2025 çулта «Кадрсем» наци проекчĕ вăя кĕчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - предприятисемпе учрежденисене паянхи пурнăç ыйтакан специалистсемпе тивĕçтересси, çынсене ĕç вырăнĕ тупма пулăшасси.
Кăçал çак наци проекчĕпе Чăваш Республикинче пурăнакан 479 çын тÿлевсĕрех çĕнĕ профессие алла илет. Вĕсенчен 112-шĕ вĕренсе пĕтернĕ, çĕнĕ специальноçпе диплом илнĕ. Нумайăшĕ ЧПУ станокĕсен операторĕн, радиоэлектроника аппаратурин монтажникĕн, автомат тата çурмаавтомат линийĕсемпе ĕçлекен специалистсен профессийĕсене суйланă.
«Работа России» порталта 4,1 пин программăна хутшăнма пулать. Пурĕ 213 професси алла илме май пур. Программăсен уйрăм блокне ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли уйăрнă. Раççейре кăçал 1 пин ытла СВО участникĕ çĕнĕ специальноçсене вĕреннĕ. Вĕсем «Повар», «Оператор БАС», «Сварщик» программăсене ытларах кăмăлланă.
Август 2026 |
