Сывлăхлă, активлă пулма, кĕлетке йывăрăшĕ ÿссе каясран шайлашуллă апатлану правилисене пăхăнмалла.Тĕп правилăсенчен пĕри - организм илекен энерги виçи тăкакланипе пĕрпек пулмалла.
Çыннăн организмĕ нумай çул пĕр чарăнусăр ĕçлет. Çакна валли энерги сахал мар кирлĕ. Вăл шалти органсен ĕç-хĕлне йĕркелеме, апата ирĕлтерме, вăй-халпа ĕçленĕ вăхăтра тăкакланать. Энерги апатран çеç килет. Вăл çителĕксĕр чухне организм ÿт-пÿри çусемпе мышцăсене усă курма пуçлать. Ытлашши пулсан çын самăрланать.
Апатлану режимне пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Кунне 4 хутчен кая мар çиме сĕнеççĕ. 3-4 сехетрен пĕчĕккĕн çини вар-хырăм ĕçне лайăх витĕм кÿрет. Анчах час-часах мĕн те пулин хыпкалама кирлĕ мар тесе палăртаççĕ специалистсем. Апатăн чи пысăк калăпăшне талăкăн пĕрремĕш çуррине уйăрмалла.
Пĕтĕмпех виçеллĕ пулмалла, çисе тăрансан чарăнма пĕлмелле, чăннипех выçса çитсен çеç апатланмалла. Кун пек чухне энерги шайлашуллă пулĕ, ÿт-пÿ йывăрăшĕ те чакса е ÿссе каймĕ.
Кулленхи рацион усăллă çусемпе, белоксемпе, углеводсемпе, витаминсемпе тата микроэлементсемпе пуян пулмалла. Сывлăха упрама тата çирĕплетме çÿлерех асăннă правилăсем тĕпре пулмалла.
Елена ЕГОРОВА,
медицина профилактикин врачĕ
Апрель 2025 |