Çĕр çинче – 100 çул

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.11.2024, 13:45 Просмотров: 23

Ман алăра – «Чăваш Республикин Президенчĕн библиотеки» ярăмпа тухнă «Ял хуçалăх работникĕсем» ятлă кĕнеке. Унта республикăри Социализмла Ĕç Геройĕсемпе пĕр йышра Вăрнар районĕнчи «Правда» колхоз председателĕ, виçĕ хутчен Ленин орденĕ илме тивĕçнĕ Исаак Федорович Кошкин çинчен Михаил Васильев паллă журналист тата писатель тĕлĕнмелле ăшшăн çырса кăтартнă.

Пирĕн çыравçă Мускавра тухса тăнă «Огонек» журналтан ятарласа килнĕ В.В. Засеев корреспондентпа пĕрле Нурăс тăрăхĕнчи çирĕп аталаннă хуçалăха çитсе унти ĕçченсемпе тĕл пулнине аса илнĕ. Павел Иванович Князев уй-хир бригадирĕпе паллашса калаçнă хыççăн тĕп хуларан килнĕ очеркист ăна мачамăшсен ывăлĕ çинчен повеç çырса кăларма та сĕннĕ иккен.

- «Правда» колхоз çитĕнĕвĕсем мал шухăшлă çынсем пĕр-пĕринпе канашласа туслăн ĕçленинчен нумай килчĕ, - аса илет 100 çулхи çĕр ачи. - Çĕньялти Ананьев, Калининăри Демьянов бригадирсемпе, Краснов агрономпа, ытти специалистсемпе, механизаторсемпе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсемпе тăрăшса вăй хунă. Тĕрĕссипе, кашни ял çынни çинченех уйрăм кĕнеке çырма пулать.

Павел Иванович Князев та, пултаруллă Кошкин пекех, сăпкаран тÿрех сухапуçпа ана çине аннă çын. Ачалăхран пуçласа мĕн ватăличченех ашшĕ-амăшĕн ани-çаранĕ çинчен манман вăл, çамрăклăхĕ вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннипе çыхăннă.

«Фронта кайма ят тухсан Калинино çар комиссариачĕн повесткине мана Мачамăш колхозĕн унчченхи председателĕ Павел Прокопьев, Илья Павловичăн ашшĕ, суха тунă чухне çитерсе пачĕ, тыррине пухса илме çĕнтерÿпе таврăнма сума сунчĕ. Анчах та çапăçу хирĕнчи вăхăтсем хăвăрт иртмерĕç, çăмăллăхне пачах та курман, вилĕмĕ те юнашарах çÿренĕ, каялла тăван киле 1946 çулта çеç çитме пултартăм», - тет вăрçă ветеранĕ.

Ял çыннисем каланă тăрăх, Князевсен виçĕ ывăлне те ашшĕ-амăшĕ вăрçа ял укăлчине çитичченех турăшпа ăсатнă, тен, çавăнпах пулĕ пурте вăрçăран таврăннă. Асли, Василий, аманса сывалнă вăхăтра яла хыпарсăр çухални çинчен çыру килсен амăшĕ, Хеврунь, куççуль нумай тăкнăран суккăрланса лармах пуçланă, пурпĕрех шартлама сивĕ çанталăкра та Сăр хĕрринче окоп чавакансем патне лашапа колхозран çăкăр леçнĕ. Тепĕр ывăлĕ те, Михаил, орден илме тивĕçнĕ офицер, хытă аманнă пирки госпитальте чылай юсаннă хыççăн каярахпа ирĕке кăларнă Хĕвеланăç Украинăра бандеровецсене хирĕç кĕрешнĕ.

Павел Ивановичăн Хĕвелтухăç-Прусси çар операцине хутшăнма тÿр килнĕ. Вăл Совет çарĕсем Кенигсберг крепоçне илнĕ чухне зенитлă бронепоезд çинче телефонист, унтан зенитчик пулса çапăçнă, юлташĕсемпе çĕр çийĕн аялтан вĕçекен тăшман самолечĕсене хирĕç тăнă, хăшĕ-пĕрне персе антарни те пулнă. Çĕршыв хÿтĕлевçи вăрçă нушипе тертне чăтса ирттерме хăват парса тăнăшăн, киле çĕнтерÿпе тĕрĕс-тĕкел таврăнма май панăшăн Турра тав тăвать. Мĕнпур салтаксемпе офицерсем умĕнче пуç таять, çав шутра паянхи кун та Коломиец хушаматлă офицера, Канаш районĕн каччине, Волков пулеметчика, тав туса аса илет. Районти çар комиссариатĕнче пĕрле повестка илнĕ хăйĕнпе пĕр çулхи Мăн Явăш çыннине Василий Платонова Кенигсбергра ăнсăртран тĕл пулни асра юлнă.

Вăрçăран таврăнсан, Князев пĕр хушă район почтинче радиоузелта вăй хунă, монтер пулса ялсенче радио кĕртсе çÿренĕ. Калининăран Горшков, Сăкăтран Исаков, Муркаш тăрăхĕнчи Кашмашран Синичкин сержант пĕрле ĕçленĕ. Павел Иванович часах юпа çинчен тăван çĕр çине аннă та колхозра тырпул, пахчаçимĕç туса илме пикеннĕ. Тăрăшулăхне пула ăна уй-хир бригадирне суйланă. Çак ĕçре вăл тăван Мачамăш ялĕн ĕçчен çыннисемпе пĕрле пысăк çитĕнÿсем тума пултарнă. Таврари халăх та, ял-йыш та вăл сас хăпартса е киревсĕр сăмахсемпе, е çынсем çинчен усал калаçнине курман. Хăйне яланах сăпайлă тытнă, çăвара чĕлĕм таврашĕ хыпман, эрех-сăрапа туслашман, урă пурнăç йĕркине тытса пынăран ăна чир-чĕр те çыпăçман. Паллах, вырăнти тухтăрсем унăн сывлăхне, уйрăмах юлашки вăхăтра, тимлĕ сăнаса тăраççĕ. Округ тата территори пайĕн пуçлăхĕсем те яланах пулăшма хатĕр. Нихăçан та ĕçсĕр ларман, кăçалччен туясăрах ура çинче çÿренĕ, апатне те хăех ăшăтса çинĕ. Ачисем хуçалăха юрăхсăра тухма паман. Халĕ аслă хĕрĕ ир те каç тăван килте пурăнать, Шупашкарти мăнукĕ кăçал пÿрте шыв тата кĕпе-йĕм çумалли машина кĕртсе панă, мунчине юсанă. Сывлăх вăрттăнлăхĕ çинчен ыйтсан Павел Иванович, шÿтленĕ евĕр: «Эпир сиплĕ курăксем çисе, таса шыв ĕçсе çитĕннĕ. Унсăр пуçне тата анкартинчи çĕрулми анинче колорадо нăррисене нихăçан та наркăмăшласа курман, эпир çак «тăшмансене» халичченех алă вĕççĕн çеç пухса тĕп тунă», - тесе хуравларĕ.

«Правда» колхоз ĕçри çитĕнÿсемшĕн Хĕрлĕ Ялавсем илнинче Князевăн тÿпи те питĕ пысăк. Вăл икĕ хутчен Пĕтĕм Союзри Халăх хуçалăхĕн выставкине хутшăннă. Унăн общество ĕçĕнчи хастарлăхĕ те ÿсĕмлĕ: темиçе суйлавра ял Совет депутачĕ пулнă, колхозри халăх контролĕн председательне Мускавран икĕ хутчен Хисеп грамоти парса чысланă. Чи пысăк чыс Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе нумай наградăсем çумне Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ хушăнни çеç мар, ял-йыш хисепĕ тесе шутлать ватă çын.

Чăваш халăх писателĕ Анатолий Емельянов хăйĕн «Правда» колхозпа унăн председателĕ çинчен çырнă очеркĕсенче Князев бригадира та час-часах ырласа асăннă, çыравçăн хăшпĕр хайлавĕсенче Исаак Федорович Кошкинпа юнашар унăн сăнарĕ те палăрать. Ытти хуçалăхсем утă-улăм илме Ставрополь таранах çитнĕ çулсенче те «Правда» колхоз выльăх-чĕрлĕх валли мĕн кирлине яланах тулăх хатĕрлесе хăварнă. Мускавра Олимпиада иртнĕ çулхи йĕпе-сапаллă кĕрхи çанталăк хуçалăхсене тырă акса хăварма хытах чăрмантарнă. Тракторсемпе сеялкăсем пылчăклă, анчах лартнă чуста евĕр çĕр ăшне путнă пирки бригадирсем Кошкин председатель сĕнĕвĕпе авалхи пек алăпа акса хăварма килĕшнĕ, колхозниксем кунтăк çакса тухнă, лашасемпе сÿрелесе хăварнă. Çакă колхоза 1981 çулхи вĕри те шăрăх çанталăка пăхмасăр пысăк тухăçлă тырпул пухса илме телей парнеленĕ.

Сăмах май, ĕлĕкрех уй-хирте Флотская хĕрарăм-трактористкăна çеç курма хăнăхнă пулсан, юлашки çулсенче колхозăн 24 трактор, 18 автомашина, 6 комбайн, ытти агрегатсем хушăннă. Ку вăл колхозниксен ĕçне чылай çăмăллатнă.

Павел Иванович мăшăрĕпе, Малти Ишек хĕрĕ пулнă, сăпайлă та ĕçчен, сăнĕпе те чунĕпе те илемлĕ Зоя Архиповнăпа, пилĕк ача çуратса ÿстернĕ, вĕсене вĕрентсе çĕршыва юрăхлă çынсем пулма, çирĕп çемьесем çавăрма çул кăтартса пынă. Пуçламăш классен учителĕнче тăрăшнă мăшăрĕ, шел те, 92 çула çитиччен çеç пурăннă, вĕренекенĕсем ăна халĕ те ырăпа кăна аса илеççĕ. Ашшĕ-амăшне кура ачисем те, çичĕ мăнукĕ те хăйсен ĕçĕсенче ырă ят çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, тăхăр пĕчĕк мăнукĕ те вĕренÿре малта, çĕршыври, республикăри тата хулари тĕрлĕрен пултарулăх ăмăртăвĕсен тата предмет олимпиадисен çĕнтерÿçисем. Вĕсем 100 çулхи аслашшĕн, кукашшĕн чăн-чăн савăнăçĕ, пурнăçра паян хавхаланупа шанăç кÿрекенсем.

Ветеран хаçат-журнал çырăнса илет, районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн кашни номерне пĕр саспалли сиктермесĕр вуласа тухать, телевизор пăхать, Тăван çĕршывшăн, влаç тытăмĕнчи паянхи ăслă та ырă кăмăллă çынсемшĕн савăнать, политикăпа интересленет, тĕнчери, çĕршыври хальхи пăтăрмахсемшĕн Горбачевпа Ельцин, Чубайс йышши сутăнчăкла çынсене тата Америкăпа вĕсен хÿрешкисене айăплать. Çапăçуллă хирĕçтăрури пирĕн çухатусемшĕн ун, паллах, чунĕ ыратать, çав вăхăтрах паянхи çĕршыв хÿтĕлевçисен паттăрлăхне, халăхăн çитес çĕнтерĕвне, тăнăç пурнăç таврăнассине чунтан шанать. Сăмах май, Павел Иванович Князев яланах Калининăри вăтам шкул коллективĕпе тачă çыхăну тытнă, вĕренекенсем хăй вăхăтĕнче колхоз ĕçне хастар хутшăннине тата халĕ кунти педагогсем çарпа патриотизм ĕçне пысăка хунине, офицерсемпе пĕрле ĕçленине чăннипех хаклать. Кадетсем унран тĕслĕх илеççĕ.

Килес çул Аслă Çĕнте-рĕвĕн 80-мĕш юбилейĕ çитет. 100 çулти вăрçă ветеранне çак куна пĕрле уявласа ирттерме, малашне те чун-чĕре çамрăклăхне упраса пурăнма ырлăх-сывлăх сунас килет. «Çĕнтерÿ çулĕ» ăна пĕр ĕмĕре çитнĕ ятпа чунтан саламлать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика