Вăрнарсен хăйсен вăй-хăвачĕпе туллинрех усă курмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.01.2025, 14:41 Просмотров: 209

Çак шухăш Чăваш ен

Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе пирĕн тăрăхра иртнĕ Правительство кунĕнче темиçе хутчен те янăрарĕ. Пĕр вăхăтрах пĕтĕмлетÿллĕ тата малашлăха палăртакан канашлăва министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисемпе представителĕсем те хутшăнчĕç. Тĕп доклада округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова турĕ.

Фри туса кăларĕç, хăмла çитĕнтерĕç...

Вăрнар округĕн промышленность, ял хуçалăх отраслĕн, ытти сферăсенчи хăвачĕ-çитĕнĕвĕсем пирки вулакансем аван пĕлеççĕ. Çавăнпа паян ытларах çывăх вăхăтра пурнăçа кĕртме палăртнă проектсем çинче чарăнса тăрас килет. Вĕсем чăннипех те округ экономикинче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнĕç.

Округра кĕçех хăмла çитĕнтерекен тата тирпейлекен çĕнĕ, паянхи пурнăçа тивĕçтерекен комплекс хута кайĕ. Çывăх ултă çулта плантацисем 100 гектартан та иртмелле. Инвестицисен калăпăшĕ 1,6 миллиард тенкĕпе танлашать. Ку уйрăм çын укçи-тенки. Проект-драйвер 20 çынна тăтăш, 200 çынна сезонлă ĕçпе тивĕçтерĕ. Çакă та пĕлтерĕшлĕ, ĕçе пурнăçа кĕртнинчен çулталăкне бюджета 70 миллион ытла налук пырса кĕрĕ. Проект темиçе тапхăрпа пурнăçланĕ. Вăл Вăрнаршăн хăйнеевĕрлĕ визитлă карточка вырăнне пулĕ.

Унчченхи лицей шăпи ентешсене ку таранччен чăннипех хумхантаратчĕ. Астăватăр пулĕ, темиçе çул каялла кунта футбол центрне йĕркелес тĕлĕшпе канашлу та пулнăччĕ. Шел, ку шухăша пурнăçа кĕртессине малалла аталантармарĕç. Халĕ тепĕр шанăç пур. Лицей вырăнĕнче «Чăваш ен чĕри» ятпа сывлăха çирĕплетекен комплекс тăвасшăн. Вăл республикăн 2030 çулчченхи стратегине кĕнĕ. Инвестицисен калăпăшĕ 160 миллион тенкĕпе танлашать. Çĕнĕ комплекс санаторипе курорт тивĕçтерĕвĕсене аталантарма, туристсен шутне ÿстерме пулăшĕ.

Тепĕр проект та пурнăçа кĕрсен лайăх çаврăнса каймалла. Ун авторĕ - «Мураты» ял хуçалăх кооперативĕ. Вăл «фри» валли касса вакласа шăнтнă çĕрулми производствине йĕркелесшĕн. Автоматизациленĕ лини сехетре 350 кг таран продукци кăларĕ. Çулталăкне вара - 500-600 тонна. Ĕçе 2028-2030 çулсенче тытăнма планланă.

Вăрнарсем тăратнă ытти проектсем те пĕлтерĕшлĕ. Муниципалитетра, ак, пластик савăтсене тирпейлекен предприяти тăвасшăн.

Пĕтĕмпе вара Чăваш енĕн 2030 çулчченхи тапхăра йышăннă социаллă экономика аталанăвĕн комплекслă программине вăрнарсен 13 инвестици проекчĕ ?2,3 млрд тенкĕлĕх%, строительство енĕпе 148 инфраструктура проекчĕ ?3,7 млрд тенкĕлĕх%, 2 мегапроект ?«Хăмла çитĕнтерессине аталантарассисĕр» пуçне ĕмĕре активлăхпа тăсакан «Манăн социаллă центр» сете уçасси% кĕнĕ.

Комплекслă программа йĕркипе округри 11 культура çуртне юсама, модельлĕ икĕ библиотека, нумай функциллĕ çемье центрне, социаллă центр уçма, обществăлла хутлăхсене хăтлăх кĕртме тата спорт инфраструктурине лайăхлатма палăртнă.

Чăваш ен Пуçлăхĕ мĕнпур ĕçе пĕрлĕхе хывма каларĕ, пĕчченшер туртнипе çитĕнÿсем пулмассине аса илтерчĕ.

«Президент» ыйтрĕ-тĕк, пулатех...

Республика тата Вăрнар округĕ умĕнче тăракан задачăсем пирки Михаил Ноздряков, Сергей Артамонов, Максим Иванов, Владимир Степанов вице-премьерсем, промышленность министрĕ Сергей Лекарев, экономика аталанăвĕн, культура та цифра аталанăвĕн министрĕсен заместителĕсем Ольга Рассанова, Татьяна Казакова тата Екатерина Грабко тухса каларĕç. Вĕсем муниципалитетра халăха хумхантаракан проблемăсенчен чылайăшне пурнăçлама май килнине каларĕç.

Çавăн пекех вăрнарсене патшалăх программисене, грантсене ытларах хутшăнма йыхравларĕç. Хальлĕхе ентешсем вĕсемпе сахалтарах усă курни таблицăсенчен, графикăсенчен аван курăнчĕ. Предприятисем кăна мар, уйрăм çынсем те хăйсен ĕçне аталантарма патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Программăсем пур сферăра та тенĕ пек ĕçлеççĕ. Социаллă контракт, инициативлă бюджетировани, ял хуçалăхĕнчи грантсем... - утăм тумалла çеç.

Округ умĕнче тăракан çивĕч ыйтусем çук мар. Шывпа тивĕçтерес тата юхса тухакан шывсене тасатас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ Олег Николаев. Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене эрнесеренхи тимлĕхре тытма ыйтрĕ. Çĕрĕшнĕ çурт-йĕртен куçарассипе Строительство министерстви программа хатĕрлеме тытăннине пĕлтерчĕ...

Вăрнарти И.Н.Никифоров ячĕллĕ 1-мĕш шкул пристройĕн строительстви каллех плансен шутне кĕнĕ. «Çапах та ун строительствине хăçан пуçлĕç/» - ыйтрĕ ку шкул самоуправленийĕн президенчĕ Глеб Николаев.

Олег Николаев строительство валли 2023 çул вĕçĕнче укçа пăхнине, анчах та торгисене никам та хутшăнманнине палăртрĕ.

- «Президент» ыйтать-тĕк, шантаратăп, кăçал ăна çĕклеме пуçлăпăрах,- терĕ Олег Николаев.

Залран пăшăрхануллă ыйтусем татах çĕкленчĕç. Александр Шашкаров депутат вăрнарсене чылай çул канăçсăрлантаракан Илларионов урамĕн шăпипе кăсăкланчĕ: «Республика пĕлтерĕшлĕ çул тăршшĕпе çутă та, тротуар та çук»,- интересленчĕ вăл. Ку ыйтупа ĕçленине Çĕнĕ çул умĕнхи интервьюра округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова «Çĕнтерÿ çулĕн» вулаканĕсене пĕлтернĕччĕ. Александр Геннадьевич «Шăхасан - Калинино» автоçул юсавне тăсса янишĕн те пăшăрханса калаçрĕ.

Евгений Захаров депутата Тăрăллă пăр катокне, вăл округшăн пĕлтерĕшлĕ спорт объекчĕ пулнине шута илсе, тытса тăрас, юсас ыйту канăçсăрлантарать. Олег Николаев катока нормативсене пăсса çĕкленине, юсавĕ çав тери хакла ларма ?çĕннине çĕкленипе танах% пултарнине каларĕ, анчах та ыйтăва профильлĕ министерствăна тимлĕхе илме ыйтрĕ.

Малти Ишек территори пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ластухин, Ярмушка территори пайĕн специалисчĕ Лиана Григорьева хăйсен тăрăхĕсенче пурнăçланă ĕçсемшĕн тав турĕç.

«Республика пуçлăхĕ пулма мĕнле енсем кирлĕ/» - ыйтрĕ Санарпуç шкулĕн вĕренекенĕ. «Ĕçе юратмалла. Вара пурте пулать!» - çирĕплетрĕ Олег Николаев.

Вăл вăрнарсене наци тĕллевĕсене пурнăçлама, патшалăх программисене хастартарах хутшăнма, вырăнти майсене усă курса тăван ен аталанăвĕшĕн ытларах тăрăшма ыйтрĕ. Çынсен сĕнĕвĕсене яланах хапăл пулнине каларĕ. «Чылай ыйтăва, тĕпрен илсен - ăшăпа, çутăпа, шывпа тивĕçтерессине, шкулсемпе, больницăпа çыхăннисене республика шайне çĕклерĕмĕр ĕнтĕ, вĕсене пурнăçлама чи çĕнĕ стандартсемпе усă куратпăр. Анчах та айтăр-ха пĕрле шутлар: 28 пин ытла çын пурăнакан, промышленность, ял хуçалăхĕ тата инфраструктура лайăх аталаннă муниципаллă пĕрлĕхре пурте пĕр тан пурăнччăр тесе тĕн тумалла/»- пĕтĕмлетрĕ вăл хăй сăмахне.

Тивĕçлисене - награда

Вăрнар тăрăхĕнчи Правительство кунĕ ырă пулăмпа вĕçленчĕ. Олег Николаев Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн преподавательне Елена Есенцевана тата Централизациленĕ клуб тытăмĕн директорне Светлана Журавлевана «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят илнĕ ятпа саламларĕ, кăкăр çине çакмалли паллăпа чысларĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика