Кушар Юнтапа тата Малтикас Ялтăра ялĕсенче пурăнакансем хăйсем патĕнче ФАП çурчĕ çĕкленнине ырă кăмăлпа сăнарĕç. «Хăтлă медицина условийĕсем пирĕн яла та çитрĕç. Фельдшершăн та, хамăршăн та савăнатпăр», - терĕç, акă, вĕсем юнкун паллă пулăмпа çыхăннă мероприятие пухăннă май.
Çĕнĕ ФАП аякранах курăнать. Территорийĕсене чечексем лартма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Пÿлĕмсем паянхи пурнăç шайне тивĕçтереççĕ. Оборудовани çĕнĕ. Хевтесĕр çынсен нушине те шута илнĕ - меллĕ пандуссем вырнаçтарнă. Çакăн пек вăл çĕнĕ ФАП. Маларахри условисемпе танлаштармалли пур.
Кушар Юнтапари унчченхи ФАП çуртне 1963 çулта, Малтикас Ялтăрарине 1955 çулта çĕкленĕ. Вĕсем хăйсен ĕмĕрне ĕçлесе ирттернĕ ĕнтĕ.
Икĕ ФАП-а та «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе туса лартнă. Çынсем халĕ вырăнтах диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрне, профилактика тĕрĕслевне тухма, вакцинаци тутарма, пирвайхи пулăшу илме пултараççĕ.
Телемедицина консультацийĕ пирки ĕмĕтленнĕ-и тата/ Ăна та илме пулать çĕнĕ çуртра. Кирлĕ пулсан фельдшерсем ытти сиплев учрежденийĕсенчи врачсемпе, специалистсемпе çыхăнса канашлама пултарĕç. Ырă вĕт!
Ял çыннисен савăнăçне пĕрле Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин представителĕ Татьяна Хамзатова, округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, тĕп врач Сергей Илюткин, Геннадий Спиридоновпа Владислав Попов депутатсем пайларĕç, сывлăхлă пулма, çĕнĕ ФАП-а ытларах профилактика мероприятийĕсене кăна килме сунчĕç.
Икĕ фельдшер пунктĕнче те опытлă медицина ĕçченĕсем тимлеççĕ. Кушар Юнтапара - Галина Васильева. Ун тимлĕхĕнче - виçĕ ялти 323 çын. Çула çитмен ачасем 24-ăн, çулталăкченхи - пĕрре. Малтикас Ялтăрара Елена Федорова фельдшерăн тимлĕхĕнче 340 çын, вăл шутра 65 ача, çулталăкченхи - иккĕ.
Çĕнĕ условисенче ĕçлеме çав тери кăмăллине пытармарĕç вĕсем. Çитменнине, пĕтĕм пациента çывăх пĕлеççĕ. Вуншар çулхи ĕç вăхăтĕнче чылайăшĕ тăван пекех пулса тăнă. Ял çыннисем фельдшерсем кирлĕ чухне çĕрле те пулăшу кÿме ÿркенменнине палăртрĕç. Çакă ĕнтĕ вăл ĕçе чăннипех юратни. Фельдшерсен вара тепĕр чух терапевт та, хирург та, педиатр та, гинеколог та, офтальмолог та пулма тивет...
Ялта çĕнĕ объектсем уçăлни - ун аталанăвĕн палли. Эппин, кунта пурнăç пĕтмен-ха. Çавăнпах ĕнтĕ, ак, Кушар Юнтапа тăрăхĕнчисем те, Малтикас Ялтăра енчисем те патшалăха тав тума манмарĕç. «Юлашки çулсенче наци проектне пула сывлăх сыхлавĕ курăмлă аталанать. Ял çыннисен нушине манманни савăнтарать. Çакăн пек чаплă çуртшăн мĕнпур шайри пуçлăхсем умĕнче пуçа таятăп», - терĕ, акă, пĕтĕм ял халăхĕ ятĕнчен Кушар Юнтапари Галина Рыбакова, хамăр республикăра çакнашкал ырă ĕçсем пынишĕн чăннипех савăнса.
Малтикас Ялтăрари Нина Парамонован чунĕ уйрăмах хăпартуллă. Маларах кунта хăй вуншар çул фельдшерта ĕçленĕ. Паллах - пачах урăх условисенче. Пĕр хăтлăх та пулман. Çавăнпа та вăл савăнăçлăн, çĕкленÿллĕн калаçрĕ, вырăнти медработниксене çакăн пек майсем туса панăшăн тав турĕ.
Паллă пулăмпа икĕ çĕрте те ял çыннисене культура ĕçченĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВАНачало формы
Ноябрь 2024 |