ÇĕНĕ СĂВĂСЕМ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.08.2026, 10:47 Просмотров: 11

Мăнуксем

Мĕн тери пуян эп, асанне!

Тват мăнук та хĕр мăнук пĕрре.

Кĕçĕнни пур, пур вунпиллĕкри,

Сăнĕ-пуçĕпе ашшех кашни.

Акăлчан чĕлхи пĕлет Артур,

Пианинăпа калать Тимур,

Бокс груши кирлех çав Руслана,

Златăпа гитара туслăхра.

Çитĕнеççĕ мăнуксем, курап.

Çуллахи кунпа хушаç хăват.

Пур ялта хĕвеллĕ çут тĕнче,

Асанне ялта, ялан килте.

Килĕшет мăнуксене ялта.

Ирĕкре вĕсем кунта, пĕрле.

Сĕчĕ, турăхĕ, хăйма, уйран,

Выльăх-чĕрлĕхĕ, пахча, йăран.

Пулăшаççĕ пахчара, килкартинче.

Вут йăтаççĕ мунча кун хĕрсе.

Çапăнаççĕ хурăн милкипе,

Хăйсемех çÿренĕ вăрманне.

Асанне ÿстернĕ пахчара

Помидор, хăяр, сухан, ыхра.

Тĕрлĕ-тĕрлĕ пур çырла, улма,

Чечексем тата - шараç куçа.

Ах, илемлĕ-çке çулла ялта.

Ах, иртеççĕ шутлă кунĕсем!

Аслине ăсатрăмăр паян,

Кĕç шкула каяççĕ ыттисем.

Мăнуксем кĕтеççĕ ашшĕне,

Çитĕ кĕтнĕ кун, пĕлеç вĕсем.

Вăрçă хăрушла тискер мĕнле

Мăнуксем пĕлеççĕ пĕчĕкрен.

Виçĕ çул ман ывăл вăрçăра.

Куç каймасть ниçта умри çултан.

Мăнуксем кĕтеç, кĕтет ман кин.

Пур çĕршыв çĕнтерÿпе пурнать.

Клара ОСОКИНА, асанне

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика