Кану инкексĕр ирттĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.08.2026, 09:57 Просмотров: 11

Çулла - пĕве-юханшыв хĕрринче канма

канлĕ, ырă вăхăт. Анчах сыхлăха çухатмалла мар: шыв-шур çăмăлттайлăха каçармасть. Лăпкă курăнакан, тарăн мар пек туйăнакан пĕвере е кÿлĕре те хăрушлăхĕ нумай.

Пысăк юханшывсенче вара - пушшех те. Республикăра та, акă, çулла пуçланнăранпа шыв-шурта 13 çын путса вилнĕ. Инкеке лекнисем хушшинче çула çитменнисем те пур: тăватă ачан пурнăçĕ татăлнă.

Шыв-шур çывăхĕнчи кану хăрушсăр тата сывлăхшăн усăллă пултăр тесен тĕп правилăсене асрах тытăр:

Ятарласа тасатса хатĕрленĕ вырăнсенче кăна шыва кĕрĕр.

Палăртнă вырăнтан аякка ишсе ан кайăр. Унта вăйлă юхăм, тĕпĕнче суранлатакан япаласем пулма, тарăнăшĕ тăрук улшăнма пултарать.

Эрех-сăра ĕçсен ишме мар, пĕве-кÿлĕ çывăхне пыма та юрамасть. Алкоголь координацине япăхлатать, çын хăрушлăха туйма пăрахать.

Ачасене хăйсем тĕллĕн шыв-шур хĕрне çÿреме ирĕк памалла мар. Тарăн мар вырăнта та кĕçĕннисем пĕрмаях асăрхавра пулмалла.

Енчен те хăвăра шанмастăр-тăк, çырантан инçе ишсе ан кайăр. Япăх ишетĕр-тĕк, çăлав хатĕрĕсемпе ?жилетсемпе, çавракасемпе% усă курăр.

Пĕлмен вырăнта ан чăмăр: тĕпĕнче чулсем, çÿп-çап, йывăç тураттисем пулма пултараççĕ.

Çанталăка та шута илĕр: вăйлă çил е çумăр, аслати пулсан шыва кĕме юрамасть.

Сивĕ шыва ан кĕрĕр. Температура тăрук улшăннăран шăнăр турса лартма е сывлав чарăнса ларма пултарать.

Асăрхануллă пулăр, сывлăхпа пурнăçа упрăр!

Асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн округри уйрăмĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика