Пилĕк çул каялла çĕрпелсем хăйсен ялне никĕсленĕренпе 410 çул çитнине уявланă. Кăçал Çĕрпел 415 çул тултарнине палăртасшăн. Ял 1604 çулта пуçланса кайнă пек пулса тухать. Хамăрăн авалхи несĕлсене хисеплесе ял уявĕсене ирттерни питĕ пархатарлă.
Анчах вăл е ку яла хăçан никĕсленине тĕрĕс палăртас килет пулсассăн малтан унăн авалхи пурнăçне тĕплĕн тĕпчеме тăрăшмалла. Архивсенче авалхи пурнăçа ăнланса вулама пĕлсен паллă вырăнсене тупма пулать. Паянхи калаçу – Вăрнар районĕнчи Янгурчин (Çĕрпел) ялĕ çинчен. Ку ял историне тĕпчесе чылай архивсенчи хутсене тĕплĕн тишкерме тÿр килчĕ.
Пĕрремĕш Петĕр патша указĕпе килĕшÿллĕн, 1723 çулта ялсене, çавăн пекех халăха шута илме пуçланă. Çав перепиç Çĕрпÿ уесĕнчи Сюрбей вулăсĕнче Янгурчина ятлă ял пуррине пĕлтерет. Ку ял Çĕрпÿ хули çумĕнче ларнă. Черетлĕ перепиçе 1747 çулта ирттернĕ. Вăл Çĕрпÿ уесĕнчи Сюрбей вулăсĕнче Янгурчина тата Хирпуçри Кĕçĕн Янгурчина ятлă ялсем пуррине палăртать. Çав çул иккĕмĕш ялĕнче 45 арçын пурăннă, вĕсем хушшинче тĕне кĕртнĕ 11 арçын пулнă. Тата çавăн чухлĕ хĕрарăм хушсан, 1747 çулта Хирпуçри Кĕçĕн Янгурчинăра 100-е яхăн çын пурăнма, кашни çемьере вăтамран 6–7 ача шутласан, ялта 12–15 кил пулма пултарнă. Нумай-и е сахал? Çакă паллă: хальхи Çĕрпел ялĕ вырăнĕнче 1723 çулта Хирпуçри Кĕçĕн Янгурчина пулман. Пĕрремĕш пÿртсене кунта 1720 çулсен вĕçнелле е 1730 çулсен пуçламăшĕнче лартма пултарнă. 1747 çулта Çĕрпÿ хули çумĕнчи тĕп ялĕнче – Янгурчинăра – 113 арçын пурăннă, вĕсенчен 41-шĕ тĕне кĕнĕ. Вĕсем тăхăр ясак тытса тăнă. Пĕр ясак çĕр лаптăкне пĕлтернĕ, вăл хальхи вунă гектара яхăн шутланать.
Çĕрпÿ хули çумĕнчи Янгурчинăран куçса килнисем малтанах хăйсен кил картисене Мазаролога ятлă çырма çумне, сулахай енне, çавăрнă. Халĕ çав вырăн Комсомол урамĕн хĕвеланăç енне тĕл килет. Çак çырма шывĕ Санара юхса тухать.
Иккĕмĕш Кĕтерне патша указĕпе уессен çар пуçĕн должноçне пĕтернĕ, уессемпе вулăссен çĕр лаптăкĕсене улăштарнă. Çакăн хыççăн 1780 çулта Хирпуçри Кĕçĕн Янгурчинăна Сюрбей ятлă вулăс йышĕпе Етĕрне уесне кĕртнĕ. Тата çав çулсенчех çак яла икĕ ятпа – Хирпуçри Кĕçĕн Янгурчина тата Сюрбей тесе çырнă. Кунта 46 арçын пурăннă. Мĕншĕн çапла икĕ ятпа çырнă-ха? Çакă Çĕрпÿ уесĕнчи Сюрбей вулăсĕнчи Çĕнĕ Сюрбей тата Янгурчина ялĕсенчен уйрăлса тухнă икĕ йăх куçса килнине пĕлтерет. Çĕнĕрен, Çĕнĕ Сюрбей ялĕнчен, куçса килнисем, кил картисене Мазаролога çырмин тепĕр енне, кĕçĕн Янгурчинăна хирĕç, лартаççĕ. Çакна 1854 çулхи картта та çирĕплетет (ГИА ЧР.Ф.206. Оп.1.Д.38). 1780 çулсем вĕçнелле Паçпак вулăсне йĕркеленĕ. Хирпуçри Кĕçĕн Янгурчинăпа Кайри Сюрбей ялĕсене çав вулăс шутне кĕртнĕ.
1773 çулта Кĕçĕн Янгурчинăра халăх пуçлăхĕ Иван Афанасьев, старости Антон Егоров, Кайри Сюрбейĕнче халăх пуçлăхĕ Митрофан Андреев, старости Сергей Романов пулнă. Етĕрне уесĕн укçа-тенкĕпе çыхăннă хучĕсем тăрăх, 1826 çулта Хирпуçри Кĕçĕн Янгурчинăра 117 арçын, Кайри Сюрбейĕнче (вырăсла – Напольное Сюрбеево) 35 арçын пурăнни паллă (ГИА ЧР.Ф.117. Оп.1.Д.8).
1830 çулсенче Раççейре унчченхи вулăссем вырăнне çĕр лаптăкĕсене пысăклатса çĕнĕ вулăссем йĕркелеме тытăннă. Çавна май Паçпак вулăсĕ вырăнне Кушлавăш вулăсне уçнă. Хирпуçри Кĕçĕн Янгурчинăна тата Кайри Сюрбейне çак вулăса кĕртнĕ. Вулăсăн тĕп ялĕ Паçпаках юлнă (ГИА ЧР.Ф.206. Оп.1.Д.40).
1857 çулта ÿкернĕ картта çинче Хирпуçри Кĕçĕн Янгурчинăпа Кайри Сюрбей ялĕсем çумĕнче тепĕр яла – Уйри Тиуша палăртнă. Вăл вăхăтра ку ялсем Аслă Хапăс вулăсне кĕнĕ. Уйри Тиушăн тĕп ялĕ те – Аслă Тиуш – ĕлĕкех Сюрбей вулăсĕнче пулнă. 16-мĕш ĕмĕр вĕçнелле Сюрбей вулăсне ертсе пыраканĕ е хуçи Уразлин кнеç пулнă. Вăл пурăннă вăхăтра Çĕрпÿ хулине никĕсленĕ. Кнеç ячĕпе Сюрбей вулăсĕнче Уразлин ятлă ял пулнă. 19-мĕш ĕмĕр вĕçнелле унăн ячĕ улшăннă.
Хусанти патшалăх пурлăхĕн палати 1860 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче вулăссен çĕр лаптăкĕсене улăштарас тата вĕсене çĕнĕлле йĕркелес тĕлĕшпе саккун йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн Уравăш вулăсне уçнă. Унăн тĕп ялĕ хальхи Уравăш сали пулнă. Çĕнĕ вулăса Кайри Сюрбей хутлăхĕ те кĕнĕ. Çак хутлăха Янгурчина (Çĕрпел), Кайри Сюрбей тата Уйри Тиуш ялĕсем кĕнĕ. Ăнланмалла – Хирпуçри Кĕçĕн Янгурчина ялĕн ячĕ çухалнă.
Чăваш Республикин патшалăх архивĕнчи документсенчен çакă паллă: 1867 çулта Янгурчина ялĕнче 206 арçын, Кайри Сюрбейра 50 арçын, Уйри Тиушра 13 арçын пурăннă. (ГИА ЧР.Ф.3. Оп.1.Д.45).
Вăхăт иртнĕ май, 1880 çулсенче, хальхи Çĕрпел салин Çĕрпÿ уесне кĕнĕ тĕп ялне Аслă Янгорчино тенĕ. 1890 çулсенче çак ял вакланнă пирки унăн кивĕ ячĕ çухалнă. Халĕ ку ял Пĕчĕк Кăнаш (вырăсла Верхние Кунаши) ятпа Çĕрпÿ районне кĕрет.
Янгурчина ячĕ мĕне пĕлтернине ăнланас пулсан, ăна виçĕ пая уйăрмалла – «ян», «гур» тата «чин» сăмахсем тухаççĕ. Нумай çул иртнĕ пирки ячĕ улшăнма та пултарнă. Сăмахран, 200–300 çул каялла Янгурчина тенĕ, халĕ Янгорчино теççĕ. Тĕрĕсрех «ян», «кур» тата «чун» сăмахсем пулмалла. «Ян» арçынна пĕлтерет. «Кур» вырăсла «смотри», «чун» – «душа». Ĕлĕк вырăссем «душа» сăмахпа арçына шута илнĕ. Çак сăмахсене вырăсла куçарсан «Смотри мужчина родился» тесе вулама пулать. Чăвашсене тĕне кĕртиччен, 1740–1760 çулсемччен, çуралнă арçын ачасене çавăн майлă ятсем панă.
Тепĕр ыйту тухса тăрать: мĕншĕн-ха куçса килнĕ виçĕ ялтан Янгурчин (Çĕрпел) ялĕн ячĕ кăна сыхланса юлнă? Мĕншĕн тесен янгурчинсем çĕнĕ çĕрте ялне чи малтан никĕсленĕ, вĕсен çĕрĕ çинче чиркÿ те лартма пултарнă. Паянхи Çĕрпелте Çĕрпÿ тăрăхĕнчен куçса килнĕ авалхи виçĕ ялăн ăрăвĕсем пурăнаççĕ.
Александр СТЕКЛОВ, тĕпчевçĕ.
Ноябрь 2024 |