Мĕнпур паттăр ячĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.08.2026, 10:00 Просмотров: 13

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата службăри тивĕçе пурнăçланă чухне пуç хунисене халалласа Шĕнер Ишекре стела уçнă. Ку астăвăм палăкĕ паттăр ăрăва асра тытнине, ентешĕсем хăюллă салтаксемпе, офицерсемпе мăнаçланнине çирĕплетет.

Стелăна уçма Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев, культура пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ермошкин, Шĕнер Ишек территори пайĕн пуçлăхĕ Радим Убаков, республикăри ГСВГ ветеранĕсен союзĕн председателĕ Андрей Кудряшов, çĕршыв воинĕсен çемйисен комитечĕн представителĕ Виктория Самарова тата ытти хăнасем çитнĕ. Вĕсем СВО-на хутшăнакансем, ирсĕр нацистсемпе хăюллă кĕрешсе паттăррăн пуç хунисем Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланине, чăн-чăн патриотсем пулнине палăртнă.

«Шĕнер ен», «Туслăх» тата «Алтăр-çăлтăр» пултарулăх ушкăнĕсем патриотлăхпа тулнă юрăсем юрланă. Шĕнер Ишек шкулĕн вĕренекенĕсем хисеплĕ караулта тăнă, Дарья Грошева Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене халалласа сăвă вуланă.

Ятарлă çар операцийĕн участникĕ Сергей Самуилов ентешĕсене çарти юлташĕсене хисеплесе лартнă палăкшăн тав тунă.

Мероприятие килнисем ентешĕсен паттăрлăхне аса илсе пĕр минут шăп тăнă, стела патне чĕрĕ чечексем хунă.

Стела чăннипех мăнаçлă. Ун çÿллĕшĕ 3 метр ытларах, сарлакăшĕ - 2 метр. Ăна салтаксен тăванĕсем тата ГСВГ ветеранĕсен ушкăнĕсен пуçарăвĕпе çĕклесе лартнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика