Амăшĕн тĕпсĕр ырă чĕри пирки нумай хайлав çырăннă, юрăсем, сăвăсем хывăннă. Вăл кашниншĕн çывăхран та çывăх çын. Ачи-пăчи кирек мĕнле пулсан та ун чĕринче ăшăлăх, юрату туйăмĕ чакмасть...
– Миша çуралнă кун ячĕпе торт илтĕм. Эх, йĕркеллĕ киле таврăнсан тем пекехчĕ. Юлташĕсем паçăрах шыраса çÿреççĕ, – терĕ Лариса Николаевна аслă хĕрĕ патне шăнкăравласа.
Телефона хурсан та шухăшĕ чакмарĕ унăн. ...Аслă ывăлне, вуникке çитнĕ ăслă-тăнлă ачине, çухатнă хыççăн улттăмĕш пепки арçын ача çуралсан тем пекех савăнчĕ вăл. Мăшăрĕ те хĕпĕртерĕ.
Миша сăпайлă, йĕркеллĕ ÿсрĕ. Ĕçченлĕхĕ унра çулне кура мар ир тĕвĕленчĕ. Кĕçĕн классенче чухнех чун туртăмĕпе, кăсăклансах кроликсем пăхрĕ вăл. Çуллахи вăхăтра ÿркенмесĕр унчченхи саланнă хуçалăхăн пушă выртакан уйĕнче лаптăкăн-лаптăкăн юлнă люцернăна çулма çÿрерĕ. Шкулта аван ĕлкĕрсе пычĕ.
Шел, çынна пăсăлма нумай та вăхăт кирлĕ мар. Вăтам классенче Мишăна килпетсĕр ушкăн çулăхрĕ. Шалти икĕ туйăм тем пек тавлашрĕç пулин те – каччăна ирĕклĕ, хăйне хăй хуçа пек туйтаракан пурнăç йĕрки хăвăрт çавăрса илчĕ.
Хăйĕншĕн лайăх, анчах амăшĕшĕн ыратуллă пурнăç пуçланчĕ. Лариса Николаевна, чăннипе, хăйшĕн пурăнса та курман. Саманан йывăр тапхăрĕнче те çемьене выçă лартман. Укçа-тенкĕ çитменнине, ак, институтра вĕренекен аслă хĕрĕ куçран пăхса пĕлнĕ. Шарламасть, эппин – укçа çук. Темиçе кунтанах телеграмма илнĕ: «Алена, укçа илме кил». Ачисем вĕренччĕр тесе тăрăшнă. Хулпуççи урлă умлă-хыçлă апат-çимĕç тултарнă сумккăсем çакса мĕн чухлĕ çÿремен пуль хулана;
Йĕркеллĕ çемьене кĕвĕçекенсем те тупăнкалатчĕç. Ĕçне юриех хурласа çăхав çыракансем те.
Пурнăçра тăтăш çапла килсе тухать те. Лев Толстойăн сăмахĕсене юлашки вăхăтра час-часах аса илет Лариса Николаевна: «Çыншăн усал пулса тăтăн пулсан, эс уншăн хăй вăхăтĕнче нумай ырă ĕç тунă». Такăнтарас, усал кÿрес текенсем юнашарах пулнине ун чĕри яланах сиснĕ. Чи ыраттараканни – хăйсен пурнăçĕсене çăлса хăварнă çынсем те çак шутра пулни. Пĕрре, ав, мăшăрне юриех суррогата тăнсăр пуличченех ĕçтерсе лартнă. Халĕ ывăлне те, хирĕçлеме пултарайманнине кура, юриех тенĕ пек хаяррине сĕнеççĕ. «Сан пурнăç тумалла, çемьепе пурăнмалла», – текен çук «юлташĕсем» хушшинче те.
Амăшĕн чĕри кăна çунать. Уншăн ывăлĕ кирек мĕнле пулсан та хăйĕннех-çке. Мĕн чухлĕ парăм татрĕ ун вырăнне, юлашки пус таран кăларса хучĕ. Вĕрентсе кăларчĕ, кредит илсе авлантарчĕ, автомашина туянма пулăшрĕ. Мăнукĕ çуралсан уншăн тем пама хатĕрччĕ. Шел, ывăлĕ амăшĕн çак чун уççине хаклама пĕлмерĕ. Туссем, эрех-сăра çемьерен пурпĕр хаклăрах пулчĕç. Кĕçех тепĕр мăшăр тупăнчĕ. Вăхăтран вăл та йăлăхтарчĕ. Халĕ, ав, тата тепри хăйĕн «Тур çырни» пулнине пĕлтерчĕ ывăлĕ.
Мăнукне кашни уйăхра пенси укçине куçарса тăрать Лариса Николаевна. Хальхи «мăшăрĕн» ачине те юратсах пăхать. Нумайăшĕ ют ачасене сивленине ăнланма пултараймасть вăл. Унра çакнашкал чурăслăх нихăçан та пулман. Пачах урăхла, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă тĕпренчĕксене хăйсен çунатти айне илекенсене яланах, хăйсене каламан пулин те, чĕринче ырăлăх сунать.
Темиçе кун пурăнать «çĕнĕ кинĕн» пиллĕкри хĕрĕ Лариса Николаевна патĕнче. Темĕнле условие те йышăнма хатĕр вăл – ывăлĕн пурнăçĕ кăна йĕркелентĕр...
Пĕлет вăл, нумайăшĕ ăна ăнланмасть. Ывăлне ытлашши иртĕхтернĕ, ачашланă тесе сăмахлать. Пурнăçра çухалса кайнă ывăл-хĕрĕсене тăван киле кĕртмен, çывăха та яман çемьесене те, ачи-пăчине килтен хăвалакансене те пĕлет. Унăн кунашкал чунсăр пулас килмест. Ывăлĕ çемье, ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕсĕр инкекрен çăлăнайманнине ăнланать. Анне кĕлли тинĕс тĕпĕнчен кăларать тенине шанать-ĕненет вăл...
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |