Çĕршыв тĕрекĕ - туслăхра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.12.2024, 13:57 Просмотров: 19

Раççей нумай нациллĕ пысăк патшалăх, унта тĕрлĕ халăх пурăнать. Чăваш енре 100 ытла халăх çынни тĕпленнĕ. Нацисем туслă пулни - çĕршыв тĕрекĕ.

Тăнăçлăхпа килĕшÿ тупсăмĕ вара - пĕр-пĕрне хисепленинче, тан условисенче пурăннинче. Шăпах çак ыйтăва сÿтсе яврĕç эрнекун округ администрацийĕн нацисем тата конфессисем хушшинчи хутшăнусемпе ĕçлекен Канашăн ларăвĕнче.

Район тĕп библиотеки хутшăнусен тăрăмĕ пирки мониторинг тунă тата социаллă тĕпчев ирттернĕ. Унта хамăр округра пурăнакансем ытти халăх çынни тĕлĕшпе йĕркеленекен туйăмсем пирки, тăван чĕлхене хисеплени тата ытти пирки ыйтса пĕлнĕ. Çакăн пирки Алина Богатова директор пĕлтерчĕ.

Çавăн пекех вăл экстремистла кĕнекесене тупса палăртассипе ĕçленине те каларĕ. Енчен те фондра кунашкаллисем пулсан вĕсене абонемент çаврăнăшĕнчен кăлараççĕ. Кунашкал литературăсен списокĕн реестрне çĕршыв шайĕпе йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра унта иноагент шутне кĕнĕ авторсен произведенийĕсене те кĕртнĕ.

Шел те, патшалăха сутакан çынсем сахал мар. Ятарлă çар операцийĕ тытăннăранпа çĕршыва хирĕçле шухăшлакан çынсен йышĕнче артистсене, писательсене, общество деятелĕсене, тĕрлĕ организацисене куратпăр. Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Панзин протоиерей пачăшкăсем хушшинче те кунашкаллисем пулнине пĕлтерчĕ. Çавăнпа та вăл çĕршыва, халăхсен пĕрлĕхне йĕркелессинче ĕненÿ малти вырăнта пулмаллине палăртрĕ.

Кăмăл-сипет воспитанине парас ĕçре, чăн та, чиркÿсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Ак, Вăрнарта Вырсарни шкулĕ ĕçлет. Иртеменкассинчи чиркÿ çумĕнче - вырсарни ушкăнĕ. Александр атте шкулсенче, ял хуçалăх техникумĕнче час-часах пулать. Çамрăксене ырăлăха, тĕрĕслĕхе, пĕрлĕхе мала хумалли пирки каласа кăтартать.

- Чунлăх хаклăхĕсене кĕçĕннисенче ырă тĕслĕхсем, пĕлтерĕшлĕ тĕлпулусем, уçă калаçусем урлă хывмалла, - терĕ округ пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Алексей Фирсов.

Паянхи пурнăçра туслăха çирĕплетекен мероприятисем ытларах кирлĕ. Çак ĕçе пурнăçласси вĕрентекенсенчен те нумай килет. Пĕтĕм класа туслаштарма пĕлни - пысăк кăтарту. Ачасене уйăрса ĕçлени вара хирĕçтăру пуçарнипе пĕрех. Пĕртанлăх, ăнланулăх, тĕрĕслĕх ăнлавсем кĕçĕн çулсенче хывăнаççĕ-çке.

Шкулсенче паян çавăн пекех ачасене нацисемпе тĕрлĕ тĕнсен толерантлăхĕ пирки те ăнлантараççĕ. Совет тапхăрĕнчи вăхăта аса илсе Канаш членĕсем Раççейре пурăнакан халăхсен историпе культурине тĕпчеме, кăтартма сĕнчĕç. Çакă та пĕрлĕх туйăмĕсене ÿстерет.

Массăллă информаци хатĕрĕсем те обществăлла шухăшлава витĕм кÿме пултарни паллă. Хамăра илес пулсан, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра этноссем тата конфессисем хушшинчи килĕшÿлĕхе ÿстерес тĕллевлĕ материалсем час-часах тухаççĕ. Тĕрлĕ наци çыннисем округăн социаллă экономика тата культура пурнăçне тÿпе хывни пирки пĕрре кăна çырман.

Ятарлă çар операцийĕ тытăннăранпа ют çĕршыв модераторĕсем медиауçлăх урлă Раççей гражданĕсен пуçĕсене сепаратизм идейисене хывма хăтланаççĕ, пирĕн çĕршыва аркатас тĕллевлĕ информацисем сараççĕ, историе пăсаççĕ. Çак тĕрĕсмарлăхпа та хаçат хытă кĕрешет, фейклă информацисене тăрă шыв çине кăларать.

Ларура çавăн пекех террора хирĕçле пурнăçлакан ĕçсем пирки те калаçрĕç. Шкулсенче ку хăрушлăха сивлекен мероприятисем чылай иртеççĕ, вăл шутра - кăтартуллă вĕренÿсем те.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика