Пысăк чунлăхлă, уçă чĕреллĕ çынсем вĕсем - социаллă ĕçченсем. Пурнăçăн йывăр условийĕсене лекнĕ çынсене, ачасене, пĕччен ватăсене пулăшма васкаççĕ. Социаллă ĕçчен - професси те мар, пурнăç йĕрки, чун-чĕре туртăмĕ...
Паян ку тытăмра тимлекенсем хăйсен профессилле уявне паллă тăваççĕ.
Социаллă ĕçченĕн кунĕ, чăннипех те, пысăк яваплăхлă, кирлĕ чухне пулăшма васкакан, ыттисене пурăнма вăй-хăват хушакан çынсен уявĕ. Вĕсем йывăр, анчах та кирлĕ ĕç пурнăçлаççĕ.
Акă, Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти центр тĕрлĕ пулăшу мерисем кÿнипе округăн социаллă пурнăç çирĕплĕхне курăмлă тÿпе хывать. Кунта тимлекенсем паян срочнăй пулăшу парассипе тăрăшаççĕ, килти социаллă тивĕçтерĕве кÿреççĕ тата çемьесемпе ачасене тимлĕхе илнĕ.
Срочнăй социаллă тивĕçтерÿ уйрăмĕ, акă, пĕлтĕр 863 çынна 1540 социаллă тивĕçтерÿ панă. Вăл шутра - экстреннăй медицинăпа психологи пулăшăвĕ, юридици консультацийĕ, тумпа тата атă-пушмакпа тивĕçтересси, документсем тума пулăшасси, мобильлĕ бригадăпа тухса çÿресси.
Хаçатра та, хамăрăн социаллă сетьсенче те пĕрре мар çырнă, «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйрăм ялта пурăнакан 65 çултан аслăрах çынсене хăйĕн транспорчĕпе медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма, хушма тĕпчевсем тума тĕп больницăна илсе çитереççĕ. Пĕлтĕр ку пулăшупа 110 çын усă курнă.
Тăр пĕччен юлнă ултă çынна яланлăх пурăнма социаллă стационар учрежденине вырнаçма пулăшнă тата ытти те.
Çÿлерех асăнтăм ĕнтĕ, центр çемьесемпе ачасен ыйтăвĕсене те тимлĕхрен кăлармасть центр. Социаллă хăрушлăхра пурăнакансене килти хутшăнусене лайăхлатма пулăшассине хутшăнать. Ку енĕпе социаллă ĕçченсем психологсемпе, çула çитменнисемпе тимлекен комиссипе, полици уйрăмĕпе, больницăпа таччăн çыхăнса ĕçлеççĕ. Çурт-йĕр условийĕсене тĕрĕслесе 235 акт çырнă. Социаллă ăнăçсăр кашни çемьепе пушар хăрушсăрлăхĕ, урамра, çул, шыв çинче харпăр хăйне тĕрĕс тытмалли, алкоголь сиенĕ çинчен, воспитани тата ытти кирли çинчен тăтăш профилактика калаçăвĕсем ирттереççĕ. Памяткăсем, буклетсем валеçеççĕ.
Йывăрлăха лекнĕ çемьесене çипуçпа, атă-пушмакпа, теттесемпе, канцтаварсемпе пулăшасси те вăйра. Пĕлтĕр, ак, 31 ачана хула тулашĕнчи лагерьсенче, 55 ачана шкул çумĕнчи лагерьте канма майсем туса панă. «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыркăмăллăх марафонĕ йĕркипе «Вĕренме кайма пулăш» акципе сахал тупăшлă, учетра тăракан, пурнăçăн йывăр условийĕсене лекнĕ çемьесенчи, хевтесĕр ачасене шкул валли канцеляри таварĕсемпе тивĕçтернĕ. Шкулсенче уçă калаçусем ирттересси те йăлара.
Аслă ăрурисем те уйрăм тимлĕхре. Пĕлтĕр килти пулăшăва 112 çын туйнă. Вăл шутра пĕтĕмĕшле чирпе инвалида тухнисем 51-ен, ĕç ветеранĕсем - 37-ĕн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1 участникĕ, ытти категорири çынсем 25-ĕн. Килти пулăшусен шутне апат-çимĕç, пирвайхи кирлĕ япаласене, санитарипе гигиена хатĕрĕсене, кĕнеке, хаçат-журнал, вутă кÿрсе, апат пĕçерсе парасси, пÿрт-çурта тирпейлесси тата ытти те кĕрет.
Центрта пысăк чĕреллĕ вунă çын тăрăшать. Директор тивĕçĕсене пурнăçлакан Екатерина Кадыкова, Алина Ананьева, Анжелика Иванова, Людмила Кожанова, Людмила Васильева, Анжела Иванова специалистсем, Татьяна Гаврилова, Татьяна Данилова уйрăм ертÿçисем, Вениамин Егоров водитель тата Виталий Максимов механик.
- Социаллă ĕçчен - вăй-хал тата кăмăл-туйăм хывăмне ыйтакан професси. Ку сферăра ĕçлеме ансат мар, мĕншĕн тесен кашниех ытти çынсен ыратăвне туйма, пĕрле кулянма, пулăшу алли тăсма пĕлеймест. Çавăнпах ĕнтĕ социаллă ĕçченсем хăйсен профессине чун ыйтнипе суйласа илнĕ. Республикăра паян социаллă патшалăх политикине пурнăçлассипе 6 пине яхăн социаллă работник тăрăшать. Паян республикăри кашни виççĕмĕш çын социаллă пулăшу мерисемпе усă курать. Ку сфера чăннипех те çынсене хÿтлĕх парасси çинче никĕсленнĕ, - пĕлтерет Чăваш енри ĕçлев министрĕ Алена Елизарова.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Ноябрь 2024 |