Асăрхаврах пулмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.08.2026, 10:46 Просмотров: 11

Пĕчĕк ачасем вылямаашкăнма юратаççĕ. Вĕсене пĕтĕмпех интереслĕ, пĕтĕмпех алла тытса, çавăрттарса-ĕçлеттерсе пăхас килет. Анчах кашни вăййиех вĕсен хăрушсăр мар çав. Тем те пĕр пĕлме, вăрттăн аташма юратни хăш чух инкек патне те илсе çитерме пултарать. Çав шутра - пушарсем кăларма та.

Çак сăлтавпа ĕнтĕ ачана мĕн пĕчĕкрен çулăмпа асăрхануллă пулма вĕрентмелле, пушарсем мĕншĕн тухнине ăнлантармалла. Вут-çулăм вĕт нумай чухне ача-пăча ашкăннипе мар, вĕсем çулăмпа е тĕрлĕрен приборсемпе хăрушсăр усă курма пĕлменнипе алхасать. Çавăнпа та аслисен ачасене килте те, обществăлла вырăнсенче те асăрхануллă пулма хăнăхтармалла. Çуллахи каникулта ачасем вăхăта хăйсем тĕллĕн ытларах ирттернĕрен хăрушсăрлăха тивĕçтерессине халĕ пушшех те тимлĕх уйăрмалла.

Аслисен ача-пăча ăçта çÿренине, мĕн тунине пĕрмаях пĕлсе тăмалла. Пĕчĕккисене вуçех те асăрхавсăр хăварма юрамасть. Уйрăмах вĕсене хупă пÿлĕмсенче пĕччен хăварни хăрушă - пушар пуçлансан ачан унтан тухма май пулмасть.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн

округри уйрăмĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика