Картузовсен - ылтăн туй

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.08.2026, 10:53 Просмотров: 10

Шăпа пилленĕ мăшăрпа нумай çул пĕрле, килĕштерсе кун-çул сукмакĕпе алла-аллăн утакансене, йывăрлăхсене парăнтарса çемье ăшшине упраса пурăнакансене ЗАГС пайĕнче торжествăлла лару-тăрура чысласси йăлара. Картузовсен çемйине те кунта ылтăн туй ячĕпе ăшшăн саламларĕç.

Петр Николаевичпа Любовь Александровна алла-аллăн тытăнса зала кĕнĕ чухне 50 çул каялли пекех Мендельсон туй маршĕ янăрарĕ. Хумхануллă саманта ылтăн мăшăрпа вĕсен ачисем тата мăнукĕсем пайларĕç. ЗАГС специалисчĕ Алена Савельева ылтăн туй церемонине ертсе пычĕ. Петр Николаевичпа Любовь Александровна савăнăçра та, хуйхăра та пĕрле пулма тупа турĕç, юратнине çирĕплетсе пĕр-пĕрне çĕрĕсем тăхăнтартрĕç, сумлă юбилярсен кĕнекинче алă пусрĕç. Хыççăн пĕрремĕш вальс кĕввипе ташăра çаврăнчĕç. Çемье хаклăхĕсене упранишĕн, çитĕнекен ăрăва ырă тĕслĕх кăтартнишĕн Картузовсене Вăрнар округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн Надежда Никандрован Тав çырăвĕпе чысларĕç. Çывăх çыннисем юбилярсене илемлĕ чечек çыххисем парнелесе саламларĕç.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика