Çынсем валли тата пахалăхлă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.08.2026, 10:00 Просмотров: 10

Çултан-çул илемлĕ çуртсем çĕкленеççĕ, обществăлла хутлăхсем йĕркеленеççĕ, культурăпа спорт учрежденийĕсем, шкулсем çĕне-леççĕ... Хамăр тавралли çак улшăнусене эпир кулленхи пурнăç йĕрки пек йышăнатпăр. Ку çуртсене хăпартма мĕн чухлĕ çын тар тăкни, вĕсенче пире хăтлă та ăшă пултăр тесе мĕн тĕрлĕ специалист тăрăшни пирки шута та каймастпăр. Тĕрĕссипе вара, эпир усă куракан çак ырлăх - пиншер çын тÿпи.

Пĕтĕмĕшлех вăл строительсен ылтăн аллисемпе çуралать. Çавăнпа та ку пархатарлă професси çыннисен ĕçĕ пачах та çăмăл мар, анчах пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вĕсем, пĕр ÿстермесĕрех, кашнин пурнăçне ăнăçлăрах, хăтлăрах, телейлĕрех тума пулăшаççĕ.

Пирĕн округра строительство отраслĕн лидерĕн ятне вуншар çул ĕнтĕ «Вурнарская» МСО» акционерлă общество çирĕп тытса пырать. 1962 çулта «Вурнарский раймежколхозстрой» ятпа йĕркеленнĕскер вăл ултă теçеткерен те иртнĕ тапхăрта округ историйĕнче курăмлă йĕр хăварнă. Акă, предприяти ĕçченĕсем тĕрлĕ саманара районĕпех колхоз-хуçалăх çурчĕ-хуралтисене сахал мар çĕкленĕ. Тата мĕн чухлĕ Вăрнар çыннине хăтлă пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕ - вĕсен хисепне шутласа та пĕтерме çук! «Çынсем валли тата пахалăхлă» - çак тĕп правилăсене пăхăнса, нумай çулхи ырă йăласене малалла тăсса тивĕçлĕ ĕçлесе пырать строительство организацийĕ. Унăн çитĕнĕвĕсене поселокра çултан-çул çĕнĕ те капăр çурт-йĕр хушăнса пынинчен те аван куратпăр.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика