Хĕл хырăмĕ аслă, теççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетес тесен апат бази çирĕп кирлĕ. Çу каçипе ырми-канми ĕçлесе çителĕклĕ утă, сенаж, силос хывмалла.
Килти хушма хуçалăхсенче те, аграрлă предприятисенче те симĕс ĕççи вăй илсе пырать. Палăртмалла, хăшпĕр кил хуçалăхĕсенче тăрăшакансем хăйсен пахча-анкартийĕсенчи ешĕл курăка йăлтах типĕтсе кĕртнĕ.
Ял хуçалăх организацийĕсенче нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 7115 гектар. Çак тапхăра илсен, 1690 гектарне çулнă. Сенаж траншейисем кунран-кун тулса пыраççĕ. Ку ĕçре чи пысăк кăтарту Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари хушма хуçалăхĕн. Кунта нумай çул ÿсекен курăксене 500 гектар çулнă. Хальлĕхе ешĕл массăна виçĕ пин ытла тонна хывнă. Карл Маркс ячĕллĕ кооперативăн та кăтартăвĕсем аван. Хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксене 150 гектар çулнă, 1000 тонна сенаж янтăланă.
Симĕс ĕççине «Мураты», «Янгорчино», «Победа», «Броневик», «Знамя», «Хорнзор», «Юнтапа» кооперативсенче, «Кольцовка» агрофирмăра, В.Дмитриева, В.Павлов, А.Козлов, А.Фадеев, В.Яковлев, Г.Лукин, А.Аврамов фермерсен хуçалăхĕсенче тухнă. Уяр çанталăкра уйсенче каçченех ĕç вĕрет, техника шавĕ илтĕнсех тăрать. Кашни хуçалăх çанталăкпа усă курса обществăлла выльăх валли утă, ешĕл масса çителĕклĕ янтăлама тăрăшать.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Ноябрь 2024 |