1941-1945-мĕ-шĕсенче кĕрленĕ юнлă вăрçă çулĕсем çултан-çул аяккарах та аяккарах. Ку хăрушă саманана курнисем, тăшмана çапса аркатнисем вара, шел те, сахалрах та сахалрах. Паян пирĕнпе юнашар паттăрсем кашниех мĕнпур енчен хÿтлĕхе туйма тивĕçлĕ.
«Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейлĕ çулĕнче фронтовиксене, вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене татах та вăйлăрах тимлĕхпе çавăрса илмелле», - палăртнă Раççей Президенчĕ Владимир Путин. Вĕсен паттăрла ĕçĕсене хисеп туса Çĕнтерÿшĕн, пире парнеленĕ ирĕклĕхшĕн, тăнăç пурнăçшăн тав туса юбилейлĕ медальсемпе чыслассине те çирĕплетнĕ.
Сумлă наградăна Вăрнар округĕнче чи пĕрремĕш тивĕçнисем пирĕн хисеплĕ ветерансем, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн вăрçă вут-хĕмĕ витĕр тухнă фронтовиксем - Мачамăшри Павел Иванович Князев тата Çĕньял Нурăсра пурăнакан Никон Федорович Федоров. Медальсене паттăрсен кăкăрĕсем çине кĕçнерникун Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова çакса ячĕ. Унпа пĕрлех вăрçă участникĕсене Вăрнар округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Андрей Петров тата Калинино территори пайĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова та саламларĕç. Ветерансем вăрçă çулĕсенче кăна мар, мирлĕ пурнăçра та Тăван çĕршыв, республика, район ăнăçлăхне-аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртрĕç. Каламалла, иккĕшĕ те вĕсем - çĕр ĕçченĕсем, малти ретре пынă уй-хир бригадисен бригадирĕсем, хăй вăхăтĕнче районăн ял хуçалăх отрасльне çÿллĕ шая çĕклеме пулăшнă хастарсем.
Пĕлтĕрхи ноябрьте 100 çул тултарнă Павел Иванович Князев, акă, кун-çулне тăван «Правда» хуçалăх аталанăвне халалланă, колхозниксен ĕç тата пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн нумай тăрăшнă. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тата ытти нумай сумлă наградăна тивĕçнĕ. Шкул саккинчен тенĕ пекех фронта тухса кайнăскерĕн çамрăклах вăрçă нуши-асапне чылай тÿссе ирттерме тивнĕ. Павел Иванович 1-мĕш Белорусси фрончĕ йышĕпе Хĕвелтухăç-Прусси операцийĕнче тăшманпа çапăçнă. Çĕнтерĕве Кенигсберг хулинче кĕтсе илнĕ.
Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулĕ тĕлне пиншакĕ çинче çутатакан юбилейлă медаль те ветеранăн кăмăлне хускатни, чĕрине ăшăтни яр уççăн сисĕнчĕ. Хăйне саламлама килнисемпе пысăк хавхаланупа калаçрĕ вăл, манманшăн, унăн пурнăçĕ-сывлăхĕпе кăсăклансах тăнăшăн, хисеп тунăшăн чунтан тав турĕ.
Çĕньял Нурăсри Никон Федорович Федоров та хăнасене йăл кулăпа кĕтсе илчĕ. 97-ри фронтовик çулĕсене кура мар кашни куна çĕкленÿллĕ кăмăлпа ирттерме тăрăшать, тунсăха парăнмасть. Тавралла мĕн пулса иртнипе кăсăкланать, телевизор пăхса тĕнчери, çĕршыври хыпарсемпе паллашсах тăрать. Кил-картишне уçăлма тухсан алла кĕреçе тытса юр та тасатма пултарать-мĕн, кайăк-кĕшĕке те апат çитерет.
Тата питĕ кăмăллă: Никон Федорович ĕмĕр тăршшĕпех - «Çĕнтерÿ çулĕн» çывăх тусĕ те. «Паянхи кун та вăл унсăр пурăнаймасть. Çĕнĕ номере вăхăтра çитерсе памасан хытах пăшăрханать. Хаçата алла тытсан вара, куç çивĕчлĕхĕ хавшанине кура, лупăпа та пулин вулама тăрăшать», - пĕлтерчĕ кукашшĕне пăхса-асăрхаса пурăнакан мăнукĕ Ольга Иванова.
Никон Федоровичăн та кун-çулĕ ырми-канми ĕçрех иртнĕ. Ахальтен мар «Хисеп палли» ордена, «Пысăк тухăç ăсти» ята, ытти наградăсене тивĕçнĕ. Туçи Мăратра çуралса ÿснĕскер, тăван колхозра тĕрлĕ çулсенче бригадирта, агрономра, хурт-хăмăр ăстинче вăй хунă. Вăл ертсе пынă бригада çулсеренех тырпул культурисенчен çав вăхăт валли тĕлĕнмелле пысăк тухăç илсе пынă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине вара Никон Федорович, ун чухнехи 17-ри каччă, 1944 çулта тухса кайнă. Дунай флотилийĕн матросĕ, Болгарие, Румыние, Австрие нимĕç фашисчĕсен пусмăрĕнчен ирĕке кăларма хутшăннă. Братислава хули çывăхĕнче йывăр аманнă. Вăрçă хыççăн, флотри службăна малалла тăсса, тăван киле 1951 çулта çеç çаврăнса çитнĕ вăл.
Чăн та, Павел Ивановичпа Никон Федоровичăн пурнăç çулĕ - паттăрлăх, тĕрĕслĕх тĕслĕхĕ. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр! Çывхаракан 80 çулхи юбилейлĕ датăна кĕтсе илсе уявлама, Аслă Çĕнтерÿшĕн мĕнпур халăхпа пĕрле савăнма сывлăхĕ çирĕп пултăрччĕ вĕсен.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Апрель 2025 |