алексеевнăпа Михаил Герасимович Числовсем, манăн мăн асаннепе мăн асатте.
Мăн асатте Михаил Герасимович 1913 çулта çут тĕнчене килнĕ. Унăн Совет-финн ?1939 -1940% вăрçин тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ?1941-1945% терт-асапне тÿсме тивнĕ.
Михаил Герасимович 4 класс кăна пĕтернĕ. Анчах та вăл анлă тавракурăмлă пулнă. Пĕр ĕçрен те хăраман. 1933 çулта ăна комсомол организацийĕн секретарьне суйланă, 1935 çулта çара илнĕ. 1939 çулта Совет-финн вăрçи пуçланнă. Мăн асатте 25-мĕш инженери батальонĕнче тăнă, сапер пулнă. Мирлĕ килĕшÿ хыççăн Михаил Числов тăракан батальона Польшăри Брест-Литовска, унтан Бессарабине ?Молдавине% куçарнă. Çак çулсене хыçа хăварнă хыççăн кăна тăван ене çитнĕ. Кунта ăна мăшăрĕ кĕтнĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче мăн асаттепе мăн асанне Канашри çарпа юсав заводĕнче вăй хунă. Малтан рабочире, кайран токарьте, электросварщикре тăрăшнă. Предприятире хĕçпăшал кăларнă, Т-34 танксене юсанă. «Комсомол Чувашии», «За Родину» бронепоездсене хута янă çĕрте ĕçленĕ. Михаил Герасимовича фронта яман, мĕншĕн тесен заводра специалистсем çитмен. Заводра мăн асатте подстанци дежурнăйĕнче, çавăн пекех электромонтерта тимленĕ.
Числовсем 8 ачана çут тĕнче парнеленĕ, хăшпĕрисем вăрçă вăхăтĕнче кун çути курнă. Мăн асаннене «Ача амăшĕ - героиня» ят парса чысланă.
Степан
ВОЙТЕНКОВ,
Вăрнарти 2-мĕш шкул
Май 2025 |