Пулăшни сая кайрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.02.2019, 15:58 Просмотров: 426

Массăллă информаци хатĕрĕсем Балти тăрăхĕнчи республикăсем хăйсене фашистсенчен ирĕке кăларнăшăн Раççее тав тăвас вырăнне вырăс халăхĕ тĕлĕшпе «оккупант» ятне хума тăрăшни, совет салтакĕсен палăкĕсене çĕмĕрсе нацистла Германин йăли-йĕркисене тавăрма хăтланни çинчен пĕлтереççĕ. Çакă чуна ыраттарать.

Хăй вăхăтĕнче Совет Правительстви вĕсене темĕнле майпа та пулăшни, тивĕçсĕр мухтани, тĕке майлă шăлса майлă çавăрма тата тутлăрах çитерме тăрăшни пĕтĕмпех харама кайрĕ. Кашкăра темĕн чухлĕ лайăх тăрантарсан та вăл вăрманаллах пăхать, тесе ахальтен каламан пуль. Совет Союзĕ вăхăтĕнче Балти тăрăхĕнчи республикăсен специалисчĕсене тивĕçсĕр мухтаса хамăртан мала хунă кÿрентерекен пĕр тĕслĕх паян кун та асран тухмасть.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Совет Союзĕн Ялхуçалăх министерстви хушнипе çĕршыври аш-какай тирпейлекен предприятисем умне пуснă выльăхăн ÿпке-пĕверĕсенчен пысăк пахалăхлă кăлпассисем, зельц, студень йышши продукци ытларах туса кăларма тĕллев лартнăччĕ. Çак хушăва мĕнле пурнăçланине тĕрĕслеме Совет Союзĕн аш-пăш министерствипе Пĕтĕм Союзри аш-пăш промышленноçĕн наукăпа тĕпчев институчĕ конкурс ирттерчĕç. Унта Шупашкарти аш-какай комбиначĕн продукцийĕпе манăн та хутшăнма тÿр килчĕ. Конкурса çĕршывăн чылай кĕтесĕсенчен, çав шутра Балти тăрăхĕнчи Литвари Клайпеда хулинчен те, килнĕччĕ. Министерствăсен ертÿçисенчен, институтсен профессорĕсенчен тăракан сумлă жюри ĕçлерĕ.

Эпир хамăр продукцине сивĕтмĕшре упраса тĕп хулана чиперех илсе çитертĕмĕр. Шăпах дегустаци пуçланас умĕн пирĕнпе юнашар вырнаçнă Клайпедăри аш-какай комбиначĕн технологĕсем хăйсен курупкисене уçрĕç те ахлатса ячĕç – вĕсен студенĕ пăсăлса кайнă иккен. «Кÿршĕсене пулăшар мар-и, ара, жюрие пирĕн студене паччăр, намăс курасран çăлар», – терĕ пирĕн технолог Татьяна Владимировна. Эпĕ килĕшрĕм. Çапла, Литва специалисчĕсем жюри умне Шупашкарти аш-какай комбиначĕн продукцине тăратрĕç.

Конкурс вĕçленсен жюри председателĕ пĕтĕмлетÿ туса йышăнăвне пĕлтерчĕ. Хальхинче вара эпир ахлатса ятăмăр – Клайпеда технологĕсем тăратнă студень чи лайăх продукци шутне кĕрсе пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçлĕ пулчĕ. Эпир тăратнă студень, пĕр батонранах пулсан та, ун пек хаклава тивĕçеймерĕ. Жюри çапла литвасене   юрасшăн пулса хăтланни тÿрех палăрчĕ. Ун чухнехи вăхăтра Балти тăрăхĕнчи республикăсенче самани лăпкă марччĕ, Раççее хирĕçле калаçа пуçларĕç, çавăнпа жюри те клайпедăсене тĕке майлă шăлас терĕ пулас.

Пĕр батонран каснă продукцие мĕнле-ха икĕ тĕрлĕ хаклама пулать, тесе эпир шăв-шав çĕклес темерĕмĕр: пĕрре жюри пĕтĕм халăх умĕнче аван мар лару-тăрăва кĕрсе ÿкетчĕ, тепре Литвари ĕçтешсене те намăслантарас килмерĕ. Тата çакна та асăрхарăмăр: жюри Союзлă республикăсенчен илсе килнĕ продукцисене пурне те Раççей предприятийĕсем тăратнисенчен мала хурса хакларĕ.

Çапах та киле таврăнас умĕн жюри председательне, наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕн заместительне Борис Ефимович Гутник профессора, иксĕмĕр пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕрен, Клайпедапа Шупашкар специалисчĕсем хушшинчи вăрттăнлăха уçса пама хăюлăх çитертĕм. «Продукцие тивĕçлипе мар, политикăпа çыхăнтарса хакларăр та-ха, сирĕн йышăну усса кайĕ-ши?», – терĕм.

Çапла, ун чухнехи чылай пуçлăхсем Союзлă республикăсене кÿрентерес мар тесе тĕке майлă шăлчĕç пулин те, 1991 çулхи пуш уйăхĕнчи референдумра пĕтĕм Совет халăхĕн ытларах пайĕ СССР-шăн сасăланине пăхмасăрах хăватлă Совет Союзне арканасран упраса хăвараймарĕç. Çавăншăн паян кун та чун ыратать. Паянхи Раççей Президенчĕ В.В.Путин та халăхпа тĕл пулса калаçнă чухне çĕршыв арканнăшăн кăмăлсăррине пытармасть.

Тепрехинче, 1999 çулта, Мускавра Раççей аш-какай промышленноçĕн тĕпчев институчĕ продукци пахалăхĕ пирки канашлу ирттернĕччĕ. Унта выльăх-чĕрлĕх продукцине тĕрĕслесе тăракан ветеринари специалисчĕсем хамăр çĕршывран кăна мар, унччен пирĕнпе пĕрле пулнă пĕтĕм Союзлă республикăсенчен те пуçтарăннăччĕ. Çавна шута илсе, мана трибуна умне тухма чĕнсен, унччен пĕр çĕршывра, пĕр тĕллевпе ĕçленĕ ĕçтешсемпе пĕр залра ларнăран сăмахăма «паян Совет Союзĕнче пулнăнах туйăнчĕ» тесе вĕçлерĕм. Асăрхарăм, ку сăмах чылайăшне килĕшрĕ.

Пĕлтĕрхи раштавăн 27-мĕшĕнче çуралнă çĕршыв саланнăранпа 27 çул çитрĕ. 27 çул чун ыратать.

Геннадий ИВАНОВ.

Пăртас.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика