Çĕнĕ çулта Пĕрлехи информаци кунĕсем каллех старт илчĕç. Халăх патне çитермелли, уççăн сÿтсе явмалли темăсен шутне хальхинче те çивĕччисене кĕртнĕ: телефон шулĕкĕсенчен, интернетри ултавсенчен хÿтĕленесси* коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн тÿлевсем улшăнасси, шкулсенче тата ача сачĕсенче апат çитерессине йĕркелесси тата хĕлле çул-йĕре пăхса тăрасси.
Вăрнар округĕнче юнкун Чăваш енри конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин пуçлăхĕ Сергей Егоров ертсе пыракан ушкăн ĕçлерĕ. Кăçалхи пĕрремĕш тĕлпулусем Калинино тата Вăрнар территори пайĕсенче иртрĕç.
Вăрнарта, акă, информаци ушкăнĕ пысăк предприятисенчен пĕрин - «Чувашкабельмет» обществăн - ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Коллектив кунта активлă, округ пурнăçĕпе тимлĕ интересленет. Информаци кунĕн темипе те калаçăва хастар хутшăнчĕç, вĕсем тĕлĕшпе хăйсен шухăш-сĕнĕвĕсемпе те тухрĕç.
Кун йĕркинчи тĕп ыйту, паллах, пурне те хумхантарать. Çынсем мĕнпур укçи-тенкине те, кредит илсе те шулĕксене миллионшар тенкĕ таранах куçарса пани пирки пĕлменнисем-илтменнисем çук пулĕ халĕ. Анчах нумайăшĕ çакă хăйне нихăçан та пырса тивмест тесе шутлать.
- Мушенниксем питĕ чее. Вĕсем пĕччен ĕçлемеççĕ. Ултавçăсен ушкăнĕнче, - компьютер технологийĕн «ăстисем», питĕ ăслă-тăнлă, ĕнентерÿллĕ калаçакан специалистсем, çынсен психикине лайăх пĕлекенсем... Ултав серепине кирек кама çаклатма пултараççĕ. Шар курнисем хушшинче банк ĕçченĕсем хăйсем те, педагогсем те, темиçе аслă пĕлÿллĕ çынсем те... - асăрхаттарчĕ Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова. Вăл мушенниксем чи анлă усă куракан схемăсем çинчен те каласа пачĕ.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр интернет сечĕпе усă курса тунă преступленисен шучĕ республикра 4128-а çитнĕ. Финанс тăкакĕ питĕ пысăк: 1,15 млрд тенкĕ енне. Нумай чухне шар курнисем укçа-тенке хăйсемех ярса панă е преступниксем, вăрттăн информацие ыйтса пĕлсе, вĕсен банк карттисенчен çаратнă.
Нимсĕр-мĕнсĕр юлассинчен асăрханулăх кăна çăлса хăварма пултарать. Çавăнпа та Надежда Валериановна пурне те тимлĕ пулма ыйтрĕ. Сирĕн персоналлă даннăйсене, банк реквизичĕсене, пароль-кодсене пĕлес текенсемпе, тĕрлĕрен службăсен ячĕпе шăнкăравлакансемпе калаçма кирлĕ маррине аса илтерчĕ. «Иккĕленÿ çуралчĕ-тĕк, ку службăсене, банка е полицие хăвăр шăнкăравласа пĕтĕм шикленĕве сирĕр. Палламан-пĕлмен çынсемпе калаçса ан тăрăр, сирĕн пуçа анратса яриччен тÿрех телефона сÿнтерĕр», - терĕ округ пуçлăхĕ. Çавăн пекех аслă ÿсĕмри ватă çынсене асăрхав кирлине уйрăммăн палăртрĕ. Ку ушкăнрисене, çулĕсене кура, улталама питĕ çăмăл - вĕсем кампа хутшăннине, калаçнине ачисен, мăнукĕсен тимлĕхрех тытмалла.
Коммуналлă тивĕçтерÿсен тарифĕсемпе инфраструктура çĕнетĕвĕ пирки те калаçу хĕрÿ пулчĕ. Мĕншĕн ÿстерме тивет-ха тÿлевсен виçисене/ Çакă коммуналлă службăсен тикĕс, стабильлĕ ĕçне тивĕçтерме кирлине ăнлантарчĕ информушкăн ертÿçи Сергей Егоров. Тÿлевсем ЖКХ организацийĕсем валли энергоресурссен хакĕсем ÿснипе, коммуналлă инфраструктурăна юсама-модернизацилеме тăкакланнине кура пысăкланаççĕ-мĕн. Улшăнусем июлĕн 1-мĕшĕнчен пулмалла.
Шкулсенче вĕренекенсене тата ача сачĕн воспитанникĕсене вĕри апатпа тивĕçтернипе вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Алексей Фирсов паллаштарчĕ, ку ĕçе округра аван йĕркеленине палăртрĕ. Ача сачĕсенче ?вĕсем - 8% кĕçĕннисем валли апата вырăнтах пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Шкулсенче ?16% вара кÿрсе килеççĕ, ку тĕлĕшпе пĕрремĕш çул мар шанчăклă тимлекен уйрăм предприниматель яваплă. Каламалла, кĕçĕн класрисене тата льготăсем пуррисене тÿлевсĕр çитереççĕ. Вăтам тата аслăрах ÿсĕмрисемшĕн те хаксем килĕшÿллĕ, пысăках мар. Апат-çимĕç пахалăхĕ, пĕтĕм требованисемпе нормăсене пăхăнни - пĕрмаях тĕрĕслевре.
Округри çул-йĕре тивĕçлĕ шайра тытса тăрасси - яланах çивĕч ыйтусен шутĕнче. Ăна тĕлпулура та сÿтсе явнă май, «Чувашкабельмет» ĕçченĕсем те хăйсен пăшăрханăвĕсене пĕлтерчĕç. «Çуллахи вăхăтра çулсен айăккипе хытхура, çÿллĕ курăк ашкăрнине курма пулать», - терĕç пĕрисем. «Вăрнар поселокĕн урамĕсене симĕслентерсе илем кÿрессипе ытларах ĕçлемелле. Тавраллах чечек композицийĕсем, хÿхĕм клумбăсем куçа илĕртсен хамăрах ырă вĕт», - пулчĕ тата тепĕр сĕнÿ. Надежда Никандрова пуçлăх вĕсемпе килĕшрĕ. Ку самантсем тимлĕхрен тухманнине, кăçал тĕллевлĕрех ĕçлессине, подрядчиксенчен те çирĕпрех ыйтассине каларĕ. Урамсене те, культура çурчĕ çумĕнчи парка та малалла йĕрке кĕртессипе плансем пур-мĕн. Советски урамĕнчи шăтăклă-путăклă çул та пăшăрхантарать. «Кунта асфальт сийне çĕнетнипех ыйту татăлмасть, чи малтанах çула аркатакан шывсене кăларса ямалли мелсене шырамалла», - терĕ вăл. Çавăн пекех Надежда Валериановна ялсенче пурăнакансене хастарлăхшăн мухтарĕ. Поселокпа танлаштарсан вĕсем пуçаруллă бюджет программинче питĕ активлă. Патшалăх пулăшăвĕпе пурнăçланакан проектсен пысăк пайĕ шăпах та çулсене юсассипе е çĕнетессипе çыхăннă.
Ытти проблемăллă ыйтусене те çĕклерĕç пухăннисем. Поселокри Мелиораторсен урамĕнче пурăнакансен ĕçмелли шыв тĕлĕшпе çивĕчлĕх пур, çăлсем çулсеренех ăшăхланнине калаççĕ. Уравăш плотинине йĕркене кĕртес ĕçсене хăçан пурнăçлĕç/ Хытă каяшсене илсе тухнăшăн пурăнман çуртсенчен те мĕншĕн тÿлев хураççĕ/ Çак тата ытти ыйтусене информаци ушкăнĕ пурне те тимлĕхе илчĕ.
Информаци кунĕнче ĕç коллективĕпе МЧС тата газпа тивĕçтерекен служба сотрудникĕсем те тĕл пулчĕç. Вĕсем пухăннисене инкек-синкексенчен сыхланмалли, кил-çуртра та, ĕç вырăнĕнче те хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли, газ оборудованийĕпе асăрхануллă усă курмаллине аса илтерчĕç.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Январь 2025 |