И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче тĕллевлĕ вĕренсе диплом илнĕ хыççăн хăйсен тăван шкулĕсене таврăннă çамрăк специалистсемпе Чăваш ен вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров мăнаçланнине пĕлтернĕ.
Маттур педагогсем хушшинче пирĕн ентеш Виктория Егорова та пур. Вăл Хапăсри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентет, çавăн пекех аслăрах ÿсĕмрисене информатика предмечĕпе те ăс парать. Ĕç стажĕ пĕр çул кăна пулсан та палăртнă тĕллевсене тухăçлă пурнăçлать.
Пĕлтĕр «целевиксен» йышне кĕнĕ 24 çамрăк специалист республикăри шкулсенче тăрăшма пуçăннă-тăк, кăçал педуниверситетăн 18 выпускникĕ пархатарлă ĕçе кÿлĕнĕ.
Елена ГРИГОРЬЕВА
Август 2026 |
