«Вăрçă» тесен - чун çÿçенет, «вăрçă» тесен - чĕре йĕрет...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.05.2025, 16:03 Просмотров: 19

Эпĕ вăрçă чарăнсан 10 çултан çуралнă. «Вăрçă» сăмах хăлхара пулнă: «вăрçăччен», «вăрçă хыççăн», «вăрçă вăхăтĕнче» - хăть те мĕн çинчен калаçу пуçарсан та çак сăмахсем янăранă. Мĕншĕн/ Мĕншĕн тесен ялта кашни килтех çапăçусене хутшăннă çынсем пурăннă, кашни килте тенĕ пекех вăрçăра вилнисем е хыпарсăр çухалнисем пулнă, урама тухсан - инвалидсем: куçсăр, урасăр е алăсăр...

Пирĕнпе юнашар Ваççук мучи ?Васильев Василий Васильевич% пурăнатчĕ, вăл питĕ сахал калаçатчĕ, куçĕсем тунсăхлăччĕ, эпĕ вăл кулнине те астуматăп. Вĕсен пÿрчĕн сулахай енĕ пирĕн пахчана тухатчĕ, ун çавăнта мастерскойччĕ. Ваççук мучи унта пулнине эпĕ вăл ÿсĕрнĕ тăрăх ăнланаттăм: тăршшĕпех «кăххăм-кăххăм» тени илтĕнетчĕ. Чĕлĕмĕ сÿнсен те тути хĕрринче тăратчĕ. Кайрантан-кайран, вăрçă чарăнни 30 çул ытла иртсен, пĕлтĕм: Ваççук мучи тыткăна лекнĕ, тарнă, Итали партизанĕсемпе пĕрле фашистсене хирĕç çапăçнă ?историнче ку пулăма «Движение сопротивления» теççĕ%. Вăрçă чарăнсан совет ялавĕ айне пынă - ăна вара Тăван çĕршыва çитсен суд туса шахтăна ĕçлеме янă, килне 1953 çулта тин таврăннă - Сталин вилнĕ хыççăн. Ку хушăра унăн икĕ ачи вилнĕ: вĕсен амăшĕ фронт валли вăрман каснă, ачисене суккăр кукамăшĕпе тата кукашшĕпе сивĕ пÿртре хăварнă - вутă çителĕклĕ пулман... 1965 çулта Ваççук мучи ячĕпе Италирен посылка килнĕ. Итальянецсем ăна хăйĕн салтак кутамккине тата хăшпĕр япалине ярса панă, Итали наградине те...

Тĕплĕнрех хаçатра

Зоя ФЕДОРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика