Вася Лукина - асăнмалăх. Тăванĕсен çемйинче Василий Адяшевран çакăн пек çырнă сăнÿкерчĕк кăна упранса юлнă. Ăна нумаях пулмасть редакцие Ершепуç тăрăхĕнчи тăванĕ илсе килчĕ. «Хыпарсăр çухалнă. Хăçан çуралнă датине те, мĕнле вилнине те пĕлместпĕр. Хăй вăхăтĕнче ял Советĕнчи документсенче те шыранăччĕ, анчах кăлăхах»,- кулянса калаçрĕ вăл.
Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ, ăçтан та пулсан мĕнле те пулин йĕр пулмаллах, шухăшларăм эпĕ. Раççей Оборона министерстви темиçе çул каялла Хĕрлĕ Çар тата Тинĕс-çар флочĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи архив докуменчĕсене вăрттăнлăхран кăларнине шута илсе «Память народа» сайта кĕрсе пăхас терĕм. Сиснĕ пекех Василий Дмитриевич Адяшев пирки те информацие тупма май килчĕ.
Василий Адяшев 1921 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче Отиккăвă ялĕнче çуралнă. Çÿлерехри сăнÿкерчĕке вăл 1941 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕпе датăласа янă. Ку вăхăтра вăл Хĕрлĕ Çар ретĕнче салтакра пулнă. Вăрçă пуçлансан Адяшев красноармееца та фронта илнĕ. Анчах та унпа çыхăну татăлнă. Тăванĕсем ăна ку таранччен хыпарсăр çухалнă тесе шутланă.
Василий Дмитриевич вара 1941 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнче тыткăна лекнĕ. Ăна ытти совет салтакĕпе пĕрле Германи 311-мĕш Шталага ?XI С% илсе кайнă.
Стационарлă ку лагере Берген-Бельзен ялĕ çывăхĕнче Франци тата Бельги военнопленнăйĕсем валли 1940 çулхи май уйăхĕнче уçнă. Совет салтакĕсене кунта пуçласа 1941 çулхи июльте илсе килнĕ. Пĕтĕмпе 20 пине яхăн çынна.
Салтаксене йĕплĕ пăралукпа çавăрнă территорире уçă тÿпе айĕнче тытнă. Талăкра вунă çын пуçне пĕр буханка çăкăр панă. Тепĕр чухне ку «норма» та кашни кунах лекмен. Темиçе кунрах тыткăнрисем выçăпа аптăранипе территорири мĕнпур курăка тата йывăç вуллисене çисе янă. Шыва ланкашкаран ĕçнĕ. Çакă дизентери эпидемине пуçарнă. Салтаксем нушаланнине юнашар ялсенче пурăнакан çĕршер çын курма çÿренĕ. Лагерь коменданчĕ вĕсене чарман, путсĕрле сăмахсем каласа нимĕçсен чунĕсенче совет çыннисем патне курайманлăх çуратнă. «Çын сăнĕллĕ чĕрчунсем»,- тенĕ вăл пирĕн салтаксем пирки.
1942 çулхи çуркунне тĕлне лагерьти 20 пин çынран 18 пинĕшĕ выçăпа, сивĕпе тата чирлесе вилнĕ. 2097 çын кăна чĕрĕ юлнă.
Отиккăвăри Василий Адяшевăн карточки çинче вăл 1942 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче вилнĕ тесе çырнă. Пытарнă вырăнĕ - Берген-Бельзен.
Фашистсен чунсăрлăхне, çынсăрлăхне пула пирĕн ентешĕн чĕри те 21-рех тапма чарăннă. Анчах та унăн сăнарĕ ĕмĕрлĕх пурăнать...
Светлана ЧИКМЯКОВА
Май 2025 |