Пĕр ывăлĕ Чăваш Республикипе паллă хирург, тепри – Чукоткăра федераллă судья... Хăшĕ-пĕри, тен, ятлă-сумлă ачасем çитĕнтернĕрен сăмсине те каçăртĕччĕ. Анчах та Вăрнарти Федор Маркелович Осипов пачах урăхла çын. Хăйĕн маттур ачисемпе мухтанма юратмасть. Вăл сăпайлă, ырă кăмăллă.
– Ăслă-тăнлă ачасем çитĕнтерме мĕнле пултартăр; – ыйтрăм эпĕ Федор Маркеловичран. «Ывăлăмсем кĕнеке нумай вулатчĕç, пуçланă ĕçе вĕçне çитерме тăрăшатчĕç»,– терĕ вăл.
Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, теççĕ. Федор Маркеловичăн мăшăрĕ Зря Павловна, акă, сывлăх хуралĕнче нумай çул тăнă. Коллективра яланах хисепре пулнă. Федор Маркелович хăй те ятлă-сумлă çын. Ял хуçалăх ĕçĕн паллă йĕркелÿçи. Агропромышленность комплексне аталантарассипе 42 çул ытла тимленĕ. Юпшик Ялтăрара çуралса ÿснĕскер, пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче 70 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Ĕç ветеранĕ хăйĕн ачалăхĕпе çамрăклăхне хавхаланса аса илчĕ. Сăн-пичĕ йăлтăр кулăпа çуталчĕ.
– Бригадир хушнипе пăрçа хуралĕнче тăни уйрăмах кăсăклă. Кураксем уя тапăнатчĕç те – хыттăн кăшкăрашса кайăксене хăвалаттăмăр,– терĕ вăл ăшшăн.
Юпшик Ялтăра ывăлĕн ал-урана йывăртарах ĕçре те пиçĕхтерме тивнĕ. Пĕрре вĕсем виççĕнех – кукашшĕ, амăшĕ тата Хĕветĕр – пĕр гектар çинчи урпана çурлапа вырса пухса кĕртнĕ. Хĕвел питтинче кăшман, куккуруза сахал мар çумласа пилĕк авнă. Шăллĕпе икĕ йăмăкне ырă тĕслĕх кăтартнă. Пушă вăхăтра тус-юлташĕсемпе пулă тытнă. Тÿпере тăри юрланипе, сарă тулă хушшинче путене пĕт-пĕлтĕклетнипе киленнĕ. Çитĕнсен ял хуçалăхĕнче ĕçлеме ĕмĕтленнĕ.
Хĕветĕр Аçăмçырми шкулĕнче ăс пухнă. Ирхи ултă сехетре çĕршыв Гимнĕ янăрасанах ура çине тăнă. Ачасемпе пĕрле шкулалла выртнă сукмака такăрлатнă. Çапла вара каллĕ-маллĕ 5 çухрăм ытла утнă. Хĕллехи çил-тăманлă çанталăкра ялти конюх Юпшик Ялтăра ачисене çуна çине лартса шкула леçнĕ.
– Иван Егорович Егоров вĕрентекенĕн урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеттĕм,– палăртрĕ Федор Маркелович шкул вăхăчĕсене аса илсе.
Хĕветĕр ача чухнех техника патĕнче тăрмашма юратнă. Кунта, паллах, ашшĕн витĕмĕ те пур. Маркел Осипович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер, ĕмĕр тăршшĕпех Нурăсри ялпора водительте тăрăшнă. Урокра сочинени çырнă чухне те Хветĕр водитель пулма ĕмĕтленни çинчен пĕлтернĕ.
– Руль умне ларма ĕлкĕрĕн-ха, санăн техникума, института вĕренме кĕме тăрăшмалла,– тенĕ учительсенчен пĕри.
«Хурçă ута» лайăхрах çăварлăхлама вĕренес тесен пĕлĕве тарăнлатмаллине витĕр курнă яш каччă. Сакăр класс пĕтерсен 1964 çулта Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕрет, «техник-механик» специальноçне алла илет. Малашлăхра аслă шкултан вĕренсе тухма тĕв тăвать.
Ашшĕ çапла каланă: «Çара кайман – арçын пулман». Çавăнпа та салтак ячĕ тухсан çамрăк хĕпĕртенĕ. Федор Осиповăн хĕсмет вăхăчĕ ют çĕршывра – Германире – иртнĕ. Çарти юлташĕсене арканса пĕтнĕ техникăна юсама пултарнипе тĕлĕнтернĕ.
Салтак аттине хывсан Вăрнарти «Сельхозтехникăна» ĕçе вырнаçать. Вăхăт нумаях та иртмест – 1972 çулта предприятин ячĕ улшăнать. Федор Маркелович ытти ĕçтешĕсемпе пĕрле «Сельхозхими» пĕрлешÿре тăрăшма тытăнать. Вăл автомеханикра, инженер-механикра, автопарк пуçлăхĕнче тÿрĕ кăмăлпа тимлет. Предприятире ĕç вĕресе тăнă. «Сельхозхими» ĕçченĕсем ял хуçалăх организацийĕсене минераллă удобренисемпе, хими им-çамĕсемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе туллин тивĕçтернĕ. Тăпра пулăхне ÿстерме пулăшнă.
Ĕçпе канăва черетлени усăллă. Туслă коллектив Шупашкара спектакль-концертсене курма тăтăшах çÿренĕ. Эстонипе Белоруссире те пулнă. Федор Маркелович çак çĕршывсенче чăвашла калаçакансемпе уйрăмах тарават пулнине çирĕплетрĕ.
Ĕмĕте татман этем вăйлă, теççĕ. Çамрăк чухне тĕв тунине асра тытса Федор Осипов ĕçленĕ вăхăтрах куçăмсăр майпа ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ пухать, агроном специальноçне алла илет.
Шел пулин те, пурнăç урапи чĕриклетмесĕр куçмасть. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче самана улшăннăран çĕршывăн çирĕп тĕрĕслев витĕр тухма тивет. Предприятисем пĕрин хыççăн тепри панкрута тухма тытăнаççĕ. «Сельхозхими» пĕрлешÿ те кăткăс лару-тăрăва кĕрсе ÿкет. Ĕç çыннисене вăхăтра шалу тÿлеме пăрахаççĕ. Йывăр вăхăтра, 1997 çулта, хуçалăх тилхепине тытса пыма Федор Осипова шанаççĕ. Çĕнĕ ертÿçĕ организацие панкрутăн тĕпсĕр çырмине ÿкесрен çăлса хăварас тесе нумай пуç ватать. Çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмасть. Хăйĕнчен çирĕп ыйтать. Тăрăшни харама каймасть. Федор Осипов ертсе пыракан организаци тупăшлă ĕçлеме пуçлать. Палăртмалла, çав тапхăрта Чăваш енре пилĕк «Сельхозхими» кăна упранса юлма пултарнă.
Федор Маркелович ертÿçĕре шăп та лăп 14 çул та 7 уйăх вăй хунă. Республика агрохими службин аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн ăна ЧР тата РФ ял хуçалăх министерствисен Хисеп грамотисемпе чысланă.
Мăшăрĕпе иккĕшĕ 47 çул шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне ырă сăмахсем калама ÿркенмеççĕ. Осиповсен 4 мăнук. Çамрăк ăру пултаруллă. Асли, Константин, «Умники и умницы» телевидени олимпиадинче те çĕнтернĕ. Мăнукĕсем те ывăлĕсем пекех Осиповсен ятне ямĕç, пурнăçра хăйсен вырăнне тупĕç.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |