Округшăн пĕрле ĕçлер

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.12.2024, 14:04 Просмотров: 22

Тепĕр виçĕ кунтан черетлĕ çулталăк хăйĕн алăкне хупать. Вăрнар округĕшĕн вăл мĕнлерех иртнĕ тата малашлăхра мĕнлерех плансем кĕтеççĕ - «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова патне тĕрлĕ ыйтупа тухрĕç.

- Надежда Валериановна, çулталăк каялла сире округ пуçлăхне çирĕплетрĕç. Çак тапхăрта эсир ĕç йĕркине кĕме, çивĕч ыйтусене палăртма пултартăр. Анчах та ĕç-хĕл сферине улăштарма йывăр пулмарĕ-и/

- Яваплă ĕç шансан йывăрлăх пирки шухăшламастăн. Хам çуралнă тăрăхра ĕçлеме тÿр килни хавхалантарчĕ, çавăнпа та çак тапхăрта ÿкĕнÿ туйăмĕ çуралмарĕ. Паллах, вăл-ку ыйтăва маларах та пĕлнĕ, хăшĕсене ĕç йĕркипе тишкерме тивет.

- Сирĕн шутпа паян Вăрнар округĕ умĕнче мĕнлерех çивĕч ыйтусем тăраççĕ/ Хăш сферăна уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ/

- Паллах, ыйтусем сахал мар. Акă, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче проблемăсем пур. Çулсен тăрăмĕ тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсем чылай. Шел те, нумай çĕрте вĕсем тĕплĕ юсав ыйтаççĕ. Унсăр пуçне, территорисене пысăк хăвăртлăхлă интернет çитересси те тимлĕхрех. Шкулсемпе ача сачĕсене çĕнетес ыйтăва асăрхавран кăлармастпăр.

Çивĕч ыйтусен шутĕнче çавăн пекех - тĕрлĕ отрасле кадрсем тивĕçменни. Çамрăксене хамăр округа тавăрас тĕллевпе тĕрлĕ программăсене хутшăнма тăрăшатпăр.

- Бюджет хутлăхĕ шутлă пулни ыйтусене татса парассине витĕм кÿрет-и/

- Ытти округсемпе танлаштарсан бюджет тивĕçтерĕвĕ тĕлĕшпе пире ăнăçнă темелле. Пирĕн çирĕп предприятисемпе хуçалăхсем пур, вĕсен ĕçне пула муниципалитет бюджечĕ тулать те. Укçа-тенке тĕрĕс тăкаксем çине пайласси те пĕлтерĕшлĕ. Расхутсен пысăк пайĕ социаллă сферăна пырса тивет, бюджет ĕçченĕсен - тĕпрен илсен, вĕрентÿ тата культура тытăмĕнче ĕçлекенсен - шалăвĕ тата ку отрасльсен çурчĕсемпе сооруженийĕсене тытса тăрасси çине каять. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене юсассин тата тытса тăрассин пайĕ те пĕчĕк мар. Пĕтĕмĕшле ку тĕлĕшпе 100 млн тенке яхăн уйăрнă.

- Çемье çулталăкĕ вĕçленсе пырать. Вăл наци демографи приоритечĕсемпе тачă çыхăнчĕ. Пирĕн округ ку енĕпе мĕнлерех результатсемпе савăнтарма пултарать/

- Чăн та, Çемье çулталăкĕ мероприятисемпе тулăх пулчĕ. Чи кирли - эпир хамăрăн халăхăмăрăн ĕмĕрхи йăлисене сыхласа хăварма, çитĕнекен ăрура çемье хаклăхĕсене хывма пултарни. Чăваш Республики, Вăрнар округĕ, пĕтĕм Раççей - çемьесен çемйи.

Пирĕн республикăра, çав шутра округра та, çемье институтне çирĕплетес тĕлĕшпе тĕрлĕ мерăсем ĕçлеççĕ. Кăçал, ак, нумай ачаллă çемьесем хушма çăмăллăхсене тивĕçрĕç: спорт организацийĕсене çÿреме, çурт-йĕршĕн тÿлеме. Шкул тата спорт форми туянма тÿлев илчĕç.

17 çулчченхи ачасем тата çире пур хĕрарăмсем валли çирĕплетнĕ пĕрлехи пособи те çемьесемшĕн пулăшу пулса тăчĕ. Унсăр пуçне, амăшĕн капиталĕ те - пысăк тĕрев. Социаллă контракт программи те - çемьесен тупăшне ÿстерекен çăлкуç.

- Республикăри Экологи çулталăкĕнче чылай проект тăван тавралăха упрассипе çыхăнчĕ. Лартнă задачăсене вăрнарсем мĕнле пурнăçланă/

- Экологи çулталăкĕ те чылай пулăмпа асра юлчĕ. Вăрнарта, ак, республикăра чи малтан экологи сукмакĕ уçăлчĕ. Аçăмçырми, Хурăн Кăкшăм, Çарăклă, Енĕш тата Хурăнсур Çармăс ялĕсенче пĕвесене тасатнă, сакăр çĕрте çăлкуçсене хăтлăлатнă. Услапа Нурăс çывăхĕнчи Шыва кĕртекен Иоанн пророк ячĕллĕ çветтуй çăлкуç Чăваш енре чи лайăххи пулса тăчĕ.

Территорисене тирпейлĕх кĕртессипе экологи субботникĕсене ирттерессине, йывăçсем лартассине, шыв объекчĕсен çыранĕсене тасатассине йăларан кăлармарăмăр.

Музейри экологи урокĕсем, тĕп библиотекăри, ÿнер шкулĕнчи, шкулсемпе ача сачĕсенчи тĕрлĕ мероприятисем те экологи культурине ÿстерессипе çыхăнчĕç. Ку енĕпе малалла та тимлесе ĕçлĕпĕр.

- Эсир ялсене нумай тухса çÿретĕр. Ял çыннисем ытларах мĕнле ыйтусене çĕклеççĕ/

- Ял çыннисен тĕп ыйтăвĕ - вырăнти çулсем япăххи е вĕсем вуçех çукки. Çавăн пекех - çÿп-çап тиесе тухасси тата территорисене хăтлăх кĕртесси.

Палăртма кăмăллă, ялта пурăнакансем çак ыйтусене татса парассине хăйсем те хастар хутшăнаççĕ. Кăçал вĕсем пуçарнипе 35 инициативлă проекта пурнăçа кĕртме май килчĕ, пĕтĕмпе 47 млн тенкĕлĕх. Танлаштармалли те пур, 2023 çулта 17 млн тенкĕлĕх 23 проект ĕçе кĕнĕ. Çитес çул вара 48 проект пурнăçламалла - 95 млн тенкĕлĕх.

- Вулакансен ыйтăвĕсене те хăварас килмест. Калининăри участок больницине юсас ыйтăва темиçе хутчен те çĕклерĕç, анчах та ку ĕç вырăнтан тапранмарĕ, пĕлтереççĕ ку тăрăхра пурăнакансем. Вĕсене больница шăпи хумхантарать, çывăх вăхăтра юсав пулĕ-и кунта/

- Калининăри участок больници, чăн та, тĕплĕ юсав ыйтать. Çурт самаях кивелнĕ. Вăл вара - ял халăхĕн сывлăхне тĕрĕслесе тăрать.

Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине модернизацилес программăпа килĕшÿллĕн ку больницăн юсавне 2025 çул планне кĕртнĕ. Проектпа смета документацийĕ хатĕр ĕнтĕ, госэкспертиза ырлавĕ те пур.

- Вăрнарти Асăну скверне хăтлăх кĕртни пирки те ыйтусем чылай килеççĕ - мĕншĕн кунта юсава тата тепĕр хут ирттерчĕç тата постамент çинчи çумăрпа юхса тасалнă списока мĕншĕн юсаман/

- Сквера хăтлăх кĕртесси «Хăтлă хула хутлăхĕ» наци проекчĕпе пурнăçланнă. Ку объектри ĕçсемшĕн çынсем хăйсем сасăланă.

Хăтлăх кĕртесси икĕ тапхăрпа пурнăçланать. Кăçал брусчаткăна çĕнетессипе, çутă кĕртессипе, карта тытассипе, видеоасăрхав камерисем лартассипе, саксемпе урнăсем вырнаçтарассипе çыхăннă ĕçсене пурнăçланă. Иккĕмĕш тапхăрпа вара çитес çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, Афган, Чечня хирĕçтăрăвĕсенче, СВО-ра пуç хунисен ячĕсене çырнă монумент лартĕç. Проектпа смета документацине хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ ĕнтĕ.

- Вулакансене Вăрнарти 1-мĕш шкул пристройĕн строительстви те кăсăклантарать. Ăна хăçан тума пуçлĕç/

- Ку объект республика бюджечĕн укçи-тенкипе çĕкленмелле. Анчах та торгисене темиçе хут пĕлтернĕ пулин те подрядчика палăртма май килмен. Хальхи вăхăтра торгине тата тепĕр хут тăратас ĕçсем пыраççĕ.

- Северный тата Тракторный микрорайонсенче пурăнакансем тахçанах шантарнă стадиона кĕтеççĕ. Анчах та ку вырăнта нумай хваттерлĕ çурт тума палăртнă теççĕ. Тĕрĕсех-и çакă/

- Ку микрорайонта республика бюджечĕн укçи-тенкине явăçтарса территорие хăтлăх кĕртес ĕçсем пыраççĕ. Вĕсен шутне тротуарсем хывасси, çутă çитересси, спорт площадкисем вырнаçтарасси кĕрет. Ĕçсене çитес çул вĕçлемелле.

- Поселокра пурăнакансем Илларионов урамне çутатас тата ун тăрăх тротуар тăвас ыйтăва татах çĕклеççĕ. Пулĕ-и çакă/

- Ку çул - республика пĕлтерĕшлĕ трасса. Хальхи вăхăтра ку проекта пурнăçлассипе Транспорт министерствипе калаçусем ирттеретпĕр.

- Паян эпир ансат мар вăхăтра пурăнатпăр. Ыйтусем пуррине пăхмасăр округ çыннисем пĕрлĕхлĕ пулса фронта пулăшаççĕ. СВО участникĕсене тата вĕсен çемйисене адреслă тĕрев парасси мĕнле пурнăçланать-ха/

- Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшассипе округра координаци центрĕ туса хунă. СВО участникĕсен социаллă паспорчĕсене йĕркеленĕ. Вĕсен кашни çемйи тимлĕхре. Вăл е ку ыйтăва татса парасси асăрхаврах.

Унсăр пуçне фашизмпа çапăçакансен ачисене вĕренÿ организацийĕсенче икĕ хутчен тÿлевсĕр апат çитерме йышăннă. Садике çÿрекенсемшĕн вара ачана пăхнăшăн тÿлев илмеççĕ. СВО салтакĕсем тата вĕсен çемье членĕсем тÿлевлĕ культура мероприятийĕсене çăмăллăхлă мелпе кĕме пултараççĕ.

Çавăн пекех служба вăхăтĕнче СВО-на хутшăнакансенчен муниципаллă харпăрлăхăнне арендăна илнĕ пулсан пурлăхĕшĕн тÿлев илмеççĕ. Награда пур участниксене çурт лартма е хушма хуçалăха тытса пыма çĕр участокĕпе тивĕçтереççĕ.

Çак кунсенче тата тепĕр лайăх йышăну турĕç. Харпăр-хăй ирĕкĕпе е контрактпа çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекенсен ачисене пурне те вĕрентÿ учрежденийĕсенче тÿлевсĕр апатпа тата шкулта вĕренекенсене стипендипе тивĕçтерĕç.

- Паян çулталăка пĕтĕмлетме кăна мар, пуласлăх планĕсем пирки калаçма та вăхăт. Çывăх çулсенче мĕнлерех пысăк ĕçсем пурнăçламалла/

- Ĕçсем нумай. Округри çулсене йĕркене кĕртмелле. Вăрнар район тĕп больницин территорине хăтлăлатмалла, Асăну скверĕнчи ĕçсене вĕçлемелле, пуçаруллă бюджет программипе йышăннă проектсене пурнăçа кĕртмелле. Паллах, Вăрнарти И.Н.Никифоров ячĕллĕ 1-мĕш шкул пристройĕн строительстви пуçăнасса шанатăп.

- Анчахрах эсир Беларусь Республикинче пултăр. Кун пирки тĕплĕнрех калаймастăр-ши/

- Беларусь Республикинчи Бешенковичи районĕпе пире пĕрлехи истори тата астăвăм çыхăнтарать. Унти çĕр çинче Кивçурт Енĕшре çуралнă Совет Союзĕн Геройĕ Степан Илларионович Илларионов ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă.

Малтанах эпир хамăрăн паттăр ентешĕн вилтăприйĕ çинче пултăмăр, чĕрĕ чечексем хутăмăр. Асăну митингне хутшăнтăмăр. Бешенковичи поселокĕнчи шкулсенче пулни те ырă йĕр хăварчĕ. Пĕринче шăпах «Пирĕн ачасем» ыркăмăллăх акцийĕпе çыхăннă уяв пыратчĕ.

Ароматизаторсем, канфетсем, промышленность котелĕсем кăларакан заводсем калăпăшĕпе тĕлĕнтерчĕç.

Витебск облаçĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ Минай Шмырев ячĕллĕ музей тата Бешенковичири историпе краеведени музейĕ историлле япаласемпе пуян. Унта эпир хамăр ятран чăвашлăхпа çыхăннă экспонатсем хăвартăмăр.

Визитăн пĕтĕмлетÿллĕ пайĕ - Бешенковичи райисполкомĕпе Вăрнар муниципаллă округĕ туслашса ĕçлесси пирки килĕшÿ çырни. Вăл вĕрентÿ, культура, çамрăксен политики, туризм енĕпе пĕрлехи мероприятисем йĕркелес, пĕр-пĕрин опычĕпе ылмашăнас тĕллевлĕ.

- Кăштах сирĕн пирки. Пуçлăх должноçĕ - çăмăл мар тиев тата пысăк яваплăх. Сирĕн хăвăр валли вăхăт юлать-и/

- Вăхăтăн ытларах пайĕ, паллах, ĕçре иртет. Апла пулин те хам валли вăхăт тупма тăрăшатăп. Чи кирли - хăвăн куна тĕрĕс планлама пĕлни.

- Округ пуçлăхĕ пулнă май Вăрнара куçса килнĕренпе сирĕн пурнăç мĕнлерех улшăнчĕ/

- Тĕпрен илсен, пурнăç йĕрки улшăнман. Туссемпе сахалтарах тĕл пулатпăр, анчах та паянхи кунхи мелсем инçетрен те хутшăнма май параççĕ.

- Йăрăс пÿллĕ кĕлеткене виçеллĕ тытса пыма мĕнле май килет-ха сире/

- Комплиментшăн тав. Ку енĕпе йăлтах ансат - физкультурăпа туслă пулни. Ирĕклĕ каçхи вăхăтра кашнинчех спортзала е бассейна çÿретĕп. Хĕлле йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллатăп. Вăрнарта спортпа туслашма пĕтĕм условисем çителĕклĕ.

- Чун килĕштернĕ туртăм пур-и/

- Каларăм ĕнтĕ, ку вăл - физкультура. Çавăн пекех çул çÿреме, юлташсемпе тĕл пулма кăмăллатăп. Тепĕр чухне алла кĕнеке тытатăп.

- Хаçат вулаканĕсене тата округра пурăнакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр/

- Çак çулталăка пĕтĕмлетнĕ тата пуласлăха шанчăкпа пăхнă асамлă вăхăтра округра пурăнакан мĕнпур çынна, çавăн пекех хамăрăн СВО-ри салтаксене, вĕсен çемйисене уявпа саламлатăп. Çĕнĕ çул - çĕнĕ пуçарусен, ĕмĕтсен вăхăчĕ. Вăл кашни киле телей, сывлăх, тăнăçлăх илсе килтĕр. Эпĕ кашни çынна округ пурнăçне хастар хутшăннăшăн, тăван тăрăх аталанăвĕшĕн тăрăшнăшăн чĕререн тав тăватăп. Шансах тăратăп, пĕрле эпир кирек мĕнле задачăна та пурнăçлăпăр. Çĕнĕ çул ăнăçу, савăнăç илсе килтĕр, ĕмĕтсем пурнăçланччăр. Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕ ячĕпе!

Светлана ЧИКМЯКОВА

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика