Çулла - çулçÿреве тухмалли чи ăнăçлă вăхăт. Нумайăшĕ аякри регионсенче, ют çĕршывсенче канма кăмăллать. Анчах та хамăр республикăра та паян чылай вырăна çитсе курма, ун илемĕпе киленме май пур.
Чăваш енре тĕлĕнмелле хитре вырăнсем нумай. Çитменнине, «Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕпе юлашки çулсенче турист маршрутне йĕркелессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ.
Паян вара хамăрăн вулакансене канмалли кунсенче е отпуск вăхăтĕнче ăçта кайса курма май пуррипе паллаштарасшăн. Ку вырăнсенче пулса курнисене аса илмелĕх пултăр.
Сĕнтĕрвăрринчи Патша тăвĕ. Темиçе çул каялла хамăрăн коллективпа паллă çак çĕре эпир те çитсе курнăччĕ, анлă Атăл илемĕпе, хулан паллă вырăнĕсемпе киленнĕччĕ.
Мĕншĕн Патша тăвĕ-ха/ Çак ята вăл 1763 çулта Екатерина аслă патша пулнă хыççăн илнĕ. Ун чухне пысăк хăнана Атăл тăрăхĕнчи çутçанталăк илемĕ ал тупанĕ çинчи пек курăнакан сăртра апатлантарнă.
Куславкка тăрăхĕнчи «Птичий полет» та туристсене хăй ытамне илет. «Çÿллĕ çырантан калама çук хитре панорама уçăлать. Атăл илемне сăмахпа ăнлантарма май çук, Аниш пĕвин кукри, хитре çырансем, утравсем хальхи пекех куç умĕнче тăраççĕ», - пĕлтереççĕ, акă, Вăрнарти Анисимовсем.
Ку вырăн Карачево ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă.
Мăкăр чукун çул кĕперĕ – юлашки çулсенче туристсемшĕн илĕртÿллĕ пулса тăнă вырăн. Канаш хулинчен 11 çухрăмри Мăкăр ялĕнче вырнаçнă виадук. 370 метр тăршшĕ, 4 метр сарлакăш вăл. Çÿллĕшĕ - 20 метр. Конструкцие Канаш округĕн истори тата культура палăкĕсен шутне кĕртнĕ.
Ку вырăн темĕнле мăнаçлăх çуратать. Ăна мĕн тери çирĕп тунинчен тĕлĕннĕччĕ. Ун тăрăх утатăн та - авалхи вăхăта таврăннăн туятăн.
Ун историйĕ те кăсăклă. Григорий Передерий проекчĕпе 1913 çулта çĕкленĕ «Çĕнтерÿ кĕперĕ» урлă вăрçă вăхăтĕнче Çĕпĕртен, Уралтан ăсатнă хĕç-пăшал, салтаксем иртнĕ. 1986 çулччен «ĕçленĕ» вăл, ăна ял çывăхĕнче Çĕнĕ çул уçсан хупнă.
Çакна та каламалла, кĕпер çумĕнче Туслăх сачĕ те пур. Кунта сиплĕ çăлкуç шывне те ĕçме пулать.
Шăмăршă тăрăхне çитсен «Чăваш вăрманĕ» наци паркне кĕрсе тухмаллах. Ăна 1993 çулта уçнă. Вăл заповедник зони кăна мар, кунта курмалли чылай. Ун лаптăкĕ - 25200 гектар. 96 процентне вăрмансем йышăнаççĕ, ытти - çеçенхир. Кунта сайра тĕл пулакан чĕрчунсемпе паллашма пулать. Кану зонисем те пур.
Муркаш округĕнчи «Серебряный каскад» - Чăваш енри чи пысăк шыв сикки. Çÿллĕшĕ унăн 4 метра капашать. Куськино ялĕ çывăхĕнчи пысăках мар вăрманта вырнаçнă. Ăна 1999 çулта тупса палăртнă.
Шыв сикки патне икĕ çĕртен анма пулать.
Йĕпреçри этнографи музейне те тахăш çул коллективпа çитсе курнăччĕ. Этнопарк, тĕрĕссипе, чăваш ялне аса илтерет. Пирĕн вăхăтрисемшĕн тата аслăраххисемшĕн пÿрт-лаçсем, кĕлет-ампарсем, çил арманĕ, чылай экспонат - курса ÿснĕ, йăлара пулнă, пĕлнĕ, тытса курнă япаласем. Анчах та ачасемшĕн ку вырăн питех те кăсăклă. Çÿллĕ чуччусем, пĕчĕк пĕве, галерея - тыткăнлакан вырăнсем. Кунта яланах кăмăллă кĕтсе илеççĕ.
Юман-Киремет патне кайса курас ĕмĕтсем çухалмаççĕ-ха. Вăл Шупашкар округĕнчи «Ясна» этноэкологи поселенийĕн пĕр пайĕ шутланать. Республика пĕлтерĕшлĕ çутçанталăк палăкĕ. Юман 300 çул ытла ÿсет ĕнтĕ. Çÿллĕшĕ 30 метра, ытамĕ - ултă метра яхăн. Кунта ача-пăча экскурси маршручĕ те пур.
Чăваш енре паллă чиркÿсем те туристсене илĕртеççĕ. Акă, Улатăрти Çветтуй Троицкий арçынсен мăнастирĕ. Ăна IV Иоанн патша хушнипе 16-мĕш ĕмĕрте тунă тесе калаççĕ. Вăл асамлă ĕçсем пурнăçланнипе паллă иккен. Кунта çичĕ чиркÿ вырнаçнă.
Колокольнăн çÿллĕшĕ 81,6 метр. Чан сассине хулан кирек хăш вырăнĕнчен те илтме пулать.
Шупашкар округĕнчи Акулево ялĕнчи Таса Турă Амăшĕн Успенийĕн чиркĕвне те çынсем нумаййăн килеççĕ. Ун кирпĕч пайне 1821 çулта унчченхи йывăç чиркÿ вырăнĕнче çĕкленĕ. Храма тĕне кĕнĕ чăвашсем ыйтнипе прихожансен укçи-тенкипе хăпартнă. Вăл республикăн культура тата архитектура палăкĕ шутланать.
Чиркÿрен инçех мар Ердово ялĕнче Турă амăшĕн çичĕ сăнăллă турăшĕн ?«Хаяр чĕресене çемçетекен»% çветтуй çăлкуçĕнче сиплĕ шывпа çăвăнма пулать.
Хамăрăн Вăрнар округĕнче те çитсе курмалли вырăнсем чылай. Юлашки вăхăтра туристсене ТУ-104 А пассажир самолечĕ ÿкнĕ вырăнти Асăну палăкĕ кăсăклантарать. Ăна виçĕмçул Çĕн Мĕлĕш ялĕ тата Апнерка чукун çул платформи çывăхĕнче лартнă.
Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн территорийĕнчи Совет Союзĕн Геройĕн Иван Васильевич Васильковăн площадьне те турист маршрутне кĕртнĕ.
Паллах, «Август» сывлăхпа кану паркне манмалли çук. Вăл - Вăрнарăн чи илĕртÿллĕ вырăнĕ. Ентешсенчен ун илемĕпе киленмен çын юлман та пулĕ. Кунта хăнасене те час-часах курма тивет. Таса, хитре, тĕрлĕ арт-объектпа пуян. Вĕрен хули, ача-пăча площадкисем, юнашар стадион... - пур ÿсĕмри çынсем валли те кăмăла çĕклемелли, канмалли условисем пур.
Районти культура çурчĕ çумĕнчи парк та юлашки çулсенче аталанчĕ...
Историпе краеведени музейĕн турист маршручĕ кăсăклă. Елена Шарипова директор кĕçĕннисемпе пĕрле çулсеренех ун тăрăх тухать.
Пĕчĕк ялти, Кивçурт Енĕшри, Совет Союзĕн Геройĕн Степан Илларионович Илларионовăн музей- çурчĕ те тăтăшах хăнасене йышăнать.
Çĕрпелти картина галерейи тата/ Вăл та туристсемшĕн кăсăклă...
Курса çÿрени, тавралăх илемне сăнани сывлăхшăн та усăллă. Çул çÿреме ан ÿркенĕр!
Светлана ЧИКМЯКОВА
Ноябрь 2024 |